Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмпа-ши эс, кăмпа-ши…

13 сентября 2016 г.

ШУПАШКАРТАН юлташ шăнкăравларĕ.

_ Вăрманта шурă кăмпа тухман-и? _ ыйтрĕ вăл хаваслăн. _ Канмалли кунсенче сирĕн пата кăмпана пырасшăн.

_ Тахçанах тухнă! _ терĕм ăна. _ Сар кăмпа та, кăрăç та татаççĕ çынсем. Кил, пушă каймастăн!

Кĕтрĕм, кĕтрĕм юлташа шăматкун, кĕтсе илеймерĕм. Кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа аран тытрăм:

_ Карапай Шăмăршă тĕлне çитрĕмĕр те, çул хĕрринче кăмпа сутса тăнине асăрхарăмăр. Мĕншĕн нушаланмалла-ха вăрман тăрăх сулланса çỹресе? Вăрăмтунасем те юна ĕмсе юлĕç. Пилĕк витре шур кăмпа туянтăм та, каялла хулана вĕçтертĕм, _ пĕлтерчĕ юлташăм.

_ Эх, эсĕ те, _ ỹпкелерĕм хула чăвашне, _ кăмпана хăвăн аллупа татмасан çиме те кăмăллă мар. Вăрман сывлăшĕ мĕне тăрать! Вăрăмтуна таврашĕ вара пачах та çук.

Мĕн калăн ĕнтĕ ăна _ укçаллă çынна? Пĕрре те нушаланмасăр вăрман çимĕçĕллĕ пулнă. Ял çыннисене _ тупăш. Ман юлташ пеккисем аслă çул хĕрринче сутса тăракансенчен туянаççĕ.

_ Паян çичĕ витре кăмпа сутрăм, _ савăнсах каласа пачĕ иртнинче Карапай Шăмăршăна кайсан пенси çулĕнчи хĕрарăм. _ Пин тенкĕ çурă çĕрте йăваланса выртмасть вĕт-ха, май пур чух ĕçлесе илмелле. Вăрманта кăçал кăмпа нумай _ ан ỹркен кăна!

Чукал тăрăхĕнче пурăнакансем те маларах çырла татса сутрĕç, халĕ кăмпа «бизнесĕ» вăй илнĕ. Камăн çăмăл автомашина пур – Чĕмпĕр е Канаш, Патăрьел е Çĕпрел пасарĕсене кайсах сутаççĕ.

Кăмпана маринадласа е тăварласа сутакансем те пур. Эсир Чукал рецепчĕпе тăварланă шурă е хура кăрăç тутанса курнă-и? Сĕтел çинче пăсланса тăракан çĕрулми ларсан, юнашарах пĕр тирĕк тăварланă кăрăç пулсан, тата... Ресторанти чи чаплă апат та аяккинче тăтăр!

Вăрман хĕрринче пурăнни – телей. Хир енчисем пире ахальтен ăмсанаççĕ-и вара? Патăрьелне кăна кайсан та пирĕн кăмпа чи лайăх кучченеç шутланать.

Шăмăршăра «Вăрман пуянлăхĕ» ятлă лавкка е кафе уçма май çук-ши? Çамрăк предпринимательсен кун пирки шутласа пăхмаллах.

Кăмпана кайсан ятарласах вăрман хĕрринчи «Волнушка» кафене кĕрсе пăхрăм. Çук çав кунта вăрман çимĕçĕ, кăмпа шăрши те туйăнмасть.

Районта хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ярайманни çынсене укçа ĕçлесе тума хытă чăрмантарать. Ĕлĕкрех, хатĕрлев кантурĕ пур чухне, халăхран кăмпа та туянатчĕç. Шăмăршă кăмпи Шупашкарпа Хусан, Чĕмпĕрпе Самар ресторанĕсем таран саланнине каласа параççĕ паян райпо ветеранĕсем.

Халăх харсăр-ха пирĕн, хатĕрлев ĕçне йĕркелесен пурне те лайăх пулĕччĕ. Эпĕ кăмпа пирки çеç каламастăп. Килти хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ улма-çырлана, пахчаçимĕçе, сурăх çăмĕпе тирне, пăру тирне, ытти чĕртавара ниçта чикейместпĕр вĕт. Никама та кирлĕ мар пек пулса тухать. ...

ÇАМРĂК чух Çĕпĕрти вăрман хуçалăхĕнче ĕçлени асăма килчĕ. Лесничие пулăшаканĕ пулнă май, халăхран вăрман çырлипе кăмпа, кедр мăйăрĕ тата милĕк туянас ĕçе те хутшăнма тиветчĕ. Бурят тайгинчи кăмпапа мăйăра Китайпа Япони туянаççĕ тетчĕç. Вăрман хĕрринче кăмпа пĕçермелли-тăварламалли пунктсем туса лартнăччĕ. Тăвăр чукун çулпа (узкоколейка) хатĕр çимĕçе пичĕкесене тултарса станцие ăсататчĕç. ...

ШУРĂ кăмпапа сар кăмпа, хыр кăрăçĕ... Тат кăна Шăмăршă вăрманĕнче. «Кăмпа-ши эс, кăмпа-ши?» _ юрăри сăмахсене кăштах улăштарса шăрантараççĕ кăна вăрмантан тулли витрепе е пакетпа (михĕллисем те пур!) тухакан хĕрарăмсем. Кăмăл çĕкленнипе, эпĕ те çак кĕвве шăхăрса юрларăм...

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика