26 августа 2016 г.
...РЕДАКЦИЕ çитмĕлелле çывхарса пыракан хĕрарăм килчĕ. _ Чăхсем усратăп та, тырă туянасшăн. Хаçатра пĕлтерỹ-таврашĕ пичетленмен-ши? - терĕ вăл ывăннă сасăпа.
Шел, тырă сутасси çинчен пĕр пĕлтерỹ те тупаймарăм. Кам патне каймаллине те калаймарăм. Паллакан фермерсем пур-ха, анчах вĕсем те тырă сутасси пирки калаçнине илтмен.
Район центрĕнче те, ялсенче те ватă çынсем вăй çитнĕ таран чăх-чĕппе хур-кăвакал усрама тăрăшаççĕ, качака е ытти выльăх тытакансем те пур. Анчах чăхпа кăвакала та, качакана та çитермелле вĕт-ха. Тырă пурне те кирлĕ. Лавккара е пасарта сутсан темех марччĕ, пĕчĕк урапапа туртса та киле илсе çитерме пулать. Çук вĕт, сутмаççĕ. Комбикормне сĕнеççĕ-ха, анчах çурри _ хывăх, çурри _ курăк çăнăхĕ. Чăн-чăн тыррăн çывăхне те пыраймасть. Паллах, усси те нумай мар. Хакĕ вара тырă хакĕнчен те пысăкрах.
Килти хуçалăха аталантарасси, ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп, хур-кăвакал усрама пулăшасси çинчен нумай калаçатпăр. Çак кунсенче кăна-ха Правительство ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ялти ватăсене юрăхлă хакпа тырă туянма пулăшмалли çинчен хытарсах каланă.
Камăн пулăшмалла-ха? Чăн малтан, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсен. Вĕсен ялхуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе тата фермерсемпе тĕл пулса калаçмалла, кам мĕн чухлĕ тата мĕн хакпа тырă сутма пултарасси пирки тĕплĕн пĕлмелле. Тен, хăйсен транспорчĕпех леçсе парĕç тыррине. Хак хунă чух çын пек пуласчĕ, такама мар вĕт, тăван ял халăхне сутатпăр.
Организаци е учреждени ертỹçисен те хăйсем патĕнче ĕçлекенсене выльăх апачĕпе тивĕçтерме тăрăшасчĕ. Вĕсен ку тĕлĕшпе майсем ытларах, тăван коллектившăн тăрăшни хастар ĕçпе таврăнĕ.
Вунă çул каяллах эпĕ район хаçатĕнче Шăмăршăра «Фермер» ятлă лавкка уçма сĕнсе статья пичетленĕччĕ. Çак лавккара фермер хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсене сутма пулĕччĕ. Шел, манăн сĕнĕве «çỹлтисем» ырламарĕç, çулталăкра пĕрре ялхуçалăх ярмăркки ирттернипех çырлахас терĕç. Çак ярмăркка мĕнле иртнине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр: чеереххисем тырă е утă-улăма курттăмăн туянасси пирки сутакансемпе малтанах калаçса хураççĕ те, ыттисем валли нимĕн те юлмасть. Ирĕксĕрех пушă михĕ йăтса пасара _ комбикорм текен ăнланмалла мар хутăша туянма _ утатăн. Мĕн тăвăн, чăх-чĕппе хур-кăвакала тăрантармалла вĕт, качака та кунне пĕрре те пулин çăнăхпа çăралатнă ăшă шыв ĕçтермесен сĕтне антарасшăнах мар.
Лайăх тĕслĕх те çук мар-ха районта. Акă, Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер ял çыннисенчен заявка йышăнать те, тыррине хăйĕн автомашинипе килнех леçсе парать. Ваттисем уйрăмах кăмăллă çакăнпа: пĕр хуйхăсăр-нушасăрах тырăллă пулатăн. Районти ытти фермерсен мĕншĕн çапла тăвас мар-ха? Тырă сутатăн _ чĕрĕ укçа кĕрет, халăх та сана тав сăмахĕ çеç калать.
Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер çулленех октябрĕн 1-мĕшĕнче ялти ватăсене тỹлевсĕрех пĕрер центнер тырă валеçсе пани те _ мухтамалли ĕç. Чăх-чĕп усрама та аванах пулăшу.
Кăçал пур çĕрте те тырă аван çитĕнчĕ, хирти пуянлăха тирпейлĕ пуçтарса кĕртрĕç. Эппин, сутса укçа тума тăрăшмалла. Тырă хамăр районтах юлсан килти хуçалăхсене аталантарма май парĕччĕ. «Пул-ха, Куçук, ырă _ сутсам кăштах тырă», _ тесе тархасласа çỹренине тĕл пулас марччĕ. Ив.САЛАНДАЕВ.