12 августа 2016 г.
ПИРĔН таврари ялсенчен чăн малтан пуçланнă ял - Кахăрлă Шăхаль. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, 1564 çулта малтан 4 çемье куçса килсе çак ял вырăнне вырнаçса ларнă. Хальхи ял вырăнĕнче хура вăрман кашланă. Кĕтỹ çỹретмелли, тырă акса илмелли лайăх вырăнсем те пулнă.
Вăхăт иртнĕçемĕн Хурăнвар Шăхаль, Çĕнĕ Шăхаль (Чăнлă Шăхаль) ялĕсем аталанса кайнă. Ваттисем каланă тăрăх, вĕсене пурне те Кахăрлă Шăхалĕнчен тата вăрман леш енчи ялсенчен куçса килекенсем пуçланă имĕш. Çавăнпа та Кахăрлă Шăхаль ялне Кивьял тенĕ.
Çĕр ĕлĕкрех хĕсĕк пулнă. Çавăнпа та Кивьял çывăхне, Пăхалă çырми Кахăрлă çырмине юхса кĕнĕ вырăнпа юнашар, масар валли çĕр уйăрнă пулнă. Малтанласа çак масара пилĕк ял виле пытарнă пулнă: Кивьял, Куршанкă, Хурăнвар, Анат Хурăнвар тата Çĕнĕ Шăхаль. Çак масара чăваш масарĕ тенĕ.
Ĕлĕк ял çыннисен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Вĕсем хура пỹртсенче пурăннă. Пỹрчĕсем пĕчĕккĕ, пĕр е икĕ чỹречеллĕ пулнă. Кĕленче пулман. Чỹречисене, выльăх пуссан, шăк хăмпи карнă. Пỹрт çивиттийĕсем улăмран е чĕренчерен (туратсăр йывăçа савăлпа тата пуртăпа çурса тунă хăма) пулнă. Урайсене те чăмăр йывăçран, çиелтен пуртăпа чутласа тикĕслесе, сарнă. Ĕлĕкхи вăхăтра пăчкă пулманнипе каскаламалли пур ĕçе те пуртăпа ĕçленĕ. Пỹртсенче пĕр пăта та, пĕр тимĕр татки те пулман. Нумай çуртра пỹрт урайĕ çĕр пулнă. Хура пỹртĕн кăмакине, ăшă пултăр тесе, тепĕр чухне чулран купаланă. Анчах çак кăмакасен мăрйисем пулман. Ăна ĕлĕкхи çынсем тума та пĕлмен. Кăмакине вара алăк уçса çунтарнă. Çав вăхăтра пĕчĕк ачисене ăшă япаласемпе чĕркесе вырттарнă. Тĕтĕмне пỹртрен часрах хăвалама алăка хирĕç стенана шăтарса тĕнĕ тунă. Мунчара та тĕнĕ пулнă.
Ялан сивĕ пулнипе пỹрчĕсем йĕпеннĕ. Çавăнпа йĕпе кăпшанкă, хĕрлĕ таракан, хăнкăла ĕрченĕ. Вĕсене пĕтерес тесе хĕллехи вăхăтра алăксене уçса хăварса çемйипех кỹрше каç выртма кайнă.
Ялта пурăнакан çемьесем пурте пĕрле ларса, пĕр чашăкран йывăç кашăксемпе çинĕ. Чашăкĕ йывăçран е тăмран хĕртсе туни пулнă.
Кĕпе-йĕм çума вутă е улăм кĕлĕнчен (вĕри шыва ярса) сĕлтĕ шывĕ тунă. Çак шывпа валашкара кĕвентепе кивсе çунă. Кашни килĕре икшер кĕвенте, валашкасем пулнă.
Пахча хыçĕнче е çырмара хура мунчасем ларнă. Пушартан хăраса, вĕсене кил хушшине лартман. Мунчан пĕр кĕтесĕнче чултан мăрьесĕр кăмака, тепĕр кĕтесĕнче çапăнма лапка пулнă. Кăмакапа юнашар лахханпа шыв, унтах йывăç алтăр тăнă. Шывне çăлран картлă кĕвентепе йăтнă. Пурнăç йывăррипе мунчана икĕ е виçĕ кил пĕрле лартнă, пĕрле хутса ăшăтнă _ вутта перекетленĕ. Шывне чул çинче хуранпа е пысăк чукунпа тата вучаха лартса ăшăтнă.
Мунча кĕрсе çăвăннă пулсан та, чăвашсем чир-чĕртен сывалса пĕтеймен. Ялти халăх çурри ытла куç чирĕпе _ трахомăпа _ асапланнă. Кăрчанкă тарăхтарнă.
Çĕре йывăç сухапа сухаласа йывăç сỹрепе сỹреленĕ. Пăтавккана тырă ярса ăна алăпа акса тепĕр хут сỹреленĕ. Куршанкă ялĕнче 1900 çулччен тимĕр плугсем пулман. Ăна пуянсем кăна илме пултарнă.
Вырнă тырра йĕтем çинче тăпачăпа çапнă. Ăна тăваттăн, улттăн, саккăрăн çапнă.
Ял хĕрарăмĕ ĕçрен пĕртте пушанайман. Вăл йăлтах сỹс-кантăрпа та пир-авăрпа чăлханса ларнă. Çуллахи вăхăтра унăн кантăр, йĕтĕн акса ỹстермелле пулнă. Ỹстернĕ кантăра шыва ярса 12-14 кун тытнă та кăларса типĕтнĕ. Сỹсне тылăпа тылласа шăмминчен уйăрнă. Ун хыççăн çак сỹсе килĕре кисĕппе тỹсе çемçетсе турахупланă, кĕрепенкĕпе якатса турашăл тунă. Вара тин кантăр сỹсĕ авăрлама юрăхлă пулнă. Хатĕр çиппе хутăрласа хунă. Çиппине çумалла, тепĕр чухне тата пĕветмелле те пулнă. Кун хыççăн ăна кункăчăланă та пир тĕртекен хатĕре пỹрте илсе кĕртсе вырнаçтарнă, тĕртме тытăннă. Тĕртнĕ пиртен тинех çемье валли кĕпе, шăлавар çĕленĕ.
Хĕрарăмсем çăм çиппинчен тĕртнĕ пире мунчара килле ярса кисĕппе тỹсе кĕççелентернĕ, шурринчен _ тăла чăлха, хуринчен _ сăхман, чаппан, шăлавар çĕленĕ. Арçынсем çав вăхăтра çăпата хуçнă, ут таврашĕ (лаша кỹлмелли хатĕрсем) юсанă, вĕрен явнă.
Уявсене чăвашсем сăрапа кĕтсе илнĕ. Ăна тума ыраш шỹтерсе типĕтнĕ, арманта е килти алă арманĕпе авăртнă та сăра туса 12 кăшăллă пичкене тултарса хунă.
Ĕлĕкхи вăхăтра сухаламалли çĕре 12 çулта пĕрре çемьери арçын шучĕпе валеçса панă. 1917 çулхи революци хыççăн тин çĕре çемьери кашни çын шучĕпе (хĕрсене те кĕртнĕ) едокпа (ятакпа) валеçнĕ. Улăх-çаранти тулăх çĕр çинче кантăр, йĕтĕн, вир акнă, çĕрулми лартнă. Çырмасен хĕрринчи лапăмсенче хăяр, купăста ỹстернĕ.
Ял çынни мĕн авалтан выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Нумайăшĕн лаша, ĕне, сурăхсем пулнă. Выльăхсăр, уйрăмах лашасăр, пурăнма йывăр пулнă. Мĕн ĕç пуçласан та лаша кирлĕ пулнă. Çуркунне каярах юлса килсен, выльăх апачĕ пĕтсе çитсен, хуралтă çине витнĕ улăма сỹсе антарса çитернĕ.
XIX-мĕш ĕмĕр вĕçнелле тĕрлĕ халăхсемпе чăвашсен хушшинчи çыхăнусем аталанма тытăннă. Вырăссем чăваш ялĕсене килсе çỹресе вырăнти халăха хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Савăт-сапа юсакансем, çĕвĕçсем, кăçатă йăвалакансем, тир туса пĕветекен ăстаçăсем таврари ялсенчен килсе чăвашсем пурнăçлама пултарайман ĕçсене туса пынă.
Шăланкка ялĕнчен Расых бабай тутар çĕвĕçĕ килсе çỹренĕ, кĕрĕксем, пĕрмеллĕ халатсем, чаппансем, тăлăпсем, сăхмансем, шăлаварсем ăста çĕленĕ.
Шамккайран Павăл ятлă ирçе кил-çуртри савăт-сапана çĕнĕрен туса е тỹрлетсе парас енĕпе ăста çын пулнă. Вăл витре тĕпне улăштарнă, тĕпленĕ, шыв курки ăсталанă е хăшне тăхлан шăратса сăмаварне сапласа панă.
Хĕллехи вăхăтра Пулмантăшран (Новые Чукалы) Микулай ятлă çын хăйĕн ачипе килĕрен киле çỹресе кăçатă йăваланă. Илемлĕ те çемçе çăматă, шĕлепке йăвалама ăста пулнă вăл.
Вăхăтран вăхăта тир туса сăрлакансем Сартункаран килсе çỹренĕ. Вĕсем тир хатĕрленĕ, пĕветсех панă.
И.ЧЕРНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Куршанкă Шăхаль ялĕ.