Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнать кунта ача-пăча…

26 августа 2016 г.

Савăнать кунта ача-пăча…

ЯЛ пуласлăхĕ - çамрăксенче.  Урамра ача-пăча шуйхашни, хаваслă вăйăсем выляни епле ан савăнтартăр-ха чуна?

Çакна Ярăславра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Тверь облаçĕнчи Калязин районне ертсе пыракан Константин Ильин лайăх ăнланать. Константин Геннадьевич укçа-тенкĕ парса пулăшнипе, Ярăслав ялĕнче ача-пăча вылямалли площадка туса лартнă.

Çак пархатарлă ĕçе ылтăн алăллă çын _ Васан ял тăрăхĕн депутачĕ, Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн водителĕ Петр Краснов чун савăнмаллăх тунă. Паллах, ăна ял çыннисем те пулăшрĕç.

Спортпа вăйă комплексĕ яла илемлетет çеç мар, ача-пăчапа çамрăксене те хăй патне магнит пек туртать. Таканккипе сикеççĕ, «ту» çинчен ярăнса анаççĕ, футболла е волейболла выляса савăнаççĕ...

Тăрăшсан, тăван ялăн чăн-чăн патриочĕсене шыраса тупсан районти кашни ял тăрăхĕнчех ача-пăча площадкисем тума пулать. Çапла мар-и-ха, тăванăмăрсем? Ял тăрăхĕнче ырă ĕçсем тата та пулĕç-ха. Ку тĕлĕшпе пире укçа-тенкĕллĕ ентешсем пулăшса пырасса шанатпăр.

Ю.ИЛЬИН, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика