30 августа 2016 г.
ШКУЛСЕМ, тĕпрен илсен, çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕр те ĕнтĕ. Педагогсем те, икĕ уйăха яхăн каннă хыççăн, каллех шкул çулĕпе утаççĕ _ ĕç вырăнне тирпей-илем кỹреççĕ, вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ, ĕç программисене çирĕплетме хатĕрлеççĕ.
Ĕçлекен учительсемшĕн сентябрĕн 1-мĕш кунĕ _ савăнăçлă туйăм та, пĕрлех яваплă тивĕçе çĕнĕрен пуçăнни те. Çапла тепĕр июнь уйăхĕчченех вĕрентекен шăнкăравпа пурăнма тытăнать. Мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ ăна урокран урока ачасен ăс-тăнне, тавракурăмне, пултарулăхне аталантарса пыма! Ахальтен мар Г.Волков академик учителе вĕрентỹри тĕп сăнар тесе хакланă. Вĕренекенсем те ăна пысăк хисепе хураççĕ. Шкул ачисем, уйрăмах пуçламăш класа çỹрекенсем, пур енĕпе те учитель пек пулма тăрăшаççĕ, унăн кашни сăмахне асра тытаççĕ. Ỹссе çитсен те учитель сăнарĕ тухмасть вĕсен асĕнчен, яланах ырă ĕçсем тума хавхалантарса тăрать...
Тĕрлĕ сферăра ĕçлесе курнă хыççăн, тĕлĕнетĕп: учитель кăна ачан кашни пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн чун-чĕререн савăнать, ăна ырласа тата та тăрăшуллăрах пулма хистет. Çыру ĕçĕшĕн «2» паллă илнĕ ачана та хурланма памасть вăл (пурин те пĕр пек аталану пыраймасть вĕт!): «Хальхинче санăн, иртнĕ ĕçпе танлаштарсан, 2 йăнăш сахалтарах. Маттур! Тăрăшсан «3» паллă та часах илме тытăнатăн акă». Епле тăрăшмăн çак сăмахсем хыççăн _ учитель шанать-çке!
Педагогăн, чăн та, ачана тĕрĕс çул-йĕрпе илсе пымалли майсем нумай. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕ, çынра лайăх енсем курма пĕлни, йăнăшсем çинчен асăрхануллă (хăйне илтмелле çеç!) калама пĕлни, кашни пĕчĕк çитĕнĕве асăрхаса хавхалантарма пĕлни тата ытти те. Ахальтен-и аслă классенче вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри чĕре тĕпĕнче усракан вăрттăнлăхне те чăн малтан класс ертỹçине уçса парать. Класс руководителĕсем вара хăйсен ачисемпе пĕр танах кураççĕ вĕсене, яланлăхах пĕтĕм чунĕпе çывăхланаççĕ.
Йывăр пулсан та пархатарлă ĕç вăл _ пĕчĕк çынна пурнăç çулĕ çине кăларасси. Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнма та шкулта хăнăхаççĕ, пулăшса пыма та кунтах вĕренеççĕ. Шкул хăй вăл пĕр питĕ пысăк ушкăн, унта кашнийĕн хăйĕн вырăнĕ, тивĕçĕ. Педагогсем вара хăйсене ытлашши палăртмасăр, пĕлсе («Эпир пĕчĕк ача-им, мĕн вĕрентетĕр пире ялан!») вăхăтра усăллă канашсем парса пулăшса тăраççĕ.
Учитель кăна тăван мар ачасене _ шкулта вĕренекенсене _ хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех пама ăнтăлать, урок валли кирлĕ материал шыраса вăхăтне шеллемест, ăна интереслĕ ирттерессишĕн пуçне ватать. Вĕренỹ çулĕ вĕçленичченех шыравра вăл. Çулла та выпускниксен шăпишĕн канăçсăрланать, хăйĕн предмечĕсемпе вĕренме кĕме баллсем çитеймесрен пăшăрханать.
Тата И.Я.Яковлевăн сăмахĕсем аса килеççĕ: «Талантсене çỹлерен çỹле çĕклесе пырăр, кайран вĕсем сире хăпартса пырĕç». Çак сăмахсене учительсем чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Пултаруллă ачасене аталантарса çул уçса парасси _ вĕсемшĕн таса тивĕç. Педагогикăра кăна çак принцип ĕçленине асăрхама пулать _ вĕренекенсем вĕрентекенрен лайăхрах, ăслăрах пулмалла. Паллах, кĕвĕçỹ-ăмсану тавраш пулма та пултараймасть вĕрентỹ ĕçĕнче!
... Учитель, çĕнĕ вĕренỹ çулне ăнăçлă пуçлама ырлăх-сывлăх пултăр сана!
Г.ИВАНОВА, Раççей Федерацийĕн Журналистсен пĕрлешĕвĕн членĕ.