09 сентября 2016 г.
ÇĂКĂР... Ăна халалласа мĕн чухлĕ сăвă-юрă çырман пуль? Мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ пур тата: «Çăкăртан асли çук», «Çăкăртан ан кул», «Çăкăр пурне те пуçлăх», «Çăкăр _ пурнăç тĕвви, пурнăç тытăмĕ, пурнăç тăсăмĕ», «Хура çăкăр çиекен хур курман», «Ан кỹрентер мана, эп санран нумайрах çăкăр çинĕ», «Çăкăр умĕнче усал йытă та йăвашланать»...
Эпир _ вăрçă хыççăн çуралнисем _ çитмен пурнăçа нумай курнă. Чăнах та, çăкăрсăр ларнă теместĕп, çапах та ун хакне пĕлсе ỹснĕ. Колхозра ĕç кунĕшĕн тырă нумай паман, типĕ çул темиçе пăт валеçнипех çырлахнă.
Çу кунĕсем çитессе тỹсеймесĕр кĕтетчĕ ача-пăча: ун чух колхоз ĕçне хутшăнакансене столовăйĕнче вĕри апат çитеретчĕç. Çăкăра уйрăм çын килĕнчи кăмакара пĕçернĕ, пирĕн касăри Хветура аппа ир пуçласа каçченех кăмака умĕнчен каймастчĕ. Эпир вĕсем патне пырсан кăмакаран тин çеç кăларнă çаврака çăкăра пире пĕрер чĕлĕ касса паратчĕ те, тăвар сапса хыпалансах çиеттĕмĕр. Эх, çак çăкăртан тутли пулнă-ши пирĕншĕн çĕр çинче?
Килте те анне кашни эрнерех пĕрер кăмака çăкăр пĕçерсе кăларатчĕ. Ача-пăча йышлă пулнипе (пирĕн _ улттăн, кỹршĕсен _ çиччĕн е саккăрăн) ун чух çăкăр нумай пĕçернĕ.Тепĕр чух хытсах каятчĕ, апла пулин те ăна шывпа йĕпетсе, тăвар сапса савăнсах çиеттĕмĕр.
«Кăвакарнă çăкăр çиекен кашкăртан хăрамасть»,_ тетчĕ анне. Вара, кашкăртан хăраман паттăр пулас тесе, кăвакарма пуçланă татăксене те çисе яраттăмăр. Çăкăр тĕпренчĕкĕсене те урайне тăкман, ывăçпа шăлса пуçтарнă та хырăма кĕнĕ.
Шурă çăкăра («кулач» тетчĕç ăна) пуçласа хам пиллĕкмĕш класа кайнă чух тутаннине астăватăп. Атте _ вăрçă инваличĕ _ Хусан больницине сипленме кайнă та, киле таврăннă чух кучченеç илсе килнĕ. Çак кулачăн çỹхе чĕлли çине анне кăштах услам çу сĕрчĕ те, çав тери тутлăн туйăнчĕ.
Нумай шыв юхрĕ унтанпа ял çумĕнчи çырмара, çул хыççăн çул ылмашăнчĕ. Шкул пĕтерсен хулана вĕренме кайрăм. Диплом илсен ĕçе вырнаçрăм. Пĕррехинче, хĕллехи кун, яла таврăнтăм. Куратăп: пирĕн кил çывăхĕнчи лапамра ачасем урапа тапса хоккейла выляççĕ. Пĕр ачи шайбăна хытă тапрĕ те, темле чăмăркка ман ума пырса ỹкрĕ. Аллăма илтĕм те ăна... çăкăр татăкĕ пулнине куртăм. Хытă хумханнипе чун ыратса кайрĕ.
_ Тете! _ терĕç ачасем. _ Ывăт шайбăна!
_ Шайба мар вĕт ку, çăкăр..._ хуллен çеç каларăм шĕвĕрккесене. _ Çăкăрпа выляни _ унран кулниех. Аçăр-аннĕр пĕлсен пиçиххипе çаптарĕ.
_ Çаптармаççĕ! _ хирĕçлерĕç ачасем. _ Эпир сыснана та çăкăр çитеретпĕр! Шкулта та пысăк тăхтав вăхăтĕнче çăкăр буханкипе футболла вылятпăр!
...Çак ĕç вăтăр çул каялла пулса иртнĕччĕ. Ун чух пĕчĕк пулнисем тахçанах атте ĕнтĕ, хăйсен те ачисем пур. Çулсем иртнĕ май, тен, вĕсем çăкăра хисеплеме те вĕреннĕ. Çапах та иккĕленетĕп: амăшĕн сĕчĕпе ăс кĕмесен, çын çитĕнсе çитсен тин ăнланĕ-ши?
Эпĕ район центрĕнче пурăнатăп. Урамри çỹп-çап тăкмалли контейнерсене йытă-кушак иленнине кашни кунах куратăп. Çынсем контейнера çăкăр е батон, пĕремĕк пăрахнине те пĕрре çеç мар асăрханă. Эпĕ çеç-и _ пурте куратпăр çакна. Камсем тăкнине те чухлатпăр. Шел те, сăмахпа асăрхаттарнине ăнланмаççĕ, кỹренме те пăхаççĕ.
«Хамăр укçапа туяннă, хуть те мĕн тăвар çăкăрпа!» _ тесе тавлашаççĕ те. Пуйса кайрăмăр пулмалла çав. Ваттисем: «Çăкăртан аслă пулакан _ ыр курман»,_ тенине ăнланмастпăр. Шел, питех те шел... Ив.САЛАНДАЕВ.