Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кун-çул пуçламăшĕ - Чаткас…»

09 сентября 2016 г.

МАНĂН килти çыру сĕтелĕ çинче _ хитре хуплашкаллă икĕ кĕнеке. Пĕри _ Зинаида Ырпин (Свеклова_Воробьева) «Атте-аннеçĕм пиллĕхне çухатмăп ĕмĕрне» ятлă иккĕмĕш кĕнеки. Теприн авторĕ _ Галина Иванова. Вăл вулакана «Любовь моя, чистая, светлая» кĕнеке парнеленĕ.

Миçе хут вуласа тухрăм-ши эпĕ çак кĕнекесенчи сăвăсене, анчах татах вулас та вулас килет.

Акă, Зинаида Ырпин сăввисене илер-ха. Пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнни, çут тĕнче илемĕпе киленни, тăван тăрăха, çутçанталăка, халăхăмăрăн шăнкăрав пек янравлă чĕлхине, юрри-ташшине, йăли-йĕркине юратни, атте-аннене, ачасене, тăвансене, пĕлĕшсене, ĕçтешсене, кỹршĕ-аршăна хаклани Зинаида Ырпин кашни сăввипе тĕрленчĕкĕнчех яр-уççăн палăрса тăрать.

«Кун-çул пуçламăшĕ, Чаткас...

Кун-çул тĕрекĕ эс, Чаткас...

Кун-çулăн тупсăмĕ, Чаткас...»_

çакăн пек чуна ăшăтакан сăмахсемпе сăнарлать вăл тăван ялне.

«Çуралнă ял, тăван кĕтес!

Пуçа тайсан та пуç çитмест! _

мĕнле ырă та çунатлă шухăш çуралать çак йĕркесене вуласан!

«Чи хитри», «Аннене», «Атте _ ман тĕрек», «Аттене», «Ан васка, аттеçĕм, ватăлма» тата ытти сăвăсем те асра юлаççĕ.

Е тата «Ухсай _ халăх поэчĕ» ярăмри сăвăсене илер-ха. Çак сăвăсенче эпир автор хамăрăн юратнă поэтăмăртан Ухсай Яккăвĕнчен тĕслĕх илсе пурнăçăн аслă çулĕпе утассишĕн тăрăшнине асăрхатпăр:

«Ухсай! Сан сăвву-поэмусем

Ылтăн-кĕмĕл пĕрчисем.

Вĕсенчен ыр ăс илсе

Пурăнатăп вĕренсе».

Хăйĕн иккĕмĕш кĕнекине Зинаида Ырпи юратнă ашшĕпе амăшне, тетĕшне, асламăшĕпе кукамăшне, шăллĕне, хĕрĕпе кĕрỹшне тата ытти чи çывăх çыннисене халалланă.

Галина Иванова хăйĕн «Любовь моя, чистая, светлая» кĕнекинче хамăр районти учительсем çинчен илемлĕ чĕлхепе каласа парать. Хăй районти çутĕç пайĕнче методист пулса ĕçленĕ май, учительсен ĕçне- хĕлне, шухăш-ĕмĕтне ывăç тупанĕ çинчи пекех пĕлсе-курса тăнă вăл. Сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем те _ халăха вĕрентес ĕçре ырми-канми, хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ çынсем çинчен.

Хăй те профессийĕпе вĕрентекен пулнă май, Галина Иванова çак ĕç нихăçан та çăмăл пулманнине, ачасене чĕререн юратакансем çеç ĕçре çитĕнỹ тума пултарнине лайăх ăнланать.

Кам вăл вĕрентекен, унăн мĕнле çын пулмалла? Унăн тĕп тивĕçĕ _ çĕр çинче, ачасен чĕринче «ăслăлăх, ырăлăх, ĕмĕрлĕх» «акасси».

Галина Иванова районти чи лайăх вĕрентекенсем çинчен çырнă тĕрленчĕксене хумханмасăр вулаймастăн. 

Тавралăха, йывăç-курăка, кайăк-кĕшĕке, пур чĕрчуна юратса çырнă сăвă йĕркисем те хитре пулса тухнă:

«Киленччĕр кайăксем çỹл тỹпере вĕçсе,

Юханшывра та кỹлĕре ишсе.

Ан хăйтăр тек никам та çак илеме тивме

Вĕсем кунта килеç _ тăван киле!»

Пурнăçа хаклама, юратма, упрама чĕнеççĕ Зинаида Ырпипе Галина Иванован хайлавĕсем. Тавах Сире, çакăн пек сăпайлă та илемлĕ кĕнекесемшĕн, вула- кана савăнăç парнеленĕшĕн. Тата та нумай çырăр. Кĕтетпĕр, шанатпăр!

Р.МИНЕЕВА. Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика