06 сентября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче Шăмăршăра ĕçлĕ çулçỹревпе пулнă чух пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли пирки палăртсах каларĕ.
«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх _ район экономикине тĕреклетмелли, халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕп çул-йĕр, _ терĕ Михаил Васильевич. _ Харпăр хăй ĕçне йĕркелеме тĕллев лартнă çынсене _ уйрăмах пуçаруллă çамрăксене _ пулăшса пымалла».
Шăмăршă тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 307 субъекчĕ шутланса тăрать. Çав шутра пĕчĕк предприятисем _ 36, уйрăм предпринимательсем _ 271.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 60 йĕркеленĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕчĕк предприятисем 76,8 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,5 процент ытларах) тавар туса кăларнă.
Чăнах та, пирĕн районшăн 36 пĕчĕк предприяти нумай мар, сахал теме те пулать. Çакна шута илсех район ертỹçисем предпринимательлĕхе аталантармалли майсем шыраççĕ. Акă, çывăх вăхăтра Патирек ялĕнче кондитер цехĕпе кăлпасси туса кăларакан цех уçăлни вуншар çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулăшĕ.
Çав вăхăтрах Пăчăрлă Пашьел, Кивĕ Чукал, Палтиел ялĕсенче пĕчĕк предприяти йĕркелеме тăрăшни курăнмасть. Çак ялсенче ĕç вăйĕ нумай, вырăнта ĕç тупайманнипе вăйпитти арçынсем Мускава е Питĕре çỹреççĕ.
Шăмăршăра темиçе çул хушши юхăнса-ишĕлсе ларнă унчченхи «Сельхозхимия» пĕрлешỹ çурчĕ паян пĕчĕк завода аса илтерет. Кунта «РЭМИСС» ОООн строительство бази вырнаçнă, тимĕр-бетон конструкци туса кăларса çул-йĕр саракансене пысăк пулăшу парать.
Предприятин генеральнăй директорĕ Минхайдар Юсупов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра цехра 35 çын тăрăшать. Ĕç укçи те сахал мар. Предприяти анлăланнă май, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ.
Фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллев тытнă çынсене те ырламалла.
Ку тĕлĕшпе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем уйрăмах пуçаруллă. Унчченхи Киров ячĕллĕ колхозăн çĕрне пушă вырттармаççĕ, тырпул тата выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Олег Хлюкин фермер ĕне выльăхсен йышне ỹстерсех пырать, хăй кăна «Восход» СХПКран нумай ытларах сĕт туса илет. Кивĕ Чукалти Петр Чурбанов та, кăçал республика грантне çĕнсе илнĕскер, мăйракаллă шултра выльăхсем тата сурăхсем усраса ал-ура çавăрасшăн. Кун пирки вăл Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева та пĕлтерчĕ, ялта йышлă выльăх усрасан çеç аталанма май пуррине палăртрĕ.
«Ỹркенмелле кăна мар, пурте пулать», _ çапла шутлать çамрăк фермер. Çав вăхăтрах çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕхе ăçта вырнаçтарас ыйту та ăна канăç памасть. Районта хатĕрлев ĕçне йĕркелеменни (Пати- рекре кăлпасси цехĕ уçăлсан, аш-какая вырнаçтарас ыйту татăласса шанас килет) ял çыннисене нумай пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра çĕрулмине ниçта сутма аптăраççĕ, хатĕрлевçĕсем çуккипех районта пахчаçимĕçе нумай çитĕнтерни те тупăш памасть.
Хатĕрлев ĕçне предпринимательсем пуçăнсан, пахчаçимĕçе тата улма-çырлана ĕçе кĕртекен пĕчĕк предприяти уçсан тем тери лайăх пулĕччĕ.
Совет саманинче йĕркеллех ĕçлесе пынă апат-çимĕç комбинатне тăхăрвуннăмĕш çулсенче салатнă хыççăн пахчаçимĕçе те «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртрĕмĕр пулмалла.
Чулхула облаçĕнче пирĕнни пек пĕчĕк район центрĕсенче те уйрăм предпринмательсем горчица е аджика, томат соусĕ, апата тутлăлантармалли хутăшсем туса кăлараççĕ. Пирĕн республикăри лавккасенче те вĕсен продукцийĕ туллиех. Хамăрăн таварсене сутмалли çинчен нумай калаçатпăр, анчах нимех те туса кăлармастпăр пулсан лавккасем мĕн сутчăр-ха?
Предпринимательсем валли ĕç нумай, хăраса-шикленсе çеç тăмалла мар. Шăмăршă тăрăхĕнче ылтăн алăллă çынсем пурăннă чухне мĕншĕн-ха юр хырмалли кĕреçепе пуртă аврине те Марий Эл республикинчи предпринимательсем туса кăларнине туянатпăр? Мĕн, пирĕн йывăç çук-и? Йывăç та, хăма çуракан пилорамăсем те пур, анчах мĕн туса кăларса ытларах тупăш илме май пурри пире сахал шухăшлаттарать пулмалла.
Мускав çулĕ _ инçе çул, район çыннисем валли вырăнтах ĕç пулсан нумайăшĕ сывлăхне пĕтерсе тĕп хулана çити çỹремĕччĕ. Пуçаруллă çынсем пĕчĕк тата вăтам предприятисем йĕркелесен, ыттисем валли те ĕç тупăнĕччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.