26 августа 2016 г.
КИЛĔРЕН спутник-турилкке лартса çĕр-çĕр телеканал пăхаççĕ халĕ çынсем. Хĕрарăмсем уйрăмах экстрасенссемпе, тĕшмĕшпе çыхăннă кăларăмсене пăхма кăмăллаççĕ. Çур çул каялла пĕр пĕлĕшĕм те унти юмăçсемпе калаçса чутах укçа çухатман.
Упăшкана каламасăр кредит илмелле
«Эсĕ упăшкасăр тăрса юлатăн, вăл урăххи патне тухса кайĕ. Ачăрсем çитĕнĕç те килтен саланĕç. Пĕчченлĕх кĕтет сана», _ тенине илтнĕ хыççăн пĕлĕшĕм куççульпех йĕнĕ. Тухатланине сирмешкĕн лешсем 35 пин тенкĕ куçарма ыйтнă. Ниçта та ĕçлемен хĕрарăмăн ун чухлĕ укçа ăçтан тупас-ха? «Кредит илĕр, упăшкăра ан пĕлтерĕр тульккăш. Ăна тухатламан, сирĕн аура _ хуп-хурах. Пĕр сеанспах ирттеретпĕр», _ ỹкĕтленĕ экстрасенс. Пĕлĕшĕм ăна пĕр пус та куçарса пама шухăшламан: «Упăшка пăрахса каять-тĕк _ кайтăр, шăпаран иртме çук», _ тенĕ çеç вăл. Ун патне пĕр уйăха яхăн шăнкăравласа тарăхтарнă. Номере «хура списока» лартсан кăна хăпнă вĕсенчен.
Муркаш районĕнчи М. та телевизорти энерготерапевт пулăшăвĕпе усă курма тĕв тытнă. Вăлтана пĕр-пĕр айванкка çакланасса кĕтсе ларакансем 33-ри хĕрарăмăн шанăçне çийĕнчех кĕнĕ, пурнăçне йĕркелеме шантарнă. Пулăшушăн укçа куçарса пар, ниçта та ан çỹре _ экстрасенс хăйĕн ĕçне дистанци мелĕпех пурнăçлать. Анчах пĕр сеанспа ыйту татăлмасть-мĕн. Клиенткăна çемйине, хăйне хỹтĕлекен талисман туянма тата темиçе сеанс ирттерме сĕннĕ. Çапла майпа пĕлтĕрхи апрель-октябрь уйăхĕсенче телефонпа калаçсах аферистсем М.-ран 663 пин тенкĕ тăпăлтарнă. Ку фактпа халĕ оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттереççĕ. Çак информаци ЧР ШĔМĕн официаллă сайтĕнче пур.
Çынсем парне кĕтеççĕ
ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра ултавçăсен аллине çакланса Интернет, телефон, банк картти урлă укçа куçарса панă 1152 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакнашкал преступленисен хисепĕ ỹсни çĕнĕ технологисем, Интернет аталаннипе çыхăннă. Вĕсем пулăшнипе куçа-куçăн тĕл пулмасăрах нумай ĕç тума пулать-çке. Тата çынсем хăвăртрах тупăш курасшăн е тỹлевсĕр пулăшу, парне кĕтеççĕ.
«Пирĕн республикăна Раççейри мĕн пур регионтан ултавçăсем тапăнаççĕ, _ нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире лару-тăрăва уçăмлатнă ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ П.Чесанов. Ун чухне шăпах ултавçăсен çĕнĕ меслечĕсем çинчен калаçнă. _ Кăнтăр енчи регионсем курьер пулăшăвĕпе усă кураççĕ: телефонпа апат-çимĕç, алкоголь шĕвекĕ е организаци валли чечек саккас параççĕ, укçана банк картти çине куçарма шантараççĕ. Кайран, курьерăн реквизичĕсене пĕлнĕ хыççăн, унти мĕнпур укçана сăптăраççĕ. Мускав, Санкт-Петербург хулисенчи, Тутарстанри ултавçăсем суту-илỹ е пулăшу сайчĕпе илĕртсе халăха шахвăртаççĕ. Пирĕн оперативниксем Челябинскра пурăнакан 23-ри йĕкĕте тытса чарнă: çакна тума çынсен тимлĕхĕ пулăшнă. Ултавçă хăйĕнпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарса 300-е яхăн çын патне шăнкăравланă, банк карттин реквизичĕсене ыйтнă. Телее, ăна никам те нимĕн те пĕлтермен».
Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ: айвансене урамра та, Интернетра та, телекуравра та ... шыраççĕ. Асăрханулăх пирки пĕр самант та ан манăр!