05 сентября 2016 г.
РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри кашни района çитсе, вырăнти лару-тăрăва хăйĕн куçĕпе курса тĕрĕс пĕлме тăрăшнине, çынсемпе чуна уçса калаçнине халăх ырласа йышăнать. Акă, юнкун вăл ĕçлĕ çулçỹревпе пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче пулчĕ.
Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа пĕрле чăн малтан «РЭМИСС» ОООна çитсе курчĕç. Çак предприяти автомобиль çулĕсемпе кĕперсем валли тимĕр-бетон изделийĕ- сем туса хатĕрлет. Производствăпа строительство бази çулран çул аталансах пырать. «РЭМИСС» ООО генеральнăй директорĕ Минхайдяр Юсупов каланă тăрăх, предприяти çулсене, кĕперсене тата трубопроводсене юсама 12 тĕрлĕ продукци туса кăларать. Çулталăкри ĕç калăпăшĕ 1 миллиард та 600 миллион тенкĕпе танлашать. 2016 çулта патшалăхăн 165,9 миллион тенкĕлĕх 6 контрактне йĕркеленĕ.
Михаил Игнатьев миллиард тенкĕлĕх ĕç тăвакан предприяти район бюджетне пуянлатас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çĕршыври çĕнĕ технологисене шута илсе производствăна ата- лантарса пыма сĕнỹ пачĕ. «Чулхула _ Шупашкар _ Хусан» трассăна анлăлатма йышăнни заказсен калăпăшне те ỹстермелле. Строительствăн анлă рынокĕнче конкуренци пур пулин те, пĕр тикĕс ĕçлесе пымалла.
Михаил Игнатьев район пуçлăхĕпе Менир Хамдеевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа куçа-куçăн ларса хальхи лару-тăрупа тата малашлăх планĕсемпе интересленнĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче ял хуçалăхĕпе муниципалитет аталанăвĕ, бюджетăн тупăш пайне тултармалли майсем, район экономикине инвестицие ытларах явăçтарасси пирки калаçнă.
Шăмăршăри Культура Керменĕнче Михаил Игнатьев район активĕпе анлă канашлу ирттерчĕ, унта район экономикипесоциаллă пурнăçĕ кăçал мĕнле аталанса пынине уççăн сỹтсе яврĕç, малашлăх валли тĕллевсем палăртрĕç.
Республика Пуçлăхĕ малтанах ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан хисеплĕ çынсене _ районти тĕп больница тухтăрне Нина Ильинана тата Василий Павлов фермера _ Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехет парнелесе чысларĕ.
Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕ экономикăн тĕрлĕ енĕнче ăнăçлă аталанса пынине, çав вăхăтрах çивĕч ыйтусем те пуррине асăнчĕ. Вĕсене пĕрлехи вăйпа татса пама чĕнсе каларĕ.
Уйрăмах вăл çанталăкăн кăткăс условийĕсене пăхмасăр лайăх тырпул çитĕнтернĕ çĕр ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ.
«Ял _ ман юратăвăм, çутă ĕмĕтĕм, çав вăхăтрах пăшăрханăвăм та, - терĕ Михаил Васильевич. _ Ялта пурте йĕркеллĕ пулсан республика та, çĕршыв та малалла аталанаççĕ. Мĕн пăшăрхантарать сире, ĕçри çитменлĕхсене мĕнле пĕтермелле _ пурне те паян уçă калаçăва хутшăнма сĕнетĕп».
Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов отчетлă доклад туса пачĕ. Владимир Васильевич Шăмăршă районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне тупăш енĕпе 116,5 миллион тенкĕ (çулталăкри планăн 45 проц.) пурнăçланнине, хамăрăн тупăшсем 22,7 миллион тенкĕ (101 проц.) пуçтарăннине палăртрĕ.
Районта 59,96 миллион тенкĕлĕх 8 инвестици проекчĕ пурнăçланать, çакă çынсене 47 çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕ.К ă ç а л х и п ĕ р р е м ĕ ш çур çулта районти ялхуçалăхне аталантарма патшалăх 22,5 миллион тенкĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 117 проц.) укçа парса пулăшнă.
Йывăрлăхсем пур пулин те, районта пурăнмалли çурт-йĕр тата çул тумалли программăсем пурнăçланса пыраççĕ.
Район уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттернĕ, пурĕ 23372 тонна е пĕлтĕрхинчен 166 процент нумайрах тырă пуçтарса кĕртнĕ.
Докладчик сăмахĕ çумне хутшăнса, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕр тыррисен лаптăкне ỹстермеллине, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн ытларах тăрăшмаллине палăртрĕ.
«Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ỹстерсе пымалла, _ терĕ Михаил Васильевич. _ Сирĕн выльăх апачĕ хатĕрлемелли майсем нумай, витесем çурма пушă пулнипе килĕшсе тăмалла мар. Ял çыннисене те ĕне выльăх усрама хавхалантармалла».
Михаил Игнатьев çавăн пекех муниципал укçи-тенкипе тĕллевлĕ те ăслă усă курмаллине, район хăйĕн вăйĕпе пуçтаракан тупăша ỹстерсе пырассишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ.
Доклада сỹтсе явма хутшăннисем те _ Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова, экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Николаева, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников, ялхуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата ыттисем _ район экономикипе социаллă аталанăвне лайăхлатма кирлĕ сĕнỹсем пачĕç.
Михаил Резников, сăмахран, кăçал Шăмăршă районĕнчи çулсене тĕпрен юсама Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 44,6 миллион тенкĕ уйăрни çинчен каларĕ. Алена Аршинова депутат «Единая Россия» парти проекчĕсем _ шкулсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсасси, ача сачĕсем уçасси – районта ăнăçлă пурнăçланнине ырларĕ.
Михаил Игнатьев пурне те уçă калаçăва хутшăнма чĕннĕрен пулĕ, вырăнтан ыйту паракан та чылай пулчĕ. Район çыннисене çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе çирĕплетесси, Интернет çыхăнăвне лайăхлатасси, Чăваш наци телевиденийĕн передачисене пирĕн патăрта та курмалла тăвасси, ял урамĕсене асфальт сарасси тата ытти те хумхантарать. Михаил Васильевич кашни ыйтăвах шута илме, республикăри тата вырăнти тивĕçлĕ органсемпе пĕрле май пур таран пулăшма шантарчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Шăмăршă районĕ йĕркеллĕ аталанса пынине, муниципалитет потенциалне ỹстермелли тĕп май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшакан предпринимательсене пулăшса пырасси пулнине палăртсах каларĕ.
«Эпир тĕп çул-йĕре палăртрăмăр. Пирĕн тĕллев _ регионти тăнăç лару-тăрăва упраса хăварасси. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи суйлав республикăра, çавăн пекех Шăмăршă районĕнче те çỹллĕ шайра иртессе çирĕп шанатăп. Пирĕн халăх сăмахпа шантаракансене мар, чăннипех те чунтан тăрăшса ĕçлекенсене хисеплет. Çакăн пек ĕçчен те пултаруллă халăхпа эпĕ тивĕçлипе мухтанатăп».
Ив.САЛАНДАЕВ.