07 октября 2016 г.
Ăçта кăна кайсан та, манаймастпăр,
Анне пекех пит хаклă учителе.
Эсир _ пирĕн çамрăклăх, телей çăлкуçĕ,
Çунат парса вĕçтертĕр-çке пире...
УЧИТЕЛЬ... Епле илемлĕн те асамлăн янăрать çак ят! «Раççей учительсемпе мухтавлă», _ теменччĕ-и-ха поэт?
Учитель кунне халалласа, Шăмăршăри Культура Керменĕнче уяв мероприятийĕ иртрĕ, ăна саламлă сăмахпа район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров уçрĕ.
Хисеплĕ учительсене йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, юрату сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Федерацин ветеринарипе фитосанитари службин Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи Управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Романов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Жилкина чун-чĕререн саламларĕç.
_ Вĕрентỹ ĕçĕнче учитель, унăн професси ăсталăхĕ, вăл ачасене юратни тата хăйĕн ĕçне чунтан парăнни тĕп вырăнта тăраççĕ, _ палăртрĕ Владимир Денисов. _ Районти вĕрентекенсене ырми-канми ĕçшĕн, тарăн пĕлỹшĕн, хăйсен вĕренекенĕсене парнелекен ырă кăмăллăхпа чун ăшшишĕн чĕререн тав тăватăп!
Уявра педагогсене район администрацийĕн, вĕрентỹ пайĕн тата профсоюз райкомĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Савăнăçлă мероприяти чун-чĕрене çĕклекен чаплă концертпа вĕçленчĕ.
М.ЮМАНОВА.