Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульпе йĕпеннĕ Беслан…

06 сентября 2016 г.

«Беслан», _ тесен, чун çỹçенет,

«Беслан», _ тесен, чĕре йĕрет.

Юнпа вараланнă чечексем,

Юнпа йĕпеннĕ бантиксем...

(Ив.Саландаев çырнă «Беслан» сăвăран)

2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хĕçпăшаллă вăрă-хурах ушкăнĕ Çурçĕр Осетири пĕрремĕш номерлĕ шкула тапăнса кĕрсе 1128 çынна _ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне _ тыткăна (заложника) илнĕ. Çак хăрушла терактра 331 çын, çав шутра 186 ачапа 15 учитель вилнĕ, 900-шĕ ытла аманнă. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура Керменĕнче «Бесланра пĕр айăпсăр вилнисем» ятпа терроризма хирĕç пурте пĕр шухăшлă пулнине палăртса мероприяти иртнĕ. Çак хурлăхлă мероприятире Бесланра вилнисене асăнса çуртасем çутнă, чуна çỹçентерекен кĕвĕ янăранă. Терроризм аллинчен вилнисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăнă.

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика