Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миназим бабай тĕлĕкре халĕ те трактор курать…

05 августа 2016 г.

Миназим бабай тĕлĕкре халĕ те трактор курать…

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан чăвашсем пурте тутарла пĕлеççĕ, тутарсем вара чăвашла шăкăртаттарса калаçаççĕ. Ку вăл ĕмĕрĕпех çапла пулнă. Пирĕн ялта халăхсен туслăхĕ яланах çирĕп. Çак ырă йăлана ваттисем тытса пыни, çамрăксене ăс пани савăнтарать.

Акă, ятлă-сумлă ватăсенчен пĕри _ Миназим бабай. Хут çинче «Миназим Садретдинович Садретдинов» тесе çырăнать. Иртнĕ кунсенче кăна-ха вăл 85 çул тултарчĕ.

_ Эх, ачамсем, мăнукăмсем, эпĕ хам пурнăçра мĕн кăна курман-ши? _ тет иртнине аса илнĕ май Миназим бабай. _ 40 çул ытла хирте суха турăм, тĕлĕкре халĕ те трактор курăнать.

Миназим Садретдинович вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи йывăр вăхăта тỹссе ирттернĕ. 1948 çулта Шăмăршăри МТС çумĕнчи трактористсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă та, НАТИ тракторпа ĕçлеме тытăннă.

 Паянхи çамрăксем НАТИ трактор мĕнлерех пулнине те чухламаççĕ пулĕ. Ăна Сталинградри тата Харьковри заводсенче 1937-1952 çулсенче туса кăларнă. Гусеницăллă НАТИ трактора МТСсене валеçсе панă. Тăватă цилиндрлă тата краççынпа ĕçлекен карбюраторлă двигатель 52 лаша вăйлă пулнă.

Миназим Садретдинов тăван ялĕнчи «Кзыл юл» колхозпа кỹршĕллĕ хуçалăхсен хирĕсене сухаланă.

1953-1956 çулсенче салтакра пулнине шутламасан, Миназим Садретдинович пурнăçĕнче пĕр кун та çуралнă ялĕнчен уйрăлман. Гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторпа çĕр сухаланă, ытти ĕçсене пурнăçланă.

Лайăх ĕçленине кура, Тăван çĕршыв ăна 1970 çулта В.И.Ленин юбилейĕ ячĕпе кăларнă медальпе, 1974 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1977 çулта Октябрьти революци орденĕпе наградăланă. Миназим Садретдинович темиçе хутчен те «Çураки паттăрĕ» ята çĕнсе илнĕ, Акатуй парнине тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра Миназим бабай тивĕçлĕ канура. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ, пилĕк мăнукĕ ăна çав тери юратаççĕ, ял-йыш та Миназим бабая питĕ хисеплет.

_ Ватă çыншăн мĕн лайăх-ха? _ хăйне хупăрласа илнĕ ача-пăчаран чеен те шахвăртса ыйтать шур çỹçлĕ бабай. _ Пĕлейместĕр-и? Сывлăхпа утса çỹрени _ çавă лайăх, эсир мана юратни _ тата та лайăхрах!

 100 çул ытла пурăн, хисеплĕрен те хисеплĕ Миназим бабай! Мăнукусен ачисене те тĕлĕкре НАТИ трактора курни çинчен каласа пар. Тивĕç вĕсем ĕçпе чапа тухнă çын çинчен пĕлме.

А.ПАЙМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика