Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа - куçа-куçăн

22 июля 2016 г.

Халăхпа - куçа-куçăн

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров тата район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Васан ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, халăх краеведени музейне тата тĕп шкула кĕрсе курчĕç. Анатолий Ильич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата 2018 çулпа 2019 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ» Указĕпе паллаштарнă май, Чăваш Ен аталанăвне цифрăсемпе çирĕплетсе пачĕ. Калаçура çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне пысăк йĕркелĕхпе ирттересси пирки те сăмах пычĕ. Хăна пушă алăпа килмен. Вăл Васанти халăх краеведени музейне республикăри "Астăвăм" кĕнекин темиçе экземплярне парнелерĕ. _ Ял çыннисем вулаччăр, ачасем те аслă ăру çыннисен паттăрлăхĕ çинчен пĕлччĕр, _ терĕ Анатолий Ильич. _ Паттăрсен ячĕсем нихăçан та ан манăçччăр, вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр упранччăр. Ял çыннисем ыйтусем те пачĕç, вĕсем çине Анатолий Ухтияров туллин хуравларĕ.

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика