Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иванов, Петров, Сидоров… Хăшĕ малта?

02 августа 2016 г.

ВЫРМА ĕçĕсем хĕрнĕçем хĕрсе пыраççĕ. Çĕр çынни уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшать. Йĕпене кайсан мĕнле пулĕ-ха _ районта чĕрĕ тырра типĕ текен сушилка та çук вĕт. Пĕтĕм шанăç _ хĕрсе пăхакан хĕвеллĕ кунра. Тỹсме çук шăрăхра та «хир карапĕсем» чарăнса лармаççĕ, «ишеççĕ» те «ишеççĕ». Тар тăкса ỹстернĕ тырпула çухатусăр пуçтарса кĕртесси _ ял ĕçченĕн чи пысăк тĕллевĕ. 

Паллах, хуть те мĕнле çитĕнĕве те çынсем, вĕсен ылтăн аллисем тăваççĕ. Аслăрах ăру çыннисем манман пуль-ха: колхозра-совхозра вырма паттăрне чысласа кашни кунах Ĕç Мухтавĕн Ялавне çĕклетчĕç, агитбригада хире тухсах сăвă-юрăпа савăнтаратчĕ.

 Район центрĕнчи Ĕç Мухтавĕн Ялавĕ те уй-хирте чунтан тăрăшса ĕçлекенсен ячĕпе вĕлкĕшетчĕ. Хаçатра малта пыракан комбайнер, шофер тата тракторист хушамачĕсем чи хисеплĕ вырăнтаччĕ. Геннадий Смаев радиоорганизатор кашни ирех вырăнти радиопа ĕç паттăрĕсене илемлĕ юрăпа салам- латчĕ.

 «Паян кам чарать-ха сире ĕçре малта пыракансене мухтама? _ тейĕ вула- кан. _ Ĕç çыннин çулталăкĕнче тивĕçлисене мухтани пĕрре те ытлашши пулас çук».

 Килĕшетĕп санпа, хаклă вулаканăм. Питех те тĕрĕс калатăн. Анчах та... кама мухтамаллине пĕлместпĕр-çке. Районти пресс-центр цифрăсем çеç пуçтарать, пĕр хушамат та çук. Вырмара Иванов-и, Петров-и, Сидоров-и малта _ тем пек тăрăшсан та пĕлейместĕн. Çапла вара ял çыннисем те хăш хуçалăх комбайнерĕ ыттисенчен ытларах тырă пухса çапнине, хăш шофер нумайрах тырă турттарнине, хăш траткорист кĕракинче малта пынине чухлаймаççĕ. Ăмăрту пĕлтерĕшне хакламанни, чăн-чăн ĕçченсене мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарманни хирте вĕри тар тăкакансене хисеплеменни пекех туйăнать.

 Ан кỹренччĕр те мана тĕрĕс сăмахшăн, халĕ учительсем те ĕç çыннинчен ютшăнчĕç. Алла çăкăр тытса калăр-ха: районта пĕр учитель те пулин хирте е йĕтем çинче ĕçлекенсем патне пырса çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарать-и? (Хыпарне хăй пĕлсен юрĕччĕ, мĕншĕн тесен халăха çутта кăларма тивĕçлĕ çынсем хушшинче район хаçатне çырăнса илменнисем те чылай вĕт-ха!)

 «Критиклетĕн пулсан, ĕçе лайăхлатма пулăш», _ тетчĕ пирĕн ватă редактор Кузьма Семенович Смирнов. Эпĕ çапла сĕнесшĕн: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырмара е кĕракинче кам малта пыни çинчен кашни кунах район администрацине пĕлтермелле, кунти пресс-центр вара администраци сайтĕнче тата «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра ĕççи паттăрĕсен хушамачĕсене вырнаçтартăр. «Паян вырмара çав-çав хуçалăхри Иванов (Петров, Сидоров...) комбайнер малта пырать, вăл Дон «хир карапĕпе» çавăн чухлĕ центнер тырă пухса çапнă», _ тенине вуласан, кам савăнмĕ? Интернетра вырнаçтарнă ырă хыпар тĕнче тăрăх саланĕ, Инçет Хĕвелтухăçĕнче е Çĕпĕрте пурăнакан ентешĕмĕр те Шăмăршă районĕн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртĕ.

 НИМĔНЛЕ çĕнĕлĕх те шырамасăр, хăнăхнă йăлапа лăпкăн кăна пурăнма çăмăл. Çураки иртет-и, вырма-и _ нимĕнле ăмăрту пирки те шутламастпăр. Цифра хыççăн цифра пуçтаратпăр, Шупашкара пĕлтеретпĕр, çак цифрăсем хыçĕнче тăракан тарпа-тусанпа хуралнă çынсем çинчен вара аса та илместпĕр. Хамăр: «Ĕç çыннин çулталăкĕ», _ тетпĕр, «Цифрăсен çулталăкĕ» тесен тĕрĕсрех пулмĕ-и?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика