Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт васкатать

12 августа 2016 г.

ХИР пушанать - кĕлет тулать. Асаттесен сăмахĕ çакă. Ĕнерхи куна илес пулсан, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5180 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çанталăк питех савăнтармарĕ пулин те, вăтам тухăçа начар теме çук - кашни гектартан вăтамран 24 центнер тухăç илнĕ. Тырпул пуссисем пушаннисĕр пуçне тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 210 гектар çĕрулмине, 409 гектар сахăр кăшманне пухса кĕртмелле. Силослăх кукуруза _ 418 гектар. Çитес çулхи тухăç _ кĕраки пирки те халех шутлама тивет. Çăкăрлă пулас тесен, кăçал районта кĕрхи культурăсене виçĕ пин гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. Çакăн валли 650 тонна вăрлăх кирлĕ пулать. Ĕнерхи куна вăрлăхсен 320 тонни кондицие ларнă. Хĕл хырăмĕ те аслă теççĕ. Çавна май кĕракине те халех хатĕрленмелле. Ку тĕлĕшпе те ĕçсем пĕр вырăнта тăмаççĕ _ çĕр хатĕрлесси те начар мар пырать _ çак ĕçе 2550 гектар çинче пурнăçланă. Вăхăт вара васкатать.

В.СЕВРЮГИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика