23 сентября 2016 г.
«ĔНЕ усрама ах-тур йывăр-çке, выльăх çими хатĕрлесси те _ нуша», _ теççĕ хăшĕсем. Пĕртен-пĕр ĕнине те сутса яраççĕ е пусса çиеççĕ. Ĕçлейми ватă çынсем пулсан юрĕччĕ, çамрăк çемьесем те халĕ ĕне усрасшăнах мар. Сĕт-çăва лавккара сутаççĕ вĕт, укçа çеç пултăр.
«Пĕр ĕне вăл _ картиш илемĕшĕн кăна, темиçе ĕне усрасан укçа ĕçлесе тума пулать», _ çапла шутлать Патирекре пурăнакан Алексей Матвеев.
Леша (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) 6 ĕнепе 3 пăру усрать. Сĕт тата аш-какай сутса тунă укçапа кăçал вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор туянчĕ. Çĕре арендăна илсе пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтерет, тырă та акса тăвать. Çапла майпа хăйĕн хуçалăхне выльăх апачĕпе туллин тивĕçтерет.
Çак ялти тахçанхи пĕлĕшĕм Миргалим Ибетуллов нумай çул хушши «Искра» хуçалăхăн тĕп инженерĕнче вăй хучĕ. Мускаври стройкăсене те ĕçлеме çỹрерĕ.
«Ниçта та укçана тар тăкмасăр памаççĕ, _ тет Миргалим. _ Мĕншĕн çемьене хăварса таçта аякра çỹремелле-ха? Тăватă ĕне усратăп, вунă вăкăр самăртатăп. Хĕл валли утă-улăм çителĕклех хатĕрлерĕмĕр. Çĕр çинче ĕçлеме техника пур».
Тепĕр юлташăм _ Ферид Каленов _ 10 вăкăр самăртнипе пĕрлех 2 лаша та усрать. Ăçтан кăна ĕлкĕрет-ши _ Феридăн утарĕ те ялта чи пысăккисенчен пĕри. Вĕлле хурчĕсен çемйисен шутне çырма хушмарĕ («Алă каять» - терĕ йăл кулса), апла пулин те пылне аванах илнине пытармарĕ. Хăйсенчен ытлашшине сутса укçа тăваççĕ.
Александр Поваров ятне патирексем çеç мар, районĕпех лайăх пĕлеççĕ пулĕ. «Искра» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхса чапа тухрĕ вăл, кашни Акатуйрах ăна Хисеп грамотипе чыслаççĕ.
Саша килти хуçалăхне те аталантарсах пырать, унччен Мускава ĕçлеме çỹренĕ ывăлне _ Дмитрие _ тăван ялта тĕпленсе хресчен пурнăçне юратма хăнăхтарнă. Икĕ ĕне усраççĕ, вунă вăкăр самăртаççĕ. Сĕтпе аш-какай сутса çынран пĕрре те начар мар пурăнаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем районти кашни ялтах пур. Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн кăçалхи Акатуйра Кивĕ Чукалти Нина Борзована, Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи Валерий Васильева, Асанкассинчи Юрий Драгунова, Палтиелĕнчи Наиль Емдиханова, Васанти Александр Мердеева, Карапай Шăмăршăри Ирина Никифорована, Пуянкассинчи Ираида Тимофеевана, Чукалти Сергей Харитонова тата Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Марина Ткалуна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Шăпах çак çынсенчен тĕслĕх илмелле те ĕнтĕ çамрăксен. Вĕсем нихăçан та «ялта ĕç çук» тесе ỹпкелешмеççĕ, «ывăнтăм, ĕнене сутса яратăп е пусса çиетĕп» тесе тарăхмаççĕ.
Нумайăшĕ ĕне сăвакан аппарат туяннă, çăнăха та ятарлă агрегатпа авăртаççĕ. Аш-какая упрама пĕр цетнер ытла вырнаçакан сивĕтекен лар илнĕ.
Çапла пулмалла та паянхи ял çыннин. Патшалăх пулăшасса е пенси укçине ỹстерсе парасса кĕтсе ларнипе нумай мала каяймăн. Килти хуçалăх _ пĕртен-пĕр çăлăнăç. Акă, аш-какай хакĕ пасарта тахçантанпах чакмасть, ỹснĕçемĕн ỹссе пырать. Мĕншĕн вăкăр е сысна ытларах усрамалла мар-ха? Ăнланатăп, йывăр ĕç ку, анчах Мускаври стройкăра та пĕрре те çăмăл мар. Ялта, тăван килте, хăвăн çемйỹпе пĕрле пурăннине мĕн çиттĕр?
Çамрăксем фермер хуçалăхĕ йĕркелеме пултараççĕ. Ỹркенмесен, темиçе гектар çĕре арендăна ил те, Улмаллăри Владимир Митрофанов тĕслĕхĕпе тырпул çитĕнтер. Сăмах май, Володя ĕнесем усраса, выльăх самăртса çĕнĕ техника туянма укçа-тенкĕ пуçтарать. Çĕр çинче ĕçлес кăмăллă çамрăксене Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермерăн тĕслĕхĕ те хавхалантармалла. Хĕрлĕ Васанти «афганец» _ Василий Павлов фермер _ 500 гектар ытла çĕре сухаласа-акса пысăк тухăç илет. Афган вăрçинче БТР командирĕ пулнăскер, Василий Николаевич мирлĕ ĕçре те яланах малта. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе чун-чĕререн саламларĕ, çĕр çыннин ятне яланах çỹлте тытма ырă сунчĕ.
«100 пуç ĕне выльăх усрамалли ферма йĕркелетĕпех, _ тет Василий Павлов. _ Çĕршыва выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе ют патшалăхсен мар, Раççей ялĕнчи ĕçчен çынсен тивĕçтермелле».
Манăн Ваççана «паянхи ĕç паттăрĕ» тесе хаклас килет. Шăпах ун пек ĕçчен те хастар, хĕрỹ чĕреллĕ çынсем çĕршыв тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Ваççа пек çынсем пирĕн ялсенче ытларах пулсанччĕ!
Ив.САЛАНДАЕВ.