06 сентября 2016 г.
Юрий Симурзин Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер хуçалăхĕнче водительте ĕçлет. Хăйне шанса панă ГАЗ-53 автомашинăна яланах юсавлă тытма тăрăшать. Вырма вăхăтĕнче комбайнсем патĕнчен тырă турттарчĕ, халĕ çĕрулмине путвала леçет.
_ Тăван яла çав тери юрататăп, _ тет Юрий йăл! кулса. _ Мана нимĕнле Мускав та илĕртмест, çĕр çинче ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăç тытса пыратăп.
Калас пулать, Симурзин пек ял пурнăçне килĕштерекенсем Чукал тăрăхĕнче сахал мар. Ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, техника туянаççĕ. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усракансем те йышлă. Вĕлле хурчĕсен çемйисем те çултан çул ỹссе пыраççĕ.
Районти чи илемлĕ вырăнсенчен пĕринче _ Чукал тăрăхĕнче _ вăрман та, улăх-çаран та, кĕмĕл шывлă çăлкуçсем те чуна илĕртеççĕ. Мĕншĕн çак илеме савса пурăнмалла мар-ха? Çав вăхăтрах çамрăксем ялта тытăнса тăманни шухăша ярать. Вĕсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, пуçаруллă çынсене пулăшса пымалла.
Ив. САЛАНДАЕВ сăнỹкерчĕкĕ.