Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура кăрăç, шур кăмпа…

30 сентября 2016 г.

Хура кăрăç, шур кăмпа…

НАЦИ паркĕнче интереслĕ мероприятисем тăтăшах пулаççĕ. Çак кунсенче кăна-ха кунта Кăмпа уявĕ пулса иртрĕ. Мĕн тĕрлĕ кăмпа ỹсмест-ши пирĕн тăрăхра _ хăшĕсем вĕсене палласа та çитереймеççĕ. Вăрман «какайне» кăмăллакансем вара çавах йышлă, «лăпкă сунара» çỹреме кăмăллаççĕ. Уявра тĕрлĕ конкурссем пулса иртрĕç, унта чи маттуррисене палăртрĕç. Кăмпа тапхăрĕ вăраха пымасть _ вăрман çимĕçне вăхăтра илсе хĕл валли хатĕрлесе ĕлкĕрмелле. Çынсем шăпах çапла тăваççĕ те. Кăмпа пуçтарнă вăхăтра вăрман та илемлĕ. Мĕн чухлĕ кăмпа: хура кăрăç, шур кăмпа, тунката кăмпи _ пурне те аса илсе пĕтерейĕн-и вара? Наци паркĕнче те кăмпа «сывлăшĕ» таçтанах сисĕнсе тăчĕ темелле. Уява çынсем чăннипех йышлăн килнĕччĕ. Вĕсем хăйсен карçинккисене тĕрлĕ кăмпасемпе тултарма пултарчĕç. Ку _ хăйне майлă кану. Çакăнпа Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем те кăмăллă пулчĕç. Уяв кăмпа шỹрпи çинипе вĕçленчĕ.

С.ЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика