02 августа 2016 г.
ÇУЛТАЛĂКĂН 7 уйăхĕ хыçа юлчĕ. Кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетме те вăхăт. Паллах, июль уйăхĕнчи кăтартусем хатĕр мар-ха, çавăнпа пĕрремĕш çур çулхи цифрăсене шĕкĕлчеме тивет. Мĕнлерех аталаннă-ха Шăмăршă тăрăхĕ кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче, социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсем еплерех? Шăпах çак ыйту тĕп вырăн йышăнчĕ те ĕнтĕ ĕнер район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура.
Докладчик _ район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Елена Ильичева _ канашлăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вăл районпурнăçне тарăннăн тишкерсе тухрĕ, ĕçри ỹсĕмсемпе пĕрлех хальлĕхе татса парайман ыйтусене те пытарса хăвармарĕ.
Район экономикине аталантарнă çĕрте пĕчĕк предприятисем паллă вырăн йышăнаççĕ. 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 303 субъекчĕ шутланнă, çав шута 36 пĕчĕк предприятипе 267 уйрăм предприниматель кĕреççĕ. Фермер хуçалăхĕсем - 58.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕчĕк предприятисем 76,8 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă, пĕлтĕрхи ку вăхăтрипе танлаштарсан 1,5 процент ытларах продукци туса кăларнă.
Вырăнти бюджета пуянлатмалли майсем çинчен каланă май, Елена Алексеевна çĕр тата пурлăх ресурсĕсемпе тухăçлă усă курмаллине те палăртрĕ. Пĕрремĕш çур çулта куçман пурлăхăн 7 объектне тата куçакан пурлăхăн 2 объектне приватизациленĕ. Пурлăха приватизациленипе район бюджетне 631,85 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ.
Аукционсем ирттерсе, кăçал 84 çĕр лаптăкне (983,72 гектар) арендăна панă, çулталăкри аренда тỹлевĕ 547,26 пин тенкĕпе танлашать.
Районта строительство ĕçĕсем те начар мар пыраççĕ. Васанти тĕп шкулăн спорт залне юсаççĕ (986,7 пин тенкĕ уйăрнă), Анат Чаткас, Палтиел тата Карапай Шăмăршă шкулĕсенче ăшăтакан санитарипе техника пỹлĕмĕсем (4,486 пин тенкĕ уйăрнă) тăваççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн çуртне тĕпрен юсаççĕ (17миллион тенкĕ уйăрнă).
Пĕрремĕш çур çулта 2968 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕре хута янă.
Канашлура ытти ыйтусене те çĕклерĕç: районта вырма ĕçĕсем мĕнле пыни тата ялхуçалăх производствин экономикине çирĕплетесси çинчен, пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетесси тата шыв çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшасси çинчен тата ытти те.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун çывхарса пынă май, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине те палăртрĕç.
Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пычĕ, умри задачăсене çивĕчлетсе сăмах каларĕ.
Ив. МИХАЙЛОВ.