Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калакан çăварне карта тытаймăн

19 июля 2016 г.

«ЭСĔ илтнĕ-и, кăçалхи ноябрьте Шăмăршă районне пĕтереççĕ тет», _ пĕлтерчĕ мана «Магнит» лавкка умĕнче паллакан арçын. «Çук, _ тетĕп, _ илтмен. Района пĕтересех теççĕ пулсан, малтан халăх шухăшне ыйтса пĕлеççĕ». «Кам ыйттăр санпа манран? Пĕтереççĕ, и вçо!» _ аллине лаш! сулчĕ те, нимĕн те ăнланман çын вырăнне хурса пăрăнса кайрĕ манран арçын.

Эпĕ астăвасса, района пĕтересси пирки сас-хура вунă-вунпилĕк çул каяллах сарăлнăччĕ. Карма çăварсен сỹпĕлтетĕвĕ чăна тухмарĕ _ район пулнă, пур тата малашне те пулĕ! Çитес çул хăйĕн юбилейне паллă тума хатĕрленекен Шăмăршă тăрăхĕ ытти районсенчен нихăш енĕпе те кайра мар. Çĕнĕ ертỹçĕ района илемлĕрех те тирпейлĕрех тăвассишĕн тăрăшнине, хăшпĕр ял тăрăхĕнчи унччен акăнмасăр выртнă çĕрсем çинче кăçал ылтăн тырă кашланине, ытти ырă ĕçсене курмасăр тăма май çук.

Чăнах та, кĕске вăхăтрах пурне те тума май çук, экономика хавшакки те (бюджета пуянлатма районта пысăкрах пĕр промышленноç предприятийĕ те юлмарĕ вĕт) нумай шухăша пурнăçа кĕртме чăрмантарать. Çапах та тăрăшсан-тăрăшсан ырă ĕçсем нумайланаççех. Чи пахи _ халăхпа пĕр чĕлхе тупни, çынсен нушисене ăнланни. Халăх мĕн пуррине çĕмĕрекенпе салатакана мар, мĕнле те пулин ырă ĕç тăвакана хисепленине асра тытмалла.

Тепĕр сас-хура та чылайăшне пăлхантарчĕ: имĕш, район больницине те пĕтереççĕ иккен, чирлесен пурин те Патăрьелне кайма тивет. Кун пирки больницăн тĕп врачĕ Ирина Смирнова татăклăнах çапла каларĕ: сиплев çурчĕ хупăнмасть, чирлисене унчченхи пекех йышăнĕç. Çĕнĕ оборудованипе пуянланнă, хулари пек хитре те хăтлă больницăна хупасси пирки нимĕн те ăнланман çынсем çеç сас-хура сарма пултараççĕ.

Çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине ăнланса, район администрацийĕ вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма çул парассишĕн тăрăшать. 2016 çулта 8 инвестици проектне ĕçе кĕртме палăртнă, вĕсем пурнăçлансан 84 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ, бюджета сахалтан та 2,7 миллион тенкĕ налук укçи кĕрĕ.

Районта хальхи вăхăтра 41 пĕчĕк предприяти ĕçлет, вĕсенче 269 уйрăм предприниматель вăй хурать.

Шăмăршă тăрăхĕнче фермер юхăмĕ те сарăлнă. Фермерсем, çĕрĕç продукчĕсем туса илнипе пĕрлех, выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантараççĕ. Çапла вара хăшĕсем: «пĕр ферма та юлмарĕ, мĕнпур выльăха пусса çисе янă» тесе сăмах сарни чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.

Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Сатеев, Пуянкассинчи Геннадий Макаров тата ытти хăшпĕр фермерсем ĕне выльăхсен йышне ỹстерсех пыни савăнтарать.

Район территорийĕнче «РЭМИС» ООО предприятин поизводствăпа строительство бази аталанса пыни те, керамзит блоксем туса кăларакан «Альфа» ООО вăй илме пуçлани те çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшать.

 Лайăххине, ыррине курма пĕлмелле, пурнăçра япăххине кăна шырасан чирлесе кайма та пулать. «Калакан çăварне карта тытаймăн», _ тенĕ ваттисем. Район пирки начарпа кăна калаçни хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршывăмăра юратманни çинчен пĕлтермест- и-ха? Чунтан тăрăшса ĕçлекен çын нихăçан та сỹпĕлтетсе çỹремест, тăван район малалла кайтăрччĕ тесе вăй çитнĕ таран тăрăшать.

Карма çăварсем вара яланах пулнă, суйлав умĕн вĕсем тата та нумайланчĕç. Мĕнле калаççĕ-ха: «Шавкка вĕрсен те, караван малаллах каять!».

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика