19 августа 2016 г.
ÇУЛЛАХИ каникул вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Шкул ỹсĕмĕнчи хăш-пĕр ача вĕренỹшĕн тунсăхлама та ĕлкĕрчĕ-тĕр. Пĕлỹ кунĕ тĕлне чылайăшне ашшĕ-амăшĕ шкула çỹреме хатĕр-хĕтĕр, çи-пуç, пушмак илсе панă та ĕнтĕ. Туянса ĕлкĕрейменнисем те пайтах иккен-ха. Çакна Шăмăршăри пасарта тỹрех асăрхама пулать. Ытти юнкунсенчен чылай уйрăлса тăрать халĕ суту-илỹ вырăнĕ. Ăçта пăхнă унта шкул форми, спорт костюмĕ, çурăм хыçне çакмалли сумкка, ача-пăча пушмакĕ, канцеляри таварĕсем... Шкула çỹреме кирлĕ хатĕре ытларах ачасем хăйсем суйлаççĕ, ашшĕ-амăшĕ вара сутуçăпа тавар хакĕ пирки калаçать, укçа тỹлет. Пĕр сутуçăран теприн патне куçнă май, аслисен кĕсйи самаях çỹхелет. Сахал мар япала туянма тивет шкул ачи валли, вĕсем вара йỹнĕ мар. Акă шкул сумкки кăна 400 – 1500, шкул форми _ хĕрачасен хăмăр кĕпипе шур саппунĕ _ 2000- 2200, арçын ачасен костюмĕ _ 1500 – 2500, спорт костюмĕ _ 1000 – 2000, шурă кĕпе (рубашка, блузка) _ 400-600, туфли е кроссовка _ 800 – 1500 тенкĕ тăраççĕ. Тетрачĕ, пеналĕ, дневникĕ, атлассемпе контур карттисем, рисовани тетрачĕ, дидактика материалĕсем, ручка-кăранташ, акварель сăрсем _ пурĕ пĕрле пин тенкĕрен кая мар. Унсăр пуçне тата шкул ачи парад тумне уявсенче кăна тăхăнать вĕт, кашни кун тăхăнма-улăш- тарма арçын ачасене тепĕр шăлавар, хĕрсене хăмăр саппун, юбка кирлĕ пулать.Тата шкул валли нумай вак-тĕ век туянаççĕ çемйипех пасара килнĕ çынсем.
Мĕн хака ларать-ши паян ачана шкула пуçтарма?
Çакăн пек ыйту патăм пасарта тĕл пулакансене. Акă мĕн хуравларĕ шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ.
Эльвира:
Манăн икĕ шкул ачи, пĕри 5-мĕш класа куçнă, кĕçĕнни пĕрремĕшне çỹреме пуçлать. Кашнинен шкул хатĕрĕсем туянма 10-шар пинрен кая мар укçа кирлĕ. Çу каçипе пĕчĕккĕн туянатпăр. Харăс 20 пин тупма йывăр. Паян та киле икĕ пакет тавар илсе каятпăр. Упăшкапа иксĕмĕр те ĕçлетпĕр. Шалу пысăк мар та, пуçтарса пынă ĕнтĕ.
Ирина:
Пирĕн те иккĕн шкула каяççĕ _ вăтам классене. Пĕлтĕр тăхăннă тумĕсем пачах та юрăхлă мар _ е çĕтĕлнĕ, е пĕчĕкленнĕ. Ỹсеççĕ вĕт! Лайăх пахалăхлă тум-тир илес тесен, кашнин валли 15-шер пин те тухса каять. Ачасене пĕр сезонрах ĕçлĕ хрен тухакан Китайра кăларнă япала илсе парас килмест _ ỹт-тир те сывламасть йунĕ тум-тирпе. Пултăр лайăххиех. Ашшĕ Мускава ĕçе çỹрет _ укçа-тенкĕпе хĕсĕк пурăнмастпăр.
Татьяна:
Манăн вара кăçал 3 шкул ачи, пурне те йăлтах çĕнĕ илсе памалла. Хам ĕçлеместĕп _ кил-хуçалăхра аппаланатăп. Выльăх йышлă усрани пулăшать, укçа-тенкĕ какай, сĕт сутса саплаштаратпăр. Йỹнереххине суйлатпăр ĕнтĕ, кашни ачана 7 пинпех шкула пуçтарма тăрăшатăп. Пурте ывăл ачасем те, тиркемеççĕ вĕсем.
Вера:
Халĕ ачана шкула кайма мĕн кăна кирлĕ мар-ши? Пирĕн иккĕн вĕренеççĕ: пĕри _ студент, тепри _ шкул ачи. Хамăн ĕç çук _ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ашшĕн те ĕçпе ăнсах каймасть. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ мăнукĕсене питĕ юратаççĕ, вĕренỹ çулĕ тĕлне кашни çулах укçа парса пулăшаççĕ. Тавах вĕсене!
Надежда:
Шкула çỹрекенни кĕçĕнни кăна. Вăл кăçал 11-мĕш класа каять. Ун валли шкул хатĕрĕсене хулара туянатпăр. Унта суйламалăх пур. Шкул хыççăн та усă куртăр тетпĕр-çке! Укçине хатĕрлесе хунă _ отпускшăн панă укçана веçех çавăншăн тытса тăратăп, шалуран та чĕпĕтсе хушса пыратăп. Мĕн кăмăлне кайнине илтĕр. Халь çитĕннĕ хĕр ĕнтĕ, тумĕ те чаплăраххи пултăр.
Пасарти çынсемпе Г.ИВАНОВА калаçнă.