30 сентября 2016 г.
ВĂТĂР-ХĔРĔХ çул каялла вĕсем пурте вăйпитти çынсемччĕ. Уй-хирте, фермăра, промышленноç комбинатĕнче, вăрман пунктĕнче, пекарньăра е ытти çĕрте ĕçлетчĕç, район экономикипе социаллă пурнăçне лайăхлатассишĕн пысăк вăй хуратчĕç.
Çулсем иртрĕç, çак хастар çынсем пурте пĕр вăхăталла ватăлчĕç. Халĕ вĕсем çитмĕлте е сакăрвуннăра ĕнтĕ. Нушине нумай курнăран, чылайăшĕ чирлекелесе те тăрать. Килтен те питех тухса çỹреймеççĕ. Апла пулин те ир пуçласа каçчен картишĕнче е пахчара кĕштĕртетеççĕ, ĕмĕрĕпех канма пĕлменнине ватăлсан тин канайĕç-и вара?
Ватă çынсем валли çулталăкра пĕрре уяв туса пачĕç. Савăнаççĕ çакăншăн аслă ăру çыннисем. Тивĕçлĕ канăва кайиччен ăçта ĕçленĕ _ çав коллективсем хăнана чĕнеççĕ. Сĕтел хушшине ларса, шăкăл-шăкăл калаçса, юрă юрласа, пĕрер черкке эрех тутанса чунĕсене лăплантараççĕ.
Юлашки çирĕм-вăтăр çул хушшинче районта нумай предприяти хупăнчĕ, колхозсемпе совхоз та саланса кайрĕç. Вĕсенче ĕçленĕ çынсем никамăн та мар пек тăрса юлчĕç. Чăнах та, промкомбинатпа апат- çимĕç комбинатĕнче, кирпĕч завочĕпе вăрман пунктĕнче, колхозра е совхозра ĕçленĕ çынна уяв ячĕпе кам чыслĕ-ха? Çак предприятисемпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем арканнишĕн ватăсем айăплă мар вĕт, хăй вăхăтĕнче вĕсем тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ.
Кунта пĕртен-пĕр хуçа ял тăрăхĕн администрацийĕ пулмалла. Ялти пĕр ватă çынна та _ тепĕр хут калатăп, пĕр ватă çынна та! _ уява чĕнмесĕр хăварас марччĕ. Аслă ăру çыннисемшĕн хальхи пурнăç ахаль те пысăк савăнăç мар, хăйсен ятарлă кунĕнче те пулин савăнăç парнелесчĕ.
Шел, пур çĕрте те ваттисем çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăраççĕ теме çукрах-ха. Вĕсене лавккара та, больницăра та, автобусра та кỹрентереççĕ, район центрĕнче вырнаçнă хăшпĕр кантурсенче те ăшшăн йышăнмаççĕ. Çакна эпĕ шухăшласа кăларса каламастăп, ку вăл _ пурнăç чăнлăхĕ.
Ялсем тăрăх çỹренĕ май, темиçе ватă çын алла йывăç кĕреçе тытса, ахлата-ахлата çĕрулми кăларнине те куртăм. Ĕлĕкрех халсăр çынсене шкул ачисем пулăшатчĕç, халĕ вĕсене ĕçлеттерме юрамасть иккен. Мĕн пĕчĕкрен ваттине хисеплеме, пулăшма вĕрентсе пымасан, çын нушине ăнланакан ăру çитĕнтерме пултарайăпăр-и? Ахальтен мар ĕнтĕ обществăра чунсăрлăхпа хытă чĕрелĕх вăй илчĕç, «сăпаçипалла» нимĕнле ĕç те тăвăнайми пулчĕ.
Ĕлĕкрех вара ватă çын чĕререн тав туни, пехиллени çамрăкшăн пысăкран та пысăк чысчĕ.
«Мĕне кирлĕ мана санăн «сăпаççипу», укçа пар!» _ тенине халĕ тăтăшах илтетпĕр.
Республикăра, çав шутра хамăр районта та кашни уйăхрах Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Мĕнле кăна тема сĕнмеççĕ-ши ăна йĕркелекенсем? Анчах «Мĕнле пурăнатăн-ха, асанне, асатте, кукаçей, кукамай?» темăпа калаçу ирттернине илтмен. Е вĕсен пурнăçĕ никама та интереслентермест-ши? Информаци ушкăнĕсем ватă çынсене пĕр çĕре пуçтарса калаçсан, вĕсен нуши-терчĕ пирки ыйтса пĕлсен, мероприяти хальхи пек ячĕшĕн çеç иртмĕччĕ.
Хам та ватăлса пыратăп та, пурнăç çине урăхларах, тарăнрах тишкерсе пăхма тытăннине туятăп. Пĕччен ватăсене, чỹречерен куç илмесĕр ывăлне е хĕрне, мăнукĕсене кĕтекен асаннесемпе кукамайсене чунтан хĕрхенес килет. Тулли витрене çĕклейменнипе, пусăран çур витрене яхăн шыв йăтса ахлатса-ахлатса утакан ватă çынна курсан чĕре ыратать. Укçам пулсан, тем пек шыв кĕртсе парăттăм çак асанне çуртне, ăшă туалет та туса парăттăм. Патшалăх вăл яланах хулашăн тăрăшнă, ял çынни мĕн ватăлса виличченех нуша урапи çинчен анаймасть. Эх, пурнăç...
Ив.САЛАНДАЕВ.