Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ те руль умĕнче

09 августа 2016 г.

Халĕ те руль умĕнче

ИРТЕТ иккен вăхăт – иртсе пыракан çулсен шутне тепĕр чух шутлас та килмест. Эпир вара унпа пĕр вăхăтри çынсем, иксĕмĕр те - механизаторсем. Вăл - водитель, эпĕ вара тракторист, мастер-наладчикчĕ. Кашни кун курнăçнă, пĕрле ĕçленĕ.

 Сăмахăма ытла та тăсса кайрăм пулас. Хальхинче эпĕ вулакансене Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Петровпа паллаштарас тенĕччĕ.

Арçын ачана мĕн илĕртет? Ытларах чухне - техника. Камăн-ха руль умне ларас ан килтĕр? Унччен вара вĕренмелле. Владимир та çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче тракторист пулас тенĕ. Анчах ăна çакă тивĕçтерсех кайман - «хурçă ут» хăвăртлăхĕ ытла пысăках мар. Автоводительсен курсĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă.

 Ĕçлес текене ĕç шырать теççĕ. Владимир Федорович çакăн хыççăн «Правда» колхозра водительте ĕçлеме пуçланă. Çарта та службăра пулнă вăл, унăн çар специальноçĕ çак профессипех çыхăннă - самаях пысăк чинлă офицерсене çăмăл машинăпа турттарнă. Çартан таврăнсан та ĕнерхи салтак руле нимĕнпе те улăштарман: унăн чун туртăмĕ - автомашина. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ ăна. Калас пулать, пур çĕрте те вăл кăтартуллă пулнă.

Чун туртăмĕ темелле-ши - шăпа ăна тăван «Правда» колхоза илсе çитернĕ. Каллех - руль умне. Лайăх астăватăп-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче колхоз КамАЗ автомашина туянма вăй çитернĕччĕ. Кама шанса памалла-ха ăна? Ку тĕлĕшпе хуçалăх ертỹçисен пĕр шухăш çеç пулнă - Владимир Петрова. Пĕрре те йăнăшман вĕсем - шофер шанăçа ĕçпе тỹрре кăларнă.

Колхозăн Хисеп хăми пурччĕ, унта ĕçре малта пыракансен сăнỹкерчĕкĕсене вырнаçтаратчĕç. Миçе çул çак чыса тивĕçнĕ В.Петров - халĕ татсах калаймастăп. Владимир Федорович чи нумай тонна-километр ĕç туса хуçалăхра çеç мар, районта та чи лайăх водитель ятне пĕрре çеç мар çĕнсе илнĕ.

Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем пирки сăмах хускатсан Владимир Федорович сăпайлăн çапла çеç каларĕ:

- Пĕр чăматана кĕмеççĕ.

 Пулĕ те. Малта пыракана чыслани хăех мухтавлă. Нумай çул аварисĕр ĕçленĕшĕн çул-йĕр инспекцийĕ те пайтах хавхалантарнă ăна.

Пĕрре те ỹкĕнмест хăйĕн пурнăç çулне суйласа илнĕшĕн В.Петров. Ку - унăн пурнăç телейĕ.

Утмăла çитрĕ сумлă водитель.

 - Малалла та ĕçлесчĕ-ха, - тет вăл. - Алăсем руль патнех туртăнаççĕ.

Ĕçре çеç мар, çемьере те хăйĕн телейне тупнă Владимир Федорович. Мăшăрĕ - Лидия Григорьевна, тивĕçлĕ канури кил хуçи хĕрарăмĕ. Вĕсен 3 ачи, 5 мăнукĕ те ял çинче нихăçан та пите хĕретмен - вĕсемпе те чунтанах савăнаççĕ.

- Вĕсен хушшинче ман ĕçе малалла тăсакансем пуласса çирĕп шанас килет, - тет В.Петров.

Иккĕленме кирлĕ мар: Петровсен йăхĕнче трактористсем, комбайнерсем сахал мар пулнă, халĕ те пур. Владимир Федорович вара паян та руль умĕнче - «Колос» агрофирмăра ĕçлет.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика