12 августа 2016 г.
ТĂРĂХЛАРАХ çаврака пит, тỹп-тỹрĕ сăмса, çутă кĕрен ỹт çинче чиен курăнакан çỹхе тута, чĕкеç çунатти пек авăнчăк хуç харши айĕн шухăшлăн тинкерекен мăшăр хăмăр куç, çивĕч ăс-хакăла палăртакан çỹллĕ çамка, ĕнсе тĕлне тирпейлĕн чăмăртанă хăмăр çỹç, хурăн пек йăрăс кĕлетке... Пĕрре пăхса асра юлмалли çын. Виçсе-витерсе каланă кашни сăмахĕ, сăн-питне хĕвеллĕн çутатакан кулли такам чунне те çĕклеççĕ; унпа ĕçлĕ калаçу пуçарас кăмăл хускалать.
Ку вăл - Светлана Петровна Синелева, Анат Чаткасра пурăнакан, «Восход» ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп экономисчĕ, ял тăрăхĕн хастарĕ.
1985 çултанпа Синелева ялхуçалăх сферинче. Çуран та, велосипедпа та хире, фермăна çитет; ĕç çыннисемпе тĕл пулса калаçать, ĕç условийĕсемпе паллашать, правление çитсе кирлĕ хутсем йĕркелесе çырать. Колхозниксене ĕçшĕн тỹлес енĕпе тимлет. Тỹлеве тĕрĕс йĕркелеме пĕртте çăмăл мар: хуçалăха та тăкак ан пултăр, ĕçлекенĕн кăмăлĕ те ан юлтăр. Экономистăн теме те шута илмелле: пурнăç кăларса тăратнă условие те, «çỹлтисен» хушăвне-сĕнĕвне те, туса илнĕ тырă, выльăх-чĕрлĕх продукцин хăй хаклăхне те, ял çыннин ĕç пахалăхне те... Ĕçшĕн тивĕçлипе тỹлесен кам хăпартланмĕ, хастарланмĕ?! Çакна асра тытать яланах правлени членĕ, май пур таран колхозниксене пысăк виçепе тỹлесе хавхалантарать.
80-çулсенче «Восход» тĕш тырă ỹстерес, аш-какай, сĕт туса илес енĕпе районта çеç мар, республикипех малтисен ретĕнче пынă. М.Ухваркин «Восход» колхозăн тилхепине çирĕп тытса пынă çав. Синелева тĕп экономист хресчен чунлă ертỹçе сĕнỹ-пулăшу панăшăн паян кун та тав тăвать. «Пĕр пус вырăнне икĕ пуслăх тупăш илмелле» тенине асра тытать.
Хăйне евĕр кăткăс ĕçре темле çĕнĕлĕхе те алла илме тивнĕ Светлана Петровнăна. Чек системи, подряд меслечĕ, хуçалăх расчечĕ... Çирĕп пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă специалист нихçан та пуç усман. Тивĕçне тулли яваплăхпа, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна наградăсем те çирĕплетеççĕ. Ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн Тав хучĕсемпе грамотисем, ЧР Ялхуçалăх министерствипе ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем, Анат Чаткас ял тăрăхĕн администрацийĕ панă «Ялхуçалăх сферинчи чи лайăх Ĕç çынни» хисеплĕ ят.
Шел, XXI - ĕмĕрте «Восход» СХПКа çĕршыври пиншер хуçалăх пек, юхăнса кайрĕ. Çакă, паллах, тĕп экономиста пăшăрхантарать... Пĕр харăс темиçе ĕç тăвать вăл: кадр пайĕн пуçлăхĕ, кассир, бухгалтер... Обществăлла ĕçре те маттур. Агитатор вăл.
Чăн-чăн ĕç çынни пулма, ял пурнăçĕпе шăпине çыхăнтарма Светлана Петровнăна юратнă ашшĕ-амăшĕ пилленĕ. Сăмах май, 1961 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртре çуралнă вăл: Майоровсен 6 ачаллă çемйинче _ чи кĕçĕнни. Ашшĕ _ Петр Иванович _ таврара паллă тимĕрç, ферма заведующийĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса виçĕ хут аманнă. Амăшĕ _ Анна Федоровна _ Тури Туçа шкулне ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, Патăрьелĕнчи педучилищĕре ăс пухнă. Тĕлĕнмелле, икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă хĕре, майра тумĕ пулманнипе шкула ĕçе илмен. Вара вăл колхозра счетоводра, заготовительте ĕçленĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайманнипе, амăшĕ ачисене аслă пĕлỹ илме хистенĕ. Мăшăрĕ те çак шухăша ырланă.
Светлана, ялти вăтам шкултан «5» паллăпа вĕренсе тухнăскер, шăпине ялхуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тытнă. Малтан _ Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче, кайран направленипе Чăваш ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ: 1981- 1985 çулсенче экономист специальноçне алла илнĕ. Институтра ăслă та пултаруллă, пысăк шанчăк паракан студенткăна аспирантурăна юлма та сĕннĕ. Анчах ял хĕрĕн чунĕ ялшăнах тунсăхланă çав _ килĕшмен. Куншăн пĕртте ỹкĕнмест Светлана Петровна.
Институтрах пулас мăшăрĕпе, агронома вĕренекен Валерий Синелевпа _ Анат Чаткасăн чипер те пултаруллă каччипе _ паллашрĕ вăл. 1983 çултанпа кăвакарчăн пек шăкăл-шăкăл пурăнать Синелевсен çемйи. Валерий Петрович тăван колхозра _ агрономра, районти шалти ĕçсен пайĕнче милиционерта вăй хучĕ. Халĕ _ отставкăри майор. Халăх ăна тăтăшах ял тăрăхĕн суйлав комиссийĕн председателĕ пулма шанать.
Ывăлĕсем те _ Евгенийпе Петр _ Чăваш ялхуçалăх академийĕнче вĕренчĕç. Çемьеллĕ вĕсем, Шупашкарта пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне ытарайми 3 мăнук парнелерĕç.
Катюк аппăшĕ (ашшĕн йăмăкĕ) пулăшнипе Синелевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕне, 5 вăкăр, 6 сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал _ хушма хуçалăхăн тулли илемĕ. Пахча çимĕç те тулăх çитĕнет çемьен. Çурта-йĕре, хуралтăсене пурнăç таппинчен юлмасăр çĕнетсе-илемлетсе тăраççĕ. Пур çĕрте те _ тирпей-илем, хăтлăх! 1987- 1988 çулсенче «Чи пысăк культурăллă çурт» хисеплĕ ята çĕнсе илни тата та хастартарах пулма хистет.
... Çапла, Светлана Петровна Синелевăна ашшĕ-амăш пилĕ çын хушшинче ят-сум илмелĕх юратнă специальноçа алла илме пулăшрĕ. Чун туртнă ĕç вара ĕмĕр ĕмĕрлемелĕх мăшăр тупса пачĕ. Çакăнта мар-и-ха вăл телей?!
З.ВОРОБЬЕВА, Анат Чаткас.