23 августа 2016 г.
ТĂВАН ялăма кайсан хăнана чĕнчĕç. Чăвашсен авалхи йăлипе, мана чăн малтан сăра сĕнсе пачĕç. Холодильникре ларнăскер, сăри уçă та кăпăклă. Çапах та тем çитмен пек туйăнать.
_ Хăмласăр тунă сăра ку, лавккаран туяннă хутăшран хатĕрленĕскер, _ ăнлантарчĕ мана кил хуçи арăмĕ. _ Халĕ хăмла ỹстерме те пăрахрăмăр та, «мальтоза» текен япала янипех сăра пулать. Теприсем тата сахăра çунтарса шыв тĕсне улăштараççĕ. Те сăра темелле çак шĕвеке, те пăтранчăк шыв... Çамрăксем тиркемеççĕ, шăрăхра аванах ĕçĕнет. Сăра текен шĕвеке лĕрккенĕ хыççăн варвиттипе аптăракансем те тем чухлех. Мĕн тăвăн, чăн-чăн сăрана тума чăваш ялĕ манса та пырать пуль çав...
Ялтан таврăнсан та хăмла ыйтăвĕ темĕнччен пуçран каймарĕ. Эпир _ колхоз-совхоз саманинче çитĕннисем _ «Чăваш хăмли, чи хăватли, чапĕ кайрĕ инçене» юрра манман-ха. Хамăрăн Шăмăршă районĕнче те çак культурăна вун-вун гектар çитĕнтеретчĕç. Уйрăмах энтĕрьелсемпе асанкассисем, çĕнĕшăмăршăсемпе кивĕшăмăршăсем, васансем маттурччĕ.
Пĕр путишле (кулăшла) пулăм та аса килет.
Чĕрĕ хăмлана типĕтекен сушилка валли типĕ вутă кирлĕ пулнă та, пĕр харсăр хуçа кивĕ çил арманне сỹттерсе «ĕçе янă». Шутласассăн, кулас та килмест: аваллăхран юлнă палăксене упрама пĕлмен тăмсайсем пекех туятăп хамăра. Хирти хăмăла вут тивертсех Ярăслав арманне те тĕп турăмăр мар-и-ха. Арманпа пĕрлех ял историйĕ те кĕле çаврăнчĕ...
Ку – урăх калаçу, сăмахăма хăмла пирки пуçларăм пулсан калаçу ун çинченех пытăрччĕ.
Шăмăршă районĕ хăмла туса илессипе республикăра нихăçан та юлса пыман. Çакна «Шемуршинский» совхоза чылай çул ертсе пынă Михаил Захаров та, Асанкасси ялĕнчи ватă агроном Юрий Козлов та, Кивĕ Шăмăршăри хисеплĕ ĕç ветеранĕ Надежда Миронова та, ытти ветерансем те çирĕплетме пултараççĕ. Хăйсен ĕç вăйĕ çитменнипе, çак хуçалăхсене район центрĕнчен пырса та пулăшнă. Хăмла пахчисенчен пĕри те юхăнса çитменччĕ, сортсене те çĕнетсех тăнă. Тислĕк тăкса çĕре çемçетнĕ, çăвĕпех çумкурăкран тасатнă. «Гвардеец» совхозра (Васан ялĕ) хăмла типĕтекен комплекс тунине ăçтан манайăн-ха? Таçта аякри Чехословаки çĕршывĕнченех маçтăрсем килнĕччĕ вĕт кăткăс оборудование вырнаçтарма (сăмах май, çак механизмсем ун чухнехи хакпа та миллион тенкĕ ытла тăнă. Эх, мĕн калаçмалли миллионсем пирки, енчен те Шăмăршăри кирпĕч завочĕ валли тиесе килнĕ вĕр-çĕнĕ оборудование те вăрă-хурахла салатса пĕтертĕмĕр пулсан... Завочĕ района питех те кирли, çынсем валли ĕç вырăнĕ пулма пултарасси пирки нимĕн чухлĕ те шухăшламарăмăр çав. «Салатмалла, çĕмĕрмелле!» _ çак лозунгпа ĕçлесе район «чапне» çĕклерĕмĕр).
Çук паян районта хăмла отраслĕ. Çак техника культу- рине çитĕнтерме пĕлекенсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хăмла пахчисене сухаласа тырă акаççĕ пулсан лайăх-ха, хăш-пĕр çĕрте хыт-хура çеç ашкăрса ỹсни чуна ыраттарать.
«Иртни хăçан та пулин каялла таврăнатех», _ тетчĕ ман ватă асатте, анчах ăна ĕненесех те килместчĕ. Пурне те ватнă-çĕмĕрнĕ пулсан (выльăх-чĕрлĕх комплексĕсемпе промышленноç предприятийĕсене тĕпрен аркатнă пек) çĕннине тума вăй çитĕ-и?
«Хăмла ĕрчетекен отрасле чĕртсе тăратмаллах!» _ тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çак шухăша район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та çирĕплетет. Чăваш халăхĕ вун-вун çул хушши çĕршыва лайăх пахалăхлă хăмлапа тивĕçтернĕ, çак продукцие сутса сахал мар укçа тунă. Иртни каялла таврăнмаллах, хăмла ĕрчетме çанăсене тавăрсах пуçăнмалла.
Чăнах та, çерем çĕрсене уçнă чухнехи пек пурне те çĕнĕрен тума тивĕ. Çапах та манăн хамăрăн ĕçчен те харсăр çынсене ĕненес килет. Хальхи ертỹçĕсем çĕнĕлле шухăшлани, район экономикине тĕреклетмелли майсем шырани шанăç кỹрет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, çулпа çамрăк пулин те, Шăмăршă тăрăхне çĕр-аннене юратни çеç çĕклеме пултарассине лайăх ăнланать. Шăпах çавăнпах вăл унччен сухаланмасăр-акăнмасăр выртнă, вĕтлĕх вăрман кашлама пуçланă лаптăксене инвесторсен аллине парассишĕн тăрăшать, çитес çул çак çĕр çинче ылтăн тырă кашласа ỹсессе çирĕп ĕненет.
Хăмла пирки калас пулсан, çак культурăна çĕнĕрен ĕрчетме пуçлани районти вун-вун çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май парĕччĕ. Тăрăшсан, ăспа ĕçлесен манăçма пуçланă отрасле çĕнĕрен çĕклеме вăй çитмеллех. Патшалăх хăй тăрăшнă чух, укçа-тенкĕпе пулăшма шантарнă вăхăтра Шăмăршă районĕн мĕншĕн аяккине тăрса юлмалла-ха? Районта хастар фермерсем тупăнасса, хăмла ĕрчетме пуçласса çирĕп шанас килет.
Çак уйăхра Шупашкарта Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов пулнă, пирĕн республикăри хăмла çитĕнтерекенсемпе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă:
_ Пирĕн тĕллев, _ тенĕ Джамбулат Хатуов, _ вунă çулта хăмла отрасльне чĕртсе тăратасси çеç мар, Европа çĕршывĕсене экспортпа тухасси те. Чăваш Ен хăмла ĕрчетессипе Раççейре чăн лайăх ĕçлекен регион пулмалла. Раççей правительстви çак отрасле аталантармашкăн кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕ.
«Ши! кайрĕ, пи! кайрĕ, çỹле кайрĕ, маття турĕ», _ çакăн пек тупмалли юмах пур чăвашсен. Çук, картишĕнче какаласа çỹрекен чăпар чăх пирки мар вăл, тупсăмĕ те _ хăмла. Паянхи ачасем çак культурăна палласах та каймаççĕ пуль, вăл мĕн тума кирлине те пĕлмеççĕ. Хăмла вара сăра тунă çĕрте çеç мар, медицинăра та хаклă чĕртавар шутланать.
Медицинăра çеç-и? Хăмлари хăшпĕр япалапа космос карапĕсен топливине тунă çĕрте те усă кураççĕ иккен. Эпир пĕлменни тата тем чухлĕ пуль. Çаксем пурте хăмлана хисеплемеллине яр-уççăн çирĕплетеççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ