Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккине…хăлха урлă?

20 сентября 2016 г.

«ХĂВĂНТАН пĕчĕккине ан кỹрентер», - тесе вĕрентетчĕç мана аттепе анне. Ытти ача- сене те çапла каланă ĕнтĕ. Пĕчĕккин вăйĕ сахал, сана хирĕç тăраймĕ. Мĕншĕн кỹ- рентермелле-ха ăна? Пурнăçра урăхларах та пулса тухать çав. Эпĕ пĕчĕк ялсенех илетĕп. Шкулсăр, клубсăр тăрса юлни çитмест, халĕ тата вĕсене...хаçат-журналсăр та хăварчĕç. Иртнĕ çул эпĕ информаци ушкăнĕ- пе пĕрле Максим Горький паççулккинче пулнăччĕ. Çак пĕчĕк ялта пурăнакансем «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата вулайманни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. «Çырăнтармаççĕ вĕт, тем пек пĕлес килет тăван район хыпарĕсене», - теççĕ ял çыннисем. Кун пек тĕслĕх пĕр ялта кăна пуль те- нĕччĕ. Çук иккен, почта çыхăнăвĕ районти ытти пĕчĕк ялсене те кỹрентерет. Иртнĕ эрнере Канаш паççулккинче пулса çакна хамăн куçпа курса ĕнентĕм. «Полици пуçлăхĕ кам-ха районта? Район больницин тĕп тухтăрĕнче кам ĕçлет? Уй-хирте мĕн çитĕнтереççĕ? Вăрмана уйрăм çынна сутса янă тени тĕрĕс-и?» - ыйту çине ыйту параççĕ мана канашсем. «Район хаçатне вуламастăр-им? - тетĕп çаксене.

- Пур хыпар та унта пичетленет. Çĕрсем те пушă выртмаççĕ, инвес- торсем пулăшнипе район аталансах пырать. Вăрмана та сутман, çырлана-кăм- пана çỹреме никам та чармасть». «Шăмăршă хыпарне çырăнтармаççĕ çав пире, - чунтан хурланса калаçрĕç канашсем. - Яла пĕр хаçат та килсе тăмасть. Почта кайнин те усси çук: «Сирĕн ял валли почтальон штатне уйăрман», - теççĕ çеç. Пĕчĕккине хăлха урлă çапнă пекех туйăнать...» Хампа пĕрле темиçе экземпляр хаçат илсе кайнăччĕ те, «Шăмăршă хыпарне» алăранах туртса илчĕç. «Алă пусса парнеле-ха», - тилмĕрсе ыйтрĕ тахçанхи пĕлĕшĕм. Кула-кулах хаçат кĕтессине алă пусрăм. Паллă писательсем хăйсен кĕнекисене парнелеççĕ пулсан, журналистсем район хаçатне валеçме тытăнчĕç. Çултан çул «Шăмăршă хыпарĕсĕр» хăварсан, пĕчĕк ялсенчи çынсем хăйсем хăш республикăра тата районта пурăннине те манса каймĕç-ши? Тахçанхи _ совет саманинчи - кулăшла пулăм аса килет. Парти райкомĕн икĕ инструкторне Улмаллă ялне пуху ирт- терме янă. Лешсем, халĕччен район тăрăх питех тухса çỹременнипе, Улмаллăна каяс вырăнне йăнăшпа кỹршĕллĕ Улья- новск облаçĕнчи Чĕлĕм ялне çакланнă. Халăха клуба пуçтарнă та, инструктор хĕрỹ сăмах калама тытăннă: «КПСС Чăваш обкомĕ килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, Апат-çимĕç программине пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калать. Кашни çемьен республикăра тухса тăракан «Советская Чувашия», районта пичет- ленекен «Коммунизм çулĕ» (ун чух Шăмăршă хаçачĕ çав ятлăччĕ) хаçатсене çырăнса илмелле!» Малти ретре ларакан ватăрах колхоз- ник ура çине тăнă та, çапла каланă: «Эпир «Ульяновская правда» тата «Свет коммунизма» хаçатсене çырă- натпăр вĕт-ха, чăваш хаçачĕсем пире кирлех-ши? Ялта вырăссем çеç пурăнаççĕ, куçарса паракан та çук. Тата мĕншĕн пире Ульяновск обкомĕ мар, Чăваш обкомĕ чĕнсе калать?» Хайхи инструкторсем тинех хăйсем ăçта çакланнине ăнланса илеççĕ. Каçару ыйтса, халăха култарса çак пĕчĕк ялтан тухса шăвăнаççĕ. Шỹт шỹт те, чăнлăх та пур. Пĕчĕк ялсене информаци илессинчен уйăрса пурăнсан-пурăнсан хăйсем никама та кирлĕ мар пек туйма пуçламĕç-ши? Ахаль те ĕнтĕ Канаш паççулккинче пурăнакансем кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел район хаçатне вулаççĕ, чăваш кĕнекине тупайманнипе ялтан икĕ çухрăмри Кивĕ Чăнлă библиотекинчен тутар литерату- рине купипех йăтса килеççĕ. Тутарла пĕлни лайăх-ха, анчах тăван чăваш чĕлхине те манмалла мар. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат та кашни çемьерех пулмалла, республика, район пурнăçĕпе тан пыма пулăшмалла. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика