Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусă - пуриншĕн те усă

02 августа 2016 г.

ПИРĔН икĕ кил хушшинче пусă пур. Кỹршĕ унпа хăйĕнни пекех хуçаланать, пусă йĕри-тавра парникрен кăларнă тăпрапа купаларĕ. Эпĕ малтан тăм, унтан хăйăр сарса хытармалли çинчен каларăм та, ятлаçма пуçларĕ. Тислĕкпе хутăш тăпра çумăр е юр шывĕпе пĕрле аяла анать, ĕçмелли шыва варалать вĕт-ха. Сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Хаçат урлă ăнлантарăр-ха кун пирки пирĕн кỹрше. Чĕре ыратнипе çыратăп.

ЕЛИЗАВЕТА, Шăмăршă ялĕ.

Госкомсанэпиднадзорĕн «Санитари правилисемпе нормисем çинчен» йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ялти пусса çуркунне шыв илекен е йỹçлĕхлĕ вырăнсенче чавма юрамасть. Пусă пурин çĕр çинчи пайĕн йĕри-таврашне хĕрлĕ тăм хурса хытармалла, унтан хăйăр сармалла. Сирĕн кỹршĕр пусă çумне парник тăприне тăкни, чăнах та, сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Пусăран 20 метр çывăхрах выльăх-чĕрлĕх вити те, мунча та лартмалла мар, кĕпе-йĕм çума та юрамасть. Тата çакна та каласшăн: ваттисем шывшăн нихăçан та харкашма хушман, харкашаканăн пурнăçĕ кутăн каять тенĕ. Чиркỹ те шывшăн тавлашнине пысăк çылăх тесе шутлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика