Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă районĕнче - Донор кунĕ

09 августа 2016 г.

ИРТНĔ эрнере районта Донор кунĕ иртрĕ. Палăртнă кун Шăмăршăри район больницинче республикăри юн илекен ятарлă бригада пулчĕ. Хальхинче инкекри çынсен пурнăçне хăйсен ирĕкĕпе çăлса хăварма утмăл икĕ донор кăмăл турĕç. Республикăри сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем Донор кунне ирттерме хутшăннă Шăмăршă районĕн кашни çыннинех чун-чĕререн Тав тăваççĕ. Аса илтеретпĕр: донор пулма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 18 çул тултарнă кашни çын пултарать. Юн парас умĕн çуллă апат çиме юрамасть, 4 сехет хушши сигарет туртмалла мар, 48 сехет алкоголь ĕçмесĕр тăмалла. Эмель ĕçме те (антибиотиксем, анальгетиксем, салицилатсем) 72 сехет тăхтаса тăма тивет. Донорсене юн панă кун Ĕç кодексĕн 18-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, 451 тенкĕ укçа, ĕç укçипе тивĕçтерекен канмалли кун тата тепĕр хушма кану кунĕ (хăш кун канассине донор хăй суйласа илет) парса хавхалантараççĕ.

И.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика