Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек çитĕнтерме мĕн кансĕрлет?

05 августа 2016 г.

Чечек çитĕнтерме мĕн кансĕрлет?

ÇУТÇАНТАЛĂК хăйĕн илемне, çепĕçлĕхне чечек çине куçарнă. Унăн илĕртỹллĕхне курман, туйман çын çук пулĕ. Уйрăмах çуркунне, юр кайса пĕтсен, куç тĕлне пулнă кашни çеçке кăмăла çĕклет.

Истори кĕнекисенчен чечеке халăх ĕлĕк-авалтанпах юратнине пĕлетпĕр. Хăш-пĕр патшалăх гербĕнче те вăл тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Хĕвелтухăçри халăхсем хĕрача çуралсан ăна чечек ятне парасси йăлара. Пирĕн районта та Роза, Виолетта, Лилия, Ландыш, Тюльпан, Азалия, Гельчечек, Гульнара ятсем час-часах тĕл пулаççĕ. Илемĕ кăна мар, темле асăмлăх та пур-тăр чечекре.

Шăмăршă урамĕсемпе утса пынă май, пỹрт умĕнчи пахчасене тинкеретĕп: мĕн тĕрлĕ кăна чечек ỹстермеççĕ-ши хĕвел питтинче. 25-30 çул каялла пахчара илем тĕнчи çитĕнтерекенсем Шăмăршă ялĕнче йышлах марччĕ: В.А.Урахова, С.Н.Миронова, Н.П.Смирнова, Д.Н.Димитриева, ... Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен илсе килетчĕç чечек вăррисемпе тымарĕсене, почта урлă çырăнса илетчĕç. Халĕ вара юнкун пасара тухсан тем тĕрлĕ чечек туянма та май пур. Аякран килсе сутакансенчен те, хамăрăн чечек ăстисенчен те хăвна килĕшекен чечек тупса илме пулать.

 Аслă урамсенчи кашни кил-çурт умĕнче тенĕ пекех мĕнле те пулин чечек ỹсет. Хăш-пĕр пахча умĕнче вĕсем мăянпа тата вĕлтĕренпе ăмăртмалла çинçе тунисемпе çỹлелле кармашаççĕ. Хуçин çумлама вăхăчĕ çитеймест-ши? Хăш пỹрт тĕлĕнче пачах та чечек курăнмасть. Нивушлĕ чечек юратман çынсем те пур? Е пăхса ỹстерме ỹркенеççĕ-ши? Чечек лартса ỹстерме юратакансен ячĕсене вара уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, çут тĕнчене хаваслăрах курма пулăшаççĕ. Комсомольский тăкăрлăкпа çỹрекенсем Марина Крылова чечекĕсемпе киленмесĕр иртсе кайма пултараймаççех ĕнтĕ. Пахчари çĕр лаптăкне вырнаçтараймасăр урама, крыльца çине чечек лартса тултарать ĕçчен кил хуçи хĕрарăмĕ. Пысăк чỹлмексенче ỹстерет пăхса ытарайми хỹхĕм чечексене.

 Карл Маркс урамĕнчи 36 - мĕш çурт умĕ те апрель уйăхĕнчен пуçласа мĕн юр çăвиччен куçа илĕртет. Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен С.Г.Жилкина кашни кун юратса çитĕнтерет çак илеме _ вăхăтра шăварать, апатлантарать, кăпкалатса тăрать. Çак урамрах 32 - мĕш çуртра пурăнакан А. Леонтьевăна та ырă сăмахпа асăнса хăварас килет. Ахальтен-и сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне чылайăшĕ чечек илме ун патне килет. Анчах тĕлĕнтерет: мĕншĕн шкул ачи валли амăшĕ чечек ỹстереймест? Çак ырă ĕçе ачисене те явăçтарсан татах та аван пулмалла.

Космовский урамĕнчи Егоровсен тата Алиулловсен пỹрт умĕсем куçа шартаракан чечексемпе хăйсен патне илĕртсе тăраççĕ.

Ленин урамĕнчи Тихоновсен пахчи та чечекпе пуян. Луговая урамри М.Удочкина тата Н.Петрова пурăнакан çуртсем те кашни çулах чечек ăшне путаççĕ.

Чечек çитĕнтерекенсем хăйсем те чунĕ- пе илемлĕ пулнăн туйăнаççĕ. Мĕншĕн тесен пурте çак çутçанталăк паракан ырлăха курма, хаклама пĕлмеççĕ. Тата кашни алăрах хунав та ямасть черчен чечек калчи _ хăйĕнпе лăпкă сасăпа, çепĕç чĕлхепе калаçнине юратать. Усал шухăшлă, кăра çилĕллĕ çын пахчинче вăл хăйне япăх туять, илемĕпе савăнтараймасть. Атьăр-ха хамăрăн кил-çурта чечекпе илемлетер, тавралăха чиперлетер, кăмăл- туйăма çĕклер. Хамăр алăпа çитĕнтерме пултаракан япалана ют пахчара шыраса çỹрер мар, чечек çыххине хулара та туянар мар!

Г.КАЗЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика