Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ чĕлхеллĕ, ырă ĕмĕтлĕ Патирек

05 августа 2016 г.

ТЕМШĔН, районти кашни яла каймассерен эпĕ хамăн тахçанхи юлташсене - хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çынсене - курассишĕн çунатăп. «Сывах-и-ха, мĕнле пурăнаççĕ?» _ ыйту çине ыйту паратăп вара ял çыннисене.

«Сывах-ха, утса мар, чупнă пек вашлаттарса çỹреççĕ!» _ тенине илтсен, чунра ырă-ырă пулса каять.

Патирекре те тусăмсем нумай. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем туслăн килĕштерсе пурăнакан, виçĕ халăх чĕлхипе те тап-таса калаçакан çак ялта пулни çинчен сире те каласа парассăм килет, хаклă вулаканăмсем.

1. ВАТТИСЕМ - чи хисеплисем

ВĔСЕМ 1929 çулта çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи хĕн-асапа ытлашшипех тỹссе ирттернĕ. Петр Севрюгин, Владимир Авксентьев, Валентин Авксентьев тата Мустафа Шарафутдинов ватă тесе лармаççĕ-ха, халăх хушшинче пулма тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана та çỹреççĕ.

Петр Севрюгин ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех тăван «Искра» колхозра шут-хисеп ĕçĕнче тăрăшнă, çĕр варринче ыйхăран вăратсан та фермăра мĕн чухлĕ выльăх, кĕлетре миçе тонна тырă пулнине тĕп-тĕрĕс калама пултарнă.

Владимир Авксентьев нумай çул хушши складсен хуçи пулнă, йĕтем çинчи ĕçсемшĕн те чи явапличчĕ. Валентин Авксентьев механизаторта ĕçлесе, Мустафа Шарафутдинов водительте тăрăшса чыс- хисепе тивĕçрĕç. 

Аслă çулхи тепĕр çын _ 1930 çулта çуралнă Виталий Матвеев _ ялтиклубра кино кăтартнине те халăх ырăпа кăна аса илет. Кĕтмен-туман çĕртен клубра çутă сỹнсе ларсан та, Матвеев çынсене саланма хушман, краççын лампи çутипе кино содержанине пĕр сиктермесĕр каласа пама пултарнă. Çакăн пек хисеплĕ çынсем вĕсем, Патирекри шурсухалсем. Нумай пурăнăр, сывлăхпа çỹрĕр, сирĕн ырă ĕçĕрсене эпир яланах асра тытăпăр.

 2. Çĕр-анне пархатарĕ 

Ильгиз Альда фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ тенине илтсен, питĕ савăнтăм. Çак тутар арçынни мана ĕçри хастарлăхĕпе яланах тĕлĕнтеретчĕ.

- 50 гектар урпапа тулă акрăм, халĕ пуçтарса кĕртетĕп, - пĕлтерчĕ Ильгиз. - Комбайн çĕнĕ мар та ĕнтĕ, юсасах тăрсан чăхăмламасть-ха.

Тухăçĕ те аван. Гектартан çирĕмшер центнер ытла тухнине хурлама çук.

Ырă пуçарăва _ анлă çул. Ильгиза кура, Альмир Альда та 30 гектар çĕр илсе урпа çитĕнтернĕ. Иккĕшне пĕр комбайн çитет, Т-40 тракторпа уй-хир ĕçĕсене тума ĕлкĕреççĕ.

Алексей Матвеев кăçал вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Сергей Матвеев вара кивĕрех трактора юсаса «чун кĕртнĕ».

Тракторсен шучĕпе Патирек ялĕ районта чи пуянни тесен пĕрре те йăнăшмăп. Мотоблок та туянаççĕ. Çĕр çинче ĕçлесе ырлăх-пурлăх тăваççĕ.

3.Картиш выльăхпа илемлĕ 

ЯЛТА выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ытти çĕрти пек икĕ-виçĕ ĕнепе çырлахмаççĕ, ултă-çичĕ ĕне е ытларах та тытаççĕ.

 Николай Карсаков _ çичĕ ĕнепе темиçе вăкăр, Ферид Каленов _ вунă вăкăрпа икĕ лаша, Миргалим Ибетуллов _ тăватă ĕнепе вунă вăкăр, Алексей Матвеев _ тăватă ĕнепе пăрусем, Александр Поваров – икĕ ĕнепе вунă вăкăр усраççĕ. Ĕçчен çынсен списокне малалла та тăсма пулать.

Хăйсенчен ытлашши сĕтпе аш-какая сутса укçа тăваççĕ. Ỹркенмесен, харсăр пулсан, ялта та аван. Кермен пек илемлĕ çурт-йĕр çавăраççĕ, çăмăл автомашина туянаççĕ, савăнса пурăнаççĕ.

4. Кашни тутар тытать утар

 ĔЛĔКРЕХ вĕлле хурчĕсене чăвашсемпе вырăссем çеç усратчĕç. Юлашки çулсенче вара Патирекре: «кашни тутар тыттăр утар» чĕнỹ пурнăçа кĕрет. Дамир Хайруллов, Айдар Сиразетдинов, Рамиль Кафизов, Радик Хамдеев, Небиулла Альда, Ферид Каленов тата ыттисем темиçешер çемье вĕлле хурчĕ тытаççĕ.

Вырăнĕ те ытармалла мар илемлĕ вĕт-ха, çутçанталăк та пуян _ мĕншĕн усрамалла мар-ха пыл хурчĕсене?

Сиплĕ пыл çемьешĕн те лайăх, сутса укçа та тăваççĕ.

 5.Ỹркенмесен, вутă сыппи те - укçа

 Николай Федоров кăçал «Калина-спорт» маркăллă вĕр-çĕнĕ автомашина хуçи пулса тăчĕ. _ Вутă касса-вакласа сутсах укçа пуçтартăм, _ пĕлтерчĕ Николай. _ Çулталăкра вуншар машина вутă сутатăп. Вăрман делянкине тап-таса тасататăп та, лесниксем те мухтаççĕ. Пĕччен пĕр хуçалăх тытать пулин те, Николай Федоров виçĕ лашапа ултă пăру та усрать. Епле мухтас мар-ха ĕçчен арçынна! Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика