Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пограничник - яланах пограничник!

29 июля 2016 г.

Пограничник - яланах пограничник!

РАЙОНТИ çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ панă çĕрте запасри тата отставкăри пограничниксем пысăк вăй хураççĕ. «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлешỹ спорт ăмăртăвĕсем те ирттерет, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать.

Акă, июлĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски ялне республикăри кашни районтанах пограничниксем пуçтарăннăччĕ. Кунта эпир спорт уявне хутшăнтăмăр. Шăмăршă районĕн командинчи Н.Жилкин, Ю.Ермолаев, С.Хафизов, С.Матвеев, С.Захаров, В.Казаков, И.Макаров, Н.Тихонов тата А.Игнатьев кашни ăмăртурах хастар пулчĕç. Пирĕн спортсменсем мини-футболла выляса – пĕрремĕш, 100 метра чупса _ пĕрремĕш, вăрăмăшне сиксе _ пĕрремĕш, граната ывăтса _ иккĕмĕш, дартс вăййинче – иккĕмĕш, волейболла выляса – иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Шăмăршă район команди пĕрремĕш вырăна тухни пире чунтан савăнтарать. Командăна Комсомольскине кайса килме спонсор пулăшăвĕ панăшăн унччен пограничник пулнă В.Драгунова чĕререн тав тăватпăр. Августăн 6-мĕшĕнче пирĕн пограничниксем Патăрьелĕнче иртекен республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ.

Е.СЕТРИВАНОВ, республикăри «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлешĕвĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ.

РЕДАКЦИРЕН. «Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлешỹ ырă ĕçсемпе палăрни район чысне çĕклет. Пирĕн шутпа, тĕрлĕ çарта службăра тăнисен те _ десантниксен, моряксен, танкистсен, ракетчиксен, воин- строительсен тата ытти те _ пограничниксенчен тĕслĕх илсе пĕрлешмелле, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ пама хастар хутшăнмалла. Çарта пулнă çулсем _ арçын пурнăçĕнчи чи ырă та асра юлнă самантсем. Атьăр-ха, «ватăлатпăр» тесе ларар мар, арчара выртакан салтак е матрос тумне тасатса тăхăнар, кăкăр çине çар вĕренĕвĕпе спортри çитĕнỹсемшĕн панă значоксене çакар. Нивушлĕ моряксем, танкистсем, десантниксем, ракетчиксем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркелеме пултараймĕç?! Район хаçачĕ сире пулăшма яланах хатĕр. Тĕлпулу йĕркелеме сĕнсе çырнă çырусене хаçатра хапăл тусах пичетлетпĕр. Ырлăх та сывлăх сунатпăр сире, чăн-чăн арçынсем!

И.САЛАНДАЕВ, хаçатра «Патриот» рубрикăна илсе пыракан журналист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика