Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи…»

30 августа 2016 г.

ÇАК ваттисен сăмахне пĕр кĕнекене те кĕртмен. Апла пулин те вăл халăхра анлă сарăлнă. Пире те ватă асатте шỹтлесе çапла калатчĕ: «Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи _ ĕçлемесен ... хăвăнне çи».

 Пурнăçа ĕç тытса пынине, тар тăкса ĕçлемесĕр ырлăх-пурлăх тума май çуккине мĕн пĕчĕкрен ăнланса ỹснĕ эпир. Килте атте-аннене пулăшнă, çу кунĕсенче колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă. Ял ачине çуралсанах куршанак çыпăçать тетчĕç те, хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче урамра йытă хăваласа çỹрекенсем пулман. Аслисен ĕçне пăхса лаша кỹлме вĕреннĕ, çиччĕмĕш-саккăрмĕш классене çỹренĕ чух сухапуç тытма та хăнăхнă. Хĕрачасем çĕвĕ çĕлеме, тĕрлеме, саплăк саплама, чăлха çыхма пĕлнĕ, апат-çимĕç хатĕрлесси пирки каламастăп та. Ĕçлеме вĕреннипе, атте-аннене пулăшнипе никам та ывăнса ỹкмен, вĕренни çынна пурнăç тăрăшшĕ пех кирлĕ пулассине чунпа ăнланнă. Шкулта учительсем те çакнах çирĕплететчĕç: «Ĕç çынна _ çĕклет, ỹркев _ ỹкерет. Ĕçчен ача çитĕнсе çитсен чăн-чăн çын пулать, кахал ачаран пархатар кĕтме çук».

 Шел, самана тытăмĕ улшăннă май ачасене ĕçе юратма вĕрентес туртăм вăйĕ те нумай хавшарĕ. Килте те, шкулта та вĕсене ĕç хушма пăрахрăмăр, тата çĕршыври Вĕрентỹ министерстви те: «Ачасене ĕçлет- терме юрамасть!» _ тесе хытах каларĕ. Çавна пулах учительсем те аптăраса ỹкрĕç: çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентмесен çак ăру çĕршывшăн усăллă пулĕ-и? «Ташлакан-юрлакан» шкулсем пулни аван-ха, анчах унччен йĕркеллех ĕçленĕ производство бригадисене салатса яни, сăнав лаптăкĕсене техничкăсем çумласа-шăварса тăни камшăн лайăх?

 Ялта кадрсем çитменни ытларах та ытларах палăрма тытăнчĕ, районти пĕр пысăк хуçалăх уй-хирĕнче кăçал та ют çĕршывран килнĕ механизаторсем вăй хураççĕ. Шкул пĕтернисем тракторист е повар пулма, ялта кирлĕ ытти профессие илме тăрăшмаççĕ. Вĕренỹ заведенийĕсем кỹршĕрех пулсан та _ Патăрьелĕнче те, Тутарстанри Çĕпрелте те аграри техникумĕсем ĕçлеççĕ, общежитие вырнаçтараççĕ тата тỹлевсĕрех апатлантараççĕ _ паянхи куна пирĕн районтан икĕ хĕрача çеç повара вĕренме кăмăл тунă.

Çак кунсенче çĕршыври Вĕрентỹпе наука министерствине çĕнĕ çын ертсе пыма пуçлани, Ольга Васильева министр журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире вĕренекенсене ĕç воспитанийĕ парасси паянхи шкулĕн приоритетлă çул-йĕрĕ пулмалли çинчен калани лару-тăру ырă енне улшăнасса шанма хистет. Вĕренỹ ĕçĕпе обществăшăн усăллă ĕç воспитанире тĕп вырăн йышăнмалла. Шкул мастерскойĕсемпе шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсем малашне ача-пăча сассипе кĕрлесе тăрĕç. Вĕренекенсем вăй çитнĕ таран ялхуçалăх ĕçне те хутшăнĕç, хăйсен аллипе укçа ĕçлесе тума пултарĕç.

Учченхи тепĕр ырă йăлана _ районти шкулсем çумĕнчи хуçалăхсенче кролик ĕрчетессине _ каялла тавăрасчĕ. Çак илемлĕ чĕрчуна ачасем юратса пăхатчĕç, апатне те хăйсемех хатĕрлетчĕç. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула Анатолий Петров ертсе пынă чухне кроликсен йышне виççĕр пуçа та çитернĕччĕ. Шкул столовăйне йỹнĕ те усăллă какайпа тивĕçтеретчĕç. Витаминсемпе тата минерал хутăшĕсен виçипе кролик ашĕ ыттисенчен чылай пуянрах вĕт-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна спортсменсен, летчиксен тата водолазсен апат рационне кĕртеççĕ. Ачасен организмне те вăл çăмăл ирĕлекен белокпа туллин тивĕçтерет, пуç мимине лайăхрах ĕçлеттерме пулăшать. 

Кролик ĕрчетме кашни шкулах пултарать, ертỹçĕсем тăрăшни çеç кирлĕ.

Тутарстанра шкулсем çумĕнче ĕне е вăкăр усранинчен никам та тĕлĕнмест, хăшпĕр çĕрте лаша та тытаççĕ. Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел шкулĕн пысăках мар утар та пур. Ачасене ял ĕçне вĕрентекен педагогсене мухтас килет. Вĕсем: «Ачасене ĕçлеттерме юрамасть», _ тесе хытарсах каланине пĕр хăлхана чикнĕ те, тепринчен кăларса янă; шавламасăр-мухтанмасăр чăн-чăн хресченсем хатĕрлеççĕ. Тутар- станра механизатор е выльăх-чĕрлĕх пăхакан çитмест тенине илтмен, ватăлнипе пенсие тухакансене улăштарма çамрăксем çителĕклĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак республикăра ялхуçалăхĕ те ăнăçлă аталанать, эпир кивелсе çитнĕ «Нивăсемпе нушалана-нушалана тырпул пухса кĕртни çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Вĕсене хăваласа çитме миçе вунă çул кирлĕ пулĕ-ши пире?

МĔНПУР ăнăçлăха кадрсем татса параççĕ. Кадрсене вара шкул сакки çинченех çитĕнтермелле, ашшĕ-амăшĕпе учительсен пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Шăпах çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм та эпĕ Раççей вĕрентỹпе наука министрĕн Ольга Васильеван сăмахне итленĕ хыççăн. Мускавра ырă ĕç тума хушни пирĕн пата тепĕр икĕ-виçĕ çултан кăна çитесси çеç хăратать. Тутарсенчен тĕслĕх илесчĕ те...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика