Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет «пичĕки» тĕпсĕр мар…

26 июля 2016 г.

«Тĕттĕм çĕрте шуйттан хуçаланать», - тенĕ ваттисем. Шуйттанне никам та курман-ха, çапах та тĕттĕм урампа утнă чух чун сỹлететех. Тата такăнса ỹксе урана хуçас хăрушлăх та пур.

 - Урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăма йывăрланчĕ, - каласа парать Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев: - Пирĕн 66 точка вĕт, урамри çутăшăн кашни уйăхрах ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 12 пин тенкĕ ытла тỹлеме тиветчĕ. Çулталăкра - 150 пин тенке яхăн.

«Улпут пек саркаланса пурăнса пулмасть: е урамри электрохунарсен шутне чакармалла, е энергие перекетлекен лампăсем вырнаçтармалла», - терĕмĕр депутатсен пĕр ларăвĕнче. Электрохунарсене чакарни яла тĕттĕмлĕхе кĕртсе ỹкерни пулĕччĕ. Эпир иккĕмĕш çулне суйласа илтĕмĕр: 66 юпа çине те энергие перекетлекен лампăсем лартрăмăр.

 - Перекетлĕх палăрать-и вара? - интересленсе ыйтрăм Александр Васильевичран. 

- Унччен уйăхне 12 пин тенкĕ ытла тỹлеттĕмĕр пулсан, халĕ 1 пин тенкĕрен те пысăк мар, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Çулталăкра самаях перекетлеме пулать. Çав укçана бюджетри ытти «шăтăка» саплама ярăпăр.

Энергие перекетлесси пирки нумай калаçатпăр, анчах та сăмахран ĕç çине куçакансем сахал-ха. Акă, хаçатра Анат Чаткасри хăшпĕр урамсенче çĕрлехи вăхăтра сĕм-тĕттĕмми çинчен çырнăччĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăннипе, кунта юпасем çинчи электрохунарсемшĕн тỹлеме укçа тупаймаççĕ. Çав вăхăтрах, Кивĕ Чукал ялĕн тĕслĕхĕпе, энергие перекетлекен лампăсем вырнаçтарма шутламаççĕ.

Çакнах ытти ял тăрăхĕсем пирки те калама пулать. Чăн та, Чукалта 30 юпа çине энергие перекетлекен лампăсем лартнă-ха, пуçланă ĕçе вĕçлеме тăрăшасчĕ. Урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăни халăх кăмăлне те çĕклĕччĕ, пурнăçа илемлĕрех тăвĕччĕ.

Перекетлĕх пирки сăмах хускатрăмăр пулсан, ытти тăкаксене чакармалли çул-йĕре те шырамалла тесе шутлатăп. Акă, ялти юхăннă кĕпере ниме меслечĕпе - халăх вăйĕпе - юсама май пур вĕт-ха. Хаçатра Пуянкассинчи Макаровсен пуçарăвĕпе çул юсани, Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн тăррин шулапне ниме пухса улăштарни çинчен çырнăччĕ. Ытти ырă ĕç те сахал мар тăвăнать пирĕн пурнăçра. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, ертсе пырас ĕçри пултарулăх çеç кирлĕ.

 Бюджет вăл - тĕпсĕр пичĕке мар, патшалăх хăйĕн укçине питĕ хĕссе-пĕссе кăна тыттарать. Çавăнпа та кашни тенкĕпе перекетлĕ усă курмалла. Яла тирпей-илем кĕртме, масар йĕри-тавра çĕнĕ карта тытма, çул юсама укçа ыйтмасăрах пурте кар тăрса хутшăнсан, пурнăç малалла кайĕччĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика