Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медаль

02 августа 2016 г.

Медаль

ШУПАШКАР автовокзалĕ. Уяв умĕнхи кун. Залра та, урамра та çын йышлă: пурте васкаççĕ, хĕвĕшеççĕ.

 Акă Ульяновска каякан автобус çитсе чарăнчĕ. Контролер таçта тытăнса тăнипе, вăл киличчен водитель хăех билета пăхса салона кĕртме пуçларĕ.

 - Билет! - хыттăн ыйтрĕ вăл алăк патне пырса тăнă хытанкка старикрен. 

Лешĕ хыпалансах кĕсйисене ухтарса тухрĕ, тепĕр хут та тĕрĕслерĕ, анчах билетне тупаймарĕ. Хурланнипе ватă çыннăн куçĕ те шывланчĕ. 

- Çухалнă... - ыратакан чунне вăйпах пусарса мĕскĕннĕн каларĕ старик. 

- Сан билету пулман та пуль! - ахăрса ячĕ хĕрĕхе те çитмен тăсланкă водитель. - Укçуна ĕçсе янă та, билет та туянайман. Вçо, кай кунтан! 

- Укçа çук ман, - терĕ куççульне лỹчĕркенчĕк тутăрĕпе шăлса илнĕ май старик. - Медаль пур, «За отвагу». Вăрçăра панăччĕ. Тархасшăн, ил!

 - Кăтарт-ха апла... 

Водитель фронтовик куççулĕпе йĕпеннĕ медале çавăркаласа пăхрĕ те, кĕсйине чăмтарчĕ. Унтан ватă çынна укçа тыттарчĕ.

- Патăрьелне çити билет ил! Унтан тек тĕрĕслемеççĕ. Сана Шăмăршăнах илсе çитерĕп. Шелле сире, шелле, пурте хам кĕсьерен тухать. 

Старик ахлата-ахлата касса еннелле утрĕ. Часах вăл алăк патĕнчи контролера билетне кăтартрĕ те салона кĕрсе ларчĕ. Автобус инçе çула тухрĕ...

Эх, пурнăç... Çынлăхпа чунлăх манăçа тухса пыни, укçа патшана тухни чуна ыраттарать.

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика