22 июля 2016 г.
ЧĂВАШ сăвăçи Шетмĕ Михали тахçан «Капкăн» журналта çак йĕркесене пичетлесе кăларнăччĕ:
«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль
Çỹп-çап ăшĕнчен тухса.
Тăкса тултарчĕç тем чул
Кам-ха тăрĕ тасатса?»
Шухăшлатăп та, Шетмĕ Михали тусăм пирĕн Шăмăршă тăрăхĕ çинчен çырман-ши тетĕп. Тирпей-илем тăвасси пирки мĕн чухлĕ калаçатпăр, çыратпăр, ятлаçатпăр _ çỹп-çап ăшĕнчен çав-çавах тухаймастпăр. Шăмăршăри хуть те хăш урамра та паян тасамарлăх хуçаланать, контейнерсем тулса тăкăнаççĕ. Ăçта ан пăх _ çỹп-çап вĕçет, тавралăха варалать...
Йĕрке тума нумай та кирлĕ мар вĕт-ха _ контейнерсене вăхăтра пушатса тăмалла çеç. Анчах çак «вăхăт» тенине коммуналлă службăра ĕçлекенсем урăхла ăнланаççĕ пулмалла: контейнер çумне тепĕр çỹп-çап купи ỹссе лармасăр «мусоровоза» кĕтсе илейместпĕр.
Коммуналлă хуçалăх çеç айăплă теместĕп-ха, çынсем тирпейсĕр пурăнма хăнăхса пыни чуна ыраттарать. Тин çеç пушатса кайнă контейнера час-часах пахчара çумланă ỹсентăранпа, типнĕ курăкпа, пахчаçимĕç юлашкипе, выльăх-чĕрлĕх тислĕкĕпе, картун коробкăпа тултарса лартни те вăрттăнлăх мар. Çĕртсе паха удобрени тума май пур ăпăр-тапăра кăларса ывăтаççĕ. Лавккаран сывлăхшăн сиенлĕ хими имçамĕ туяниччен, килти пахчари тăпрана компост хатĕрлесе пуянлатма шутламастпăр.
Çапах та районта тирпей-илемшĕн яваплă служба кирлех тесе шутлатăп. Халĕ мĕнле-ха: ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравлатăн _ коммуналлă хуçалăха пĕлтерме ыйтаççĕ, коммунальщиксене аран-аран шыраса тупатăн _ вĕсем çỹп-çапа графикпе килĕшỹллĕн турттараççĕ имĕш.
Çав çĕрçăтман графикне кам тунă-ши: ахăртнех, пирĕн района çав тери юратман çынах.
Çỹп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăха тиесе тухнăшăн укçа тỹлеменни çине те йăвантараççĕ. Ку, ман шутпа, тỹрре тухмалли сăлтав мар. Кỹршĕллĕ Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи ĕçтешсем каланă тăрăх, вĕсен коммунальщикĕсем килĕрен киле çỹресе, пĕрре те манма памасăр пулăшу укçине пуçтараççĕ иккен. Пирĕн вара хăйсем пырса тỹлессе кĕтеççĕ. Тỹлекенни – тỹлет, тỹлес темени _ Турă каçарасса шанать. Коммуналлă служба вара çỹп-çап турттаракан автомашинăна бензинпа тивĕçтерме те укçа тупаймасть.
Район центрĕнче _ пĕр хуйхă, ялсенче тирпей тăвасси _ тата пысăкрах нуша. Михĕсенче пуçтарăннă тасамарлăха вăхăтра турттарса тăмасан, район администрацийĕн ырă пуçарăвне _ çỹп-çапа контейнерсемсĕрех пуçтарассине – пуш параппана çăка патакпа тỹнклеттернĕ пекех пулса тухать.
Апла шутласан та, капла çавăркаласан та, тĕп шухăш çавнашкал: çỹп-çапа вăхăтра турттарса-тасатса тăмалла, ял халăхĕн вара тирпей-илемшĕн тăрăшмалла. «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль...» тесе лармалла мар, тăван район илемлĕ те тирпейлĕ пултăрччĕ тесе пурин те вăй хумалла.
Ив.САЛАНДАЕВ.