04 октября 2016 г.
«ХĂÇАН авланнă-ха?» _ ыйтатăп ватă çынсенчен.
«Кĕркунне ĕнтĕ, ĕлĕк çулла туй туман, _ теççĕ аслă ăру çыннисем. _ Халĕ ăна-кăна пăхмаççĕ: хирте хĕрỹ ĕç пырать-и _ çĕр çĕмĕрсе туй кĕрлет, ял халăхĕ эрнипех мухмăрлă çỹрет. Туйне тăваççĕ-ха, ачине çуратма пултараймаççĕ. Ялта çулталăкра икĕ-виçĕ ача çеç çут тĕнчене килни мĕн патне илсе çитерĕ? Çĕршыва кам сыхлĕ, ваттисене кам тăрантарĕ?»
Хам та октябрь уйăхĕнче çемье çавăрнă та, кĕрхи пуянлăхпа туй кĕрлеттернишĕн аттепе анне çав тери савăннине астăватăп. Ун чух туя кафере е ресторанта ирттермен. Лавкка апат-çимĕçне те сахал туяннă, килти хуçалăхра çитĕнтернипе хăналаннă.
Хальхи туйсене ман вăхăтринчипе танлаштараймăн, уйрăмлăхĕ _ çĕрпе пĕлĕт пекех. Пĕринчен тепри чаплăран та чаплăрах ирттереççĕ. Хамăрăн маттур юрăçсем пур çĕртех Шупашкартан эстрада «çăлтăрĕсене» чĕнсе илеççĕ. Коньяк кĕленчи çинчи çăлтăрсем пек, туя миçе «çăлтăрпа» ирттересси пирки ăмăртма та тытăнчĕç. Пĕри пилĕк «çăлтăра» лартса килнĕ те, лешсем авланаканран вăтăр пин тенкĕ ытла «хăйпăтса» кайнă.
«Мĕншĕн вунă артист илсе килмерĕн? _ тетĕп ĕнсине кăрт! та кăрт! хыçакан тăванăма. _ Пĕри çитместчĕ-им сана? Тата хĕрĕхе яхăн çăмăл автомашина чуп- тарса яла тĕлĕнтерес терĕн-им?»
Çилентерес тесе каламарăм çак сăмахсене, çамрăксене укçа-тенке перекетлĕрех тыткалама ăс парасшăнччĕ. Те _ ăнланчĕ, те _ ăнланмарĕ, çапах та тарăн шухăша путнине сисрĕм. Туй валли илнĕ кивçенпе мĕнлерех татăлса пĕтесси пирки шухăшларĕ ахăр. Сахалах та илмен пулмалла.
Тата çакă тĕлĕнтерет мана: юлашки вăхăтра Шăмăршă районĕн- че пĕрлешекен çамрăксем ЗАГСра çырăннă хыççăн ... кỹршĕллĕ Тутарстана çул тытаççĕ. Вăтăр-хĕрĕх машинăпа, хытă кăшкăртса пырса кĕреççĕ Çĕпрел районĕн центрне. Кунта, чăнах та, кур- малли пур: илемлĕ парк, юратакансен аллейи, çамрăк мăшăрсен тенкелĕ... Шăпах çакăнта пырса юрату çăраççине питĕреççĕ те, ĕмĕр пĕрле пурăнма сăмах параççĕ.
Хамăрăн Шăмăршă районĕнче илемлĕ вырăнсем сахал-им? Субботник йĕркелесе, юратакансен аллейине лартса чĕртме те, çамрăк мăшăрсен тенкелне вырнаçтарма та пулать вĕт-ха! Мĕншĕн урăх республикăна çити, çынсене чăрмантарса-пăшăрхантарса çỹремелле?
Ĕлĕкрех пирĕн вăрман хĕррине Çĕпрел районĕнчен çеç мар, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă тăрăхĕнчен те, Патăрьел енчен те туй машинисем килетчĕç. Савăннă, сăн ỹкерттернĕ, юрланă-ташланă. «Ютти илĕртет, кăмăла хăварать», _ тенĕ ваттисем. Хамăр районта юлмалли укçа (лавккасенчен ĕçмелли- çимелли сахал туянатпăр-и?) кỹршĕсене пуйтарать.
Çак йăла тарăн тымар ан ятăрччĕ тесен, васкасах Шăмăршăра илĕртỹллĕ вырăнсем тумалла. Пирĕн вăрман пек илемли урăх ăçта пур-ха? Инфраструктура, е, урăхла каласан, туристсене магнит пек туртакан вăй кирлĕ. Тен, вăрман хĕрринчи илемлĕ вырăна «Юратакансен уçланки» ят памалла, унта Нарспипе Сетнерĕн скульптурине вырнаçтармалла? Шупашкарти «Эковата» ООО директорĕ Н.Трофимова ман сĕнĕве ырласа йышăнчĕ, пысăках мар хакпах экомамăкран çỹллĕ скульптура хатĕрлеме май пурри çинчен пĕлтерчĕ. Нумаях пулмасть çеç-ха вĕсем çак йỹнĕ материалтан хатĕрленĕ Вăрман Амăшĕн скульптурине «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче вырнаçтарчĕç. «Эковата» ОООпа тачă çыхăнса ĕçлесен, Шăмăршă ялне юмахри сăнарсемпе те илемлетме пулать. Тен, спонсорсем те тупăнĕç.
Кỹршĕ районсем постамент çине танк е самолет (вертолет) вырнаçтарма та, Печкин почтальон скульптурине хатĕрлеме те укçа-тенкĕ тупаççĕ. Эпир «тỹшекĕмĕре кура урана тăсар та», йỹнĕрех материалсенчен _ йывăçран е экомамăкран _ мĕнле те пулин тĕлĕнтермĕш хатĕрлесе ырă ят çĕнсе илер. Вара туй ачисем кăна мар, туристсем те пирĕн пата килсех тăрĕç.
Çапла мар-и-ха, ентешĕмсем?
Ив.САЛАНДАЕВ.