05 августа 2016 г.
ÇАК кунсенче кăна-ха Елчĕк тăрăхĕнчи тăвансем патĕнче хăнара пултăмăр. Аслă Пăла Тимеш _ пысăк ял, урамĕсем те вăрăм. Анчах ялта пĕр çынна та тĕл пулаймарăмăр.
_ Паян ватти-вĕтти сухан кăларать, _ пĕлтерчĕ ял хĕрринчи ем-ешĕл çерем çинче хур кĕтĕвĕ кĕтекен карчăк. Унтан çапла хушса хучĕ:
_ Эсир Портновсем патне килнĕ пулсан, вĕсем те хирте.
Чăнах та, ял вĕçĕнчи уйра кăткă тĕми пек çын кĕшĕлтетет. Хăйсене уйăрса панă пĕрер гектар çĕр çинче пуç суханпа севок сухан, кишĕр тата хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Пахчаçимĕçе сутса укçа тăваççĕ, сахал та мар.
Акă, пирĕн тăвансем Портновсем ана çинченех пĕр тонна сухан сутрĕç. Пахчаçимĕçе сеткăсене тултарнă та, туянакан унăн пахалăхне куçпа пăхсах хакларĕ. Килограмне 15 тенкĕпе илчĕ, пĕр тоннăшăн 15 пин тенкĕ парса хăварчĕ. Укçа вĕт? Укçа! Урăх ăçта ĕçлесе илĕн-ха ăна ялта?
_ Севок сухан та нумай, _ пĕлтерчĕ пирĕн тăван. _ Пĕр пайне халĕ сутатпăр, сутайманни çуркунне лайăх хакпа каять. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕре те туянакан пур. Тутарстанпа Чулхула тăрăхĕнченех килеççĕ, пирĕн пахчаçимĕçе çав тери килĕштереççĕ.
Елчĕк енче çĕр пайĕсене каялла тавăрса паракансем çукпа пĕрех. Каялла пама-и унта _ ĕçлеме вăй-халĕ çук ватă çынсен çĕр пайĕсене те пушă вырттармаççĕ. Кунти халăх Шупашкарти, Ульяновскри тата Хусанти ресторансемпе кафесене те пахчаçимĕçпе тивĕçтерет. Кашни хуçалăхăнах лайăх хранилище пур, çапла вара пахчаçимĕçе çулталăкĕпех сутма пултараççĕ.
Елчĕкрен çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăнтăм, ĕçчен чăваш халăхĕн маттурлăхĕшĕн чунтан савăнтăм. Хамăн хавхаланăва Шăмăршăра пурăнакан юлташăмпа пайларăм.
_ Çула май пĕрер центнер сухан илсе килмеллеччĕ, _ терĕ вăл. _ 15 тенкĕ _ хаклă мар, пирĕн лавккасенче хакĕ нумай пысăкрах.
_ Килти пахчара сухан та çитĕнтерместĕр-и вара? _ тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
_ Кăштах лартса ỹстертĕмĕр, анчах та сахал, _ пулчĕ хурав. _ Пирĕн енче пахчаçимĕç çитĕнтересси хисепре мар вĕт, хăвах лайăх пĕлетĕн.
Çапла, районти нумай-нумай çын хирте уйăрса панă пĕрер гектар çĕр çинче нимĕн те ỹстермест. Ялхуçалăх кооперативне е фермера арендăна панă та, кăштах та пулин тырă уйăрасса кĕтсе пурăнать. Чылайăшĕ вара: «Çĕр мана кирлĕ мар», _ тесе заявлени çырнă. Мĕнле-ха вăл ял çынни çĕрсĕр? Хамăр: «Ялта ĕç çук, укçа памаççĕ», _ тесе пăшăрханатпăр. Патшалăх уйăрса панă çĕр пире тăрантарма пултарасси пирки аса та илместпĕр. Çапла вара унччен колхозра «чи лайăххи» тесе шутланнă лаптăксем пăрахăçа тухаççĕ. Çак çĕр çинче тырă та, çĕрулми те мар, мăянпа пиçен çеç кашласа ỹсни никамăн чĕрине те ыраттармасть-ши?
Эпир елчĕксенчен мĕнрен кая-ха, ентешĕмсем? Е ĕçлеме пĕлместпĕр-и, е ỹркев ал-урана çыхса лартрĕ-и? Атьăр-ха Шăмăршă тăрăхĕнчи çĕрсене сухаламасăр хăварар мар, тырă, пахчаçимĕç çитĕнтерме тăрăшар.
Китай çĕршывĕнчен килсе, çĕре хими имçамĕпе наркăмăшласа пахчаçимĕç туса илни чăваш халăхĕшĕн нихçан курман намăс пулĕ. Хамăр çĕр çинче хамăрах ĕçлер, ачамăрсемпе мăнукăмăрсем те çĕртен ан сивĕнччĕр. «Елчĕкре _ укçа енчĕкре, Шăмăршăра _ кĕсье тулли вара!» _ тесе калаччăр пире кĕвĕçекенсем.
Ив.АНАТКАС.