17 августа 2016 г.
ФИЗКУЛЬТУРНИКСЕН кунĕ районта кашни çулах анлă иртет. Кăçал та çынсем йышлă пулчĕç: спортсменсем те, курма килекенсем те.
Уяв, яланхи пекех, сывлăх гимнастикинчен пуçланчĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов сăмах илчĕ, уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ, спортсменсене ăнăçлă стартсем, ăнăçу сунчĕ. Вăл уяв ячĕпе районта спорта аталантарас енĕпе палăрнисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса хальхинче Н.Поликарпов, С.Хафизов, К.Кусаинов, Э.Концова, Л.Дмитриева тата ыттисем те тивĕçрĕç.
_ Спорт вăйлисемпе тĕрĕслĕхе юратать, _ терĕ Владимир Васильевич. _ Ан манăр: малтанхи вырăнсем виçшер çеç.
Уява килнисен ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн О.Мешковăн пулăшуçи Л.Ялина вара салам сăмахĕсене Шупашкартанах илсе çитернĕ.
Ăмăртусен программине чупакансем пуçларĕç. Яланхи пекех, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем районта самаях йышлă. 60 метрлă дистанцире шкул ачисем те, çитĕннисем те киленсех тупăшрĕç. Кунта, паллах, çамрăксем çивĕчрех, апла пулин те пенси çулне çывхаракансем те спортпа туслă пулнине çирĕплетрĕç. Сăмахран, 54 çулхи спорт ветеранĕ Е.Севрюгина (Шăмăршă ял тăрăхĕн специалисчĕ), пилĕк теçеткене çывхарса пыракан Л.Гадиева (Шăмăршăри тĕп больница) çăмăллăнах дистанцие парăнтарчĕç. «Мала тухасси мар, хамăра çамрăк туйни паха», _ савăнса пĕлтереççĕ вĕсем. Л.Гадиева медицина сестри хăйĕн Данис ывăлĕпе пĕр тан ăмăртни мĕне тăрать!
Хĕрсенчен чи хăвăрт чупакан ята Д.Харитонова çĕнсе илчĕ. Призерсем _ О.Сергеева тата К.Чебан пулчĕç. Пурте Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ.
Чупу эстафети те питĕ интереслĕ иртрĕ. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшсем Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн спортсменĕсем пулчĕç. Шăмăршă шкулĕн 2-мĕш команди виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ.
Спортсменсем хăвăрт чупас енĕпе тупăшнă вăхăтра кире пуканĕ йăтакансем помост çине тухма хатĕрленчĕç. Калас пулать: спортăн çак енĕ те районта вăй илсех пырать, хамăрăн чемпионсем те пур.
Ăмăртăва хутшăнас текенсем малтанласа самаях пулчĕç. Анчах хăшĕсем, пукансене çĕклесе пăхкаланă хыççăн, пăрăнса утрĕç:
_ Пирĕнтен тулли михĕсем йăтасси çăмăлрах, _ терĕç.
Тĕрлĕ ушкăнри категорире медальсемшĕн çивĕч кĕрешрĕç атлетсем. Кунта çакна палăртса хăвармаллах: Шăмăршă район уçă тата республикăри «Динамо» обществăн призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăва районти полици уйрăмĕ йĕркеленĕ.
Кăçал 15 çула çитичченхи çамрăксенчен Д.Павлов, А.Константинов тата А.Шайхаттаров çĕнтерчĕç.
Хĕрĕх çултан иртнисенчен малти вырăнсене К.Кусаинов, В.Шуряков (Шăмăршă ялĕ), В.Смаев (Васан) пайларĕç.
ВИР ушкăнра (предприятисемпе учрежденисен командисем) В.Яковлев, Ю.Ермолаев, В.Денисов (пурте _ Карапай Шăмăршăран) кире пуканĕ йăтакансенченчи вăйлисем пулчĕç. Х ĕ р а р ă м с е н ч е н вара çак енĕпе чи пултаруллисем _ Э.Концова («Туслăх» спорт комплексĕ), Н.Тимошкина (Пуянкасси ял тăрăхĕ), А.Егорова (Васан ял тăрăхĕ).
Хăйсен алă вăйне тĕрĕслесе пăхакансем те йышлăн пулчĕç. Армспорт енĕпе хĕрарăмсенчен Л.Гордеевапа ( р а й а д м и н и с т р а ц и ) М.Абсалямована (Шăмăршăри вăтам шкул), О.Ларшникована (Васан) çитекенсем пулмарĕç. Арçынсенчен чи вăйлисем _ Н.Сидоров (Карапай Шăмăршă), В.Антонов (райадминистраци) тата И.Ларшников (Шăмăршăри тĕп аптека).
Ăс-тăн вăййисем те _ шашка-шахмăтла выляса мала тухасси _ çивĕч иртрĕç. Районти чи вăйлă шашистсем _ Н.Поликарпов (ПНИ), А.Федоров (Карапай Шăмăршă), В.Ларионов (Шăмăршă). Шахматистсен тупăшăвĕнче вара В.Матвеев (Самар облаçĕ), Ш.Юсупов (Мускав), В.Евдокимов (Васан) палăрчĕç.
Вăл е ку командăран вĕрене туртса илесси те çăмăл мар. Ку тĕлĕшпе Васан, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн командисем ыттисенчен вăйлăрах пулни курăнчĕ.
Уяв, паллах, волейбол, футбол вăййисемсĕр те иртмерĕ.
Ку ăмăртусенче те чи вăйлисем палăрчĕç. Вĕсемпе тупăшма, чăнах та, йывăр. Кунпек чухне вăй патăр, темелли çеç юлать.
- Физкультурăпа спорт уявне тепĕр çул та чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, _ терĕç ăмăртусем вĕçленнĕ май спортсменсем. _ Ун чухне кăтартусем те пысăкрах пулĕç.