05 сентября 2016 г.
КАШНИ çулах, август уйăхĕн вĕçĕнче, педагогсем конференцие пуçтарăнса иртнĕ вĕренỹ çулне тишкерсе çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче татса памалли ыйтусене палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра учительсен умĕнчи тĕп тĕллев _ вĕрентỹ ĕçĕн пахалăхне ỹстерсе ачасене тарăн пĕлỹ парасси. Çак яваплă ĕçре вĕрентекенĕн ăсталăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Паянхи кун шкулта ĕçлеме анлă тавракурăмлă, компьютерла технологипе анлă усă куракан, çỹллĕ шайри культурăллă, творчестăлла педагогсем кирлĕ. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче учитель яланах йăхран йăха куçса пыракан ăрусен ăс-хакăлне, пĕлĕвне, культурине йĕркелесе пыраканĕ пулнă. Çавăнпа кадрсен ыйтăвне ăнăçлă татса пани вĕрентỹ малашлăхĕпе тачă çыхăннă. Халĕ шкул умĕнхи, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учреж- денисенче ФГОС вăя кĕрет. Паллах, çакнашкал çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пынă чухне педагогсем хăйсем пуçаруллă пулмасан, аталанмасан вĕренỹ пахалăхĕ ỹсеймĕ. Кăçалхи конференци теми те çакна палăртса тăрать: «Педагогсене професси пĕлỹлĕхне кура аталанма майсем туса парасси».
Районта шкул умĕнхи вĕрентỹре хальхи вăхăтра 9 ача сачĕ ĕçлет. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 5 учрежденире шкул умĕнхи ачасен ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне 1-6 çулхи 591 ача (районти пĕтĕм ачасен 61 проценчĕ) садике е шкул çулне çитейменнисен ушкăнне çỹрет. Вĕсемпе 55 педагог вăй хурать, çак шутра 38-шĕ пĕрремĕш квалификаци категорине тивĕçнĕ. Аслă пĕлỹллĕ воспитательсен йышĕ те ỹссе пырать.
Ача садĕнче воспитательсем пĕчĕккисен пултарулăхне асăрхас, ăна малалла аталантарас тĕлĕшпе, тĕрлĕ воспитани программине тĕпе хурса, ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн ачасем республикăри конкурс- семпе фестивальсене хутшăнса Дипломсене те тивĕçеççĕ. Акă, сăмахран, Анат Чаткасри «Чебурашка» ача садне çỹрекенсем Çĕнĕ çул ячĕпе ирттернĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Шăмăршăри «Сказка» садикри А.Ларшникова вара республикăри «Хунав» фестивальте «Янра, сăввăм, хытăрах!» тата «Илемлĕ чăваш юрри» номинацисенче çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ.
Ача садĕнче ĕçлекенсем хушшинчи «2016 çулхи чи лайăх воспитатель» конкурсра кăçал «Ромашка» садĕнчи О.Бибукова районта мала тухрĕ, республикăри конкурса хутшăнчĕ.
Пурнăç ыйтнине кура, ача садĕнчи воспитани ĕçне ачана шкула хатĕрлес тĕллевпе çыхăнтарса йĕркелеме тăрăшатпăр. Кашни садикре тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ. Ача сачĕн воспитанникĕсем, хăйсен воспитателĕсем ертсе пынипе, пĕчĕккисен тĕпчев ĕçĕсен тата творчество проекчĕсен конкурсне хутшăнаççĕ, пултарулăх фестивалĕсенче вăй виçеççĕ.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче те шкул çулне çитмен кашни ачана тĕрлĕ енлĕ аталантарасси тимлĕхре пулĕ. Садикре ачан пултарулăхне тупса палăртса ăна малалла шкулта анлăлатса пырсан кăна ача хăйĕн малаш- нехи çул-йĕрне тĕрĕс суйласа илме пултарать. Çакă ăна çитĕ нсе çитсен те хăйĕн ĕç вырăнне тупма пулăшĕ.
Вĕрентỹ ĕçĕ яланах пурнăçпа çыхăнса тăрать. Паянхи шкул ачисем малашне çĕршыв экономикине аталантаракансем пулччăр тесе педагогсен çине тăрса тăрăшма тивет.
Мĕнлерех куратпăр-ха районти вĕрентỹ ĕçне? Çакă, паллах, кашни вĕрентекенех хумхантарать. Паянхи кун тĕлне районта 11 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учреждени 1495 шкул ачине кĕтсе илме хатĕр. Пилĕк çул каялла, 2011 çулта, çак хисеп 1670 пулнă. Кĕске хушăра ача шучĕ 10 процент чакни, паллах, пăшăрхантарать. Ку вăл 9 класс пĕтернĕ шкул ачисем йышлăн техникумсемпе колледжсене вĕренме кайнипе те çыхăннă.
Юлашки çулсенче вĕренỹ бази, укçа-тенкĕ пырса тăнăран, çĕнелсех пырать. 2013-2015 çулсенче района ялти шкул ачисене физкультурăпа, спортпа аталантарма 20, 3 миллион тенкĕ укçа куçнă. Кăçал та шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме 26 миллион çурă укçа уйăрнă. Васанти тĕп шкулта спорт залне тĕпрен юсанă, Карапай Шăмăршăри, Палтиелĕнчи вăтам, Анат Чаткасри тĕп шкулсенче ăшă туалетсем тунă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çывăх вăхăтрах тата 3 шкулта ăшă туалет тăвассине пăхса çирĕплетнĕ.
Шкул ачисене тỹлевсĕр учебниксемпе тивĕçтересси пурнăçланса пырать. 2016 çулта çак тĕллевпе 100 пин тенкĕлĕх учебниксем туяннă. 6-мĕш класа çỹрекенсем валли республика бюджетĕнчен 440 пин тенкĕлĕх учебниксем килсе çитнĕ. 1-мĕш сентябрьтен кашни вĕренекен ФГОСпа килĕшỹллĕн тỹлевсĕр учебниксемпе усă курĕ.
Паян районта 183 педагог çĕнĕ вĕренỹ çулне ĕç вырăнĕнче кĕтсе илет, вĕсенчен 166-шĕ – учительсем. Педагогăн вăтам çулĕ 46 çул çурăпа танлашать. Кашни учителе районта 9 ача тивĕçет. Кунта чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ аслă çулсенчи учительсене ылмаштарма çамрăк кадрсем çитменни. Районта 2 çултан каярах шкулта ĕçлекен çамрăк специалистсем пурĕ те 1, 2 процент çеç йышăнаççĕ (республикăра _ 4,1 процент).
Тĕпрен илсен, учительсем çĕнĕлĕхсене ăнăçлă алла илсе пыраççĕ, хăйсен методика шайне те ỹстерсех пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне педагогсен 35 проценчĕ республикăри вĕренỹ институтĕнче кирлĕ пĕлỹ пухнă. Çакна республикăри професси конкурсĕсем те çирĕплетеççĕ. Акă, сăмахран, кăçалхи март уйăхĕнче физика учителĕсен республика шайĕнчи фестивалĕнче пирĕн учительсем: В.Сарандаева, Ш.Исмагилов, И.Кудряшова, В.Сергеева, Л.Егорова, Н.Мамонтова _ çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. Республикăри биологипе хими учителĕсен методика фестивальне хутшăнса И.Валиев, Г.Паймина (Палтиелĕ нчи вăтам шкул) çулсенрен Дипломсене тивĕçеççĕ.
Кăçалхи «Чи лайăх класс руководителĕ» республика конкурсĕнче Е.Убасева, Чи лайăх педагог-психолог» конкурсра Л.Николаева призерсем пулчĕç. И.Ревунова социаллă педагог вара республикăри «Чи лайăх социаллă педагог» ята çĕнсе илчĕ. Асăннă педагогсем пурте Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлеççĕ.
Вĕрентỹ ĕçĕнчи чи пысăк савăнăç, паллах, ачасен çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă. Кăçал вăтам шкул пĕтерекенсем пурте шкул пĕтерни çинчен аттестат илчĕç (пĕлтĕр пĕр выпускник çак документа илейменччĕ). 9 класс пĕтерекенсем хушшинче вара математикăна çителĕксĕр пĕлни курăнчĕ _ 10 ачан сентябрьте çак предметпа тепĕр хут экзамен тытмалла пулать.
Вĕрентỹ пахалăхĕн кăтартăвĕ _ ылтăн медальсемпе наградăланисен хисепĕ. Вĕренỹре уйрăмах палăрнăшăн кăçал Шăмăршăри вăтам шкулти 6, Карапай Шăмăршăри 4 выпускника ылтăн медальпе чысланă. Ку вăл пĕтĕм выпускниксен 15 проценчĕ!
Республикăри олимпиадăсене хутшăнннă ачасен хисепĕ те кăçал самаях ỹснĕ (пĕлтĕр _ 15, кăçал _ 36). Анчах та халлĕ хе вĕренекенсем ОБЖ предмечĕпе кăна палăраççĕ (2 призер та Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан). Калас пулать, çак шкулта вĕренекенсем республикăри «Зарница» çар вăййинче те кашни çулах Диплома тивĕçеççĕ. Кăçал вара вĕсем çĕнтерỹçĕ ята та çĕнсе илчĕç. Халĕ вĕсем Ю.Ермолаев преподаватель ертсе пынипе республика чысне Атăлçи округĕнче хỹтĕлеме хатĕрленеççĕ.
Çавăн пекех Шăмăршăри вăтам шкулти «Ташлакан шкул» проект та хăйĕн çимĕçĕсемпе савăнтарсах тăрать. Çак шкулти «Паттăрлăх» клуб çинчен те ырă сăмахпа кăна асăнса хăвармалла.
Ачасен каникул вăхăтĕнчи канăвне йĕркелесси çине те çителĕклĕ тимлĕх уйăратпăр. Кăçал çак тĕллевпе 920 пин тенкĕ укçа уйăрнă (пĕлтĕ рхинчен 20 пин тенкĕ ытларах). Хула тулашĕнчи лагерьсенче 106 ача, шкул çумĕнчи лагерьсенче 333 ача канса вăй-хăват пухрĕç. Унсăр пуçне йышлă çемьери 50 ача хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче сывлăхне çирĕплетрĕç, палаткăллă лагерьте 121 ача канчĕ, туризма 239 ачана явăçтартăмăр, 8 ача республика тулашĕнче канса киленчĕç.
Паян педагогсем ыранхи кунпа, малашлăхпа пурăнаççĕ. Пирĕн тĕллев _ çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ тухма пулăшасси. Кунта эпир çемье тата общественноçпа пĕрле вăй хурасса шанатпăр.
Пурне те Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламласа вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче ăнăçу сунатăп!
Н.ЕНДИЕРОВ.