Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ, çỹп-çап…

19 июля 2016 г.

ТУНТИКУН, июлĕн 18-мĕшĕнче, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов администраци пайĕсен пуçлăхĕсемпе тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ юнкун районта Информаци кунне ирттересси. Шупашкартан килнĕ хăнасем тата районти информаци ушкăнĕсем хăш-хăш яла çитсе курасси пирки тата мĕнле ыйтусем çинче чарăнса тăмалли пирки те калаçрĕç. Унсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимне туса хуни пирки те чарăнса тăчĕç. Кунсерен хĕвел хĕртсех тăрать, çавăнпа та пурин те тимлĕх çинчен манса каймалла мар. «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕн ятарлă рейдсем ирттермелли çинчен те сăмах хускатрĕç. Калаçу малалла çул хĕрринчи курăксене çулса тирпейлесси, çỹп-çап контейнерĕсене вăхăтлă тасатасси пирки пулчĕ. Çавăн пекех Владимир Васильевич тыр-пула пуçтарса кĕртес тапхăр çитни пирки пĕлтерчĕ. Часах уй-хирте техника сасси илтĕнме пуçлĕ те ĕнтĕ. Канашлăва вĕçлесе район администрацийĕн пуçлăхĕ пухăннисене кашни ыйтăвах çийĕнчех татса пама кирли çинчен аса илтерчĕ.

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика