26 августа 2016 г.
РАЙОН администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев тин çеç Чукал тăрăхĕнчен таврăннă.
- «АгроТрасПорт» ООО кĕрхи тулă акать, _ пĕлтерчĕ Владимир Витальевич. _ Механизаторсем ĕçленине пăхсан чун савăнчĕ. Кунне 80 гектартан кая мар акаççĕ, минерал удобренийĕпе туллин усă кураççĕ. Инвесторсем çитес çул лайăх тухăç илессе шанас килет. «Скипетр» сорт çĕршывĕпех чапа тухнă, пирĕн районта та ăна ытларах аксан тырăсăр лармăпăр.
Владимир Витальевич кăçал районти хуçалăхсем 3 пин гектартан кая мар кĕр тыррисем акса хăварма палăртнине асăнчĕ. «Колоспа» «Исток» хăйсем кăна 250- шар гектар акасшăн. Çавăн пекех Андрей Юнкеров, Василий Павлов, Валерий Симурзин, Надежда Угарина, Олег Хлюкин тата ытти фермерсем те кĕр тыррисем валли кăçалхинчен пысăкрах лаптăк уйăрнă.
_ Тухăç савăнтарать, _ тенĕччĕ иртнинче Хĕрлĕ Васан паççулккине кайсан Василий Павлов фермер. _ Гектартан 30 центнера яхăнах пуçтарса кĕртрĕм. Паллах, минерал удобренийĕсĕр кĕлет тулли пулаймĕ. Кĕрхи тулă сортне те çĕнетмелле.
Районта ыраш хисепре марри _ çак культурăна «Шанспа» «Карлинская» хуçалăхсем çеç 50-шар гектар акса туни _ шухăша ярать. Ĕлĕкрех пĕр хуçалăх та 100- 150 гектартан кая акмастчĕ вĕт-ха. Тухăçĕ те пысăкчĕ. «Восход», «Искра», Киров ячĕллĕ колхозсем гектартан 30центнер ытла ыраш пуçтарса илнине манман.
«Хура çăкăр çиекен хур курман, _ чунне уçса калаçатчĕ «Восход» колхоз председателĕ Михаил Ухваркин. _ Пĕр кĕлет ыраш пур-ха, теприне те хуратпăр. Патшалăха сутма та, халăха валеçме те, выльăх-чĕрлĕх валли те ытлашшипех çитет.
Ун чух пĕр хуçалăх та çĕнĕ тухăçран хатĕрленĕ вăрлăх акман, куçăмлă фонд пулнă. Çавăнпах вăрлăх шăтаслăхĕ те пысăкчĕ, вăхăтра тĕмленсе юлнипе хĕллехи сивĕре те калча шăнман. Технологие çирĕп пăхăнса ĕçленĕ.
Юлашки çулсенче ялхуçалăхне çуллахи типĕ çанталăк нумай хĕн кăтартрĕ. Кĕр тыррисем вара хуть те хăш çул та начар çитĕнмерĕç. Çурхи нỹрĕкпе вăй илнĕ калча вăйлă шăрăха та тỹссе ирттерчĕ.
Удобренисĕр пысăк тухăç илеймĕн _ çакна çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать. Шел те, укçа-тенкĕ çуккипе «çĕр çăкăрне» туянакансем нумай мар. Акă, «Восход» СХПКра кăçал кĕрхи тулă тухăçĕ, кỹршĕри «Колосăннипе» танлаштарсан, чылай пĕчĕкрех. «Карлинская» тата «Шанс» хуçалăхсенче те ыраш удобренисĕрех çитĕнчĕ. Кун пек чухне гектартан 100 пăт тырă илейни те савăнăç.
Çĕнĕ тухăçран хатĕрленĕ вăрлăха уçă йĕтемре вырттармаллине, ĕлкĕрсе çитиччен кĕтмеллине те (нỹрĕк хисепĕ 14 процентран ытла пулмалла мар) шута илместпĕр. Кондицие ларман вăрлăхпа усă курни те тĕл пулать. Имçамласа акманнипе кĕр тыррисем тĕрлĕ инфекципе сиенленеççĕ.
Ç у н т а р м а л л и - с ĕ р м е л л и материалсен ыйтăвĕ те хресчен пуçне хытă ыраттарать. Олег Хлюкин Канашри элеватора, Надежда Угарина Чăваш Республикинчи Апат-çимĕç фондне тырă сутса топливо туяннă. Ыттисем те тĕрлĕ май шыраççĕ, никам та патшалăх пулăшасса кĕтсе лармасть.
Тырă хакĕ пирки калас пулсан, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви 1 килограмм тулла 8 тенкĕпе, урпана 7 тенкĕпе сутма сĕннĕ. Пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем те халăха çак хакпа сутсан аван пулĕччĕ.
Юлашки вăйлă çумăр хыççăн тăпра нỹрĕкпе аванах пуянланчĕ, халĕ пĕр тăхтаса тăмасăр хире ака агрегачĕсене илсе тухмалла. Кĕракинче 76 трактор, 48 культиватор, 32 сеялка, вăрлăх турттарса тăракан 12 автомашина ĕçлĕ. Механизаторсем çителĕклĕ, тивĕçлĕ канăва кайнисене те акана хутшăнма чĕнсе илнĕ.
Кĕракине ăнăçлă ирттерни, мĕн палăртнине туллин пурнăçлани çитес çуркунне çăмăллăх кỹрĕ. Апла пулсан, кая юлас марччĕ, чи лайăх вăхăтра лайăх пахалăхпа акса пулас тухăç никĕсне хывса хăварар. Ив.САЛАНДАЕВ.