30 сентября 2016 г.
УН чух эпĕ район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаттăм. Нюра аппана кашни кунах кураттăм. Темшĕн ыттисемпе мар, шăпах манпа чунне уçса калаçатчĕ вăл.
_ Владик ывăлăм Тюменьре пурăнать, _ хавхаланса каласа паратчĕ Нюра аппа. _ Авланнă, генерал хĕрне качча илнĕ.
_ Маттур! _ теттĕм эпĕ. _ Çакăн пек ывăл çитĕнтернĕшĕн мухтанмалла кăна сирĕн.
_ Мухтанмаллиех çук çав, _ тăруках салхулланатчĕ ватă хĕрарăм. _ Владик пилĕк çул килсе те курмарĕ. Кине те, мăнука та палламастăп. Сăнỹкерчĕк ярса пачĕç те _ унпа йăпанса пурăнатăп.
Нюра аппа, куçĕ япăхрах курнипе, ывăлĕ патне çыру çыртарма пирĕн хваттере пыратчĕ. Кашни эрнерех _ икĕ е виçĕ çыру. Универмаг умĕнчи почта ещĕкне хăех кайса яратчĕ.
_ Вăхăчĕсем çук пуль çав, хирĕç пĕрре те çырмаççĕ, _ пăшăрханатчĕ ватă хĕрарăм. _ Ман хыпарсене пĕлсен те юрĕ, Владике эпĕ пĕрре те ỹпкелеместĕп.
_ Пилĕк çул ытла пĕр хыпар ямасан та çилленместĕн-и? _ теттĕм эпĕ. _ Аннерен хакли никам та çук вĕт-ха, тата хăв та аран çỹретĕн.
_ 75 çула çитсе пыратăп ĕнтĕ, _ ывăннă сасăпа калаçатчĕ Нюра аппа. _ Ыратман вырăн та çук, вилĕм те юнашарах çỹрет пулĕ. Хваттере Владике парнелерĕм-ха, çавăншăн савăнатăп. Ытти пурлăх çук _ техничка укçипе темех илеймĕн ĕнтĕ. Хама тирпейлесе пытармалăх кăштах укçа пуçтартăм. Вилес пулсан, Владик патне телеграмма яма тархасласах ыйтатăп. Акă, адресĕ...
Ватă хĕрарăм чĕтĕрекен аллипе мана лỹчĕркеннĕ хут татки тыттарчĕ. Владик патне темиçе çыру та çырнăран, адресне унсăрах лайăх астăваттăм-ха.
ПĔР ирхине Нюра аппана картишĕнче тĕл пулаймарăм. Ĕçе кайрăм, кăнтăрлахи апата киле таврăнтăм. Пирĕн подъезд умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăнине асăрхасан, чĕре кăлт! турĕ.
_ Нюра аппа вилнĕ, _ пĕлтерчĕç мана пĕр çуртра пурăнакансем. _ Ывăлне пĕлтересчĕ хăвăртрах.
Пĕр тăхтаса тăмасăрах почта уйрăмне васкарăм, Тюмене васкавлă телеграмма çаптартăм. Нюра аппана ыран юлашки çула ăсатасси çинчен пĕлтертĕм.
Каçхине пирĕн хваттер алăкне шаккарĕç те мана телеграмма тыттарчĕç. «Пыраймастăп. Мансăрах пытарăр. Владислав» тесе çырнă унта.
Нюра аппана нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен вăйĕпе чыс-хисеппе пытартăмăр. Тимĕр хĕрес те лартрăмăр. «Йывăç час çĕрет, тимĕртенех пултăр»,_ терĕмĕр. Ватă çын вилĕмлĕх тесе пуçтарнă укçа пĕчĕк карта туянма та çитрĕ.
КУН хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх шуса иртрĕç. Владикрен пĕр сас-хура та пулмарĕ. Çулталăкран тин курайрăмăр ăна: чаплă «иномаркăпа» килнĕ.
_ Хваттере сутса ярасчĕ, _ терĕ Нюра аппан ывăлĕ. _ Мĕн хак ыйтмалла-ши?
Хак пирки ыйткаласа пĕлчĕ пулмалла, тепĕр икĕ кунтан çĕнĕ хуçа та куçса килчĕ. Владик масар çине _ амăшĕн вилтăприне курма кайма _ вăхăт тупайманни çинчен каласа пачĕç мана пĕр çуртра пурăнакансем. «Чунсăр, иртĕхсе ỹснĕскер»,_ текенсем те пулчĕç.
КĂÇАЛХИ çимĕк умĕн масар çинче пулма тиврĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташăн чалăшма пуçланă вилтăприне тирпейлерĕмĕр.
Вăхăт пурччĕ те, Нюра аппана пытарнă вырăна та шыраса тупрăм. Тутăхнă хĕреспе карта, хыт-хура пусса илнĕ вилтăпри... Хĕрес çумне вырнаçтарнă пĕчĕк сăнỹкерчĕк... Темшĕн, сăнỹкерчĕкри Нюра аппан куçĕсем йĕпеннĕн туйăнчĕç. Те _ сывлăм ỹкнĕ, те _ куççуль тумламĕ...
Вилтăпри çинчи мăянпа пиçене алăпа лăскаса масар хĕрринчи çỹп-çап тăкмалли контейнера пăрахрăм. Куç умĕнче ватлăхпа пĕкĕрĕлнĕ, яланах ырă кăмăллă Нюра аппа тăнăн туйăнчĕ. «Сăпаççипах, ачам, мана манса кайманшăн, _ çапла пăшăлтатрĕ пек кỹршĕ карчăкĕ. _ Владик вара мана аса та илмест пулĕ...»
Чăнах та аса илмест пуль ывăлĕ амăшне. Аса илет пулсан вилтăпри çине чечек те пулин килсе хурĕччĕ...
Ив.САЛАНДАЕВ.