Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лартар çăка, лартар пилеш…

07 октября 2016 г.

САР çулçăсем вĕçсе ỹкеççĕ, умри сукмак _ кавир пекех...Çанталăкĕ ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе питех савăнтармарĕ пулин те, ылтăн кĕркуннен кашни саманчĕ чун-чĕрене лăпкать. Вăрман хĕрринче кăнтăрти курорт пек илемлĕн сарăлса ларакан ватă Шăмăршă кĕрхи кун темле асамлăн курăнать. 

_ Пилĕк тĕп йывăç лартрăм-ха, _ пĕлтерчĕ мана район центрĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ. _ Улмуççи, груша, сарă слива. Хунавĕсене пасарта туянтăм. Пахча хĕррине вара, вăрмантан кăларса килсе, виçĕ тĕп пилешпе икĕ тĕп шĕшкĕ лартса хăвартăм. Мăйăрне хам çиеймесен те, мăнуксем тутанĕç. Пилеше вара ачаран- пах юрататăп, çырли вĕçен кайăксене те илĕртет. 

Ветеранпа калаçса тăнă чух хам килĕштерекен «Пилеш кайăксем» юррăн сăмахĕсене аса илтĕм. Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ Светлана Кузьмина çак юрра шăрантарса республикипех чапа тухнăччĕ: 

Пилеш çинче пилеш кайăк- сем,

Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем?

Аякран çула тухнă пуль ачамсем

Кил енне, амăш патне тĕпренчĕксем. ...

Шăплăха сас çурса, тав- рана янратса

Ман валли, тен, юрлаççĕ пилеш кайăксем?

 Астăватăп-ха, Шăмăршă ялĕн старостинче Николай Удин ĕçленĕ чух Карл Маркс урамĕн пĕр пайĕнче пилеш йывăççисене лартнăччĕ. Качакасем сиен кỹресрен хăмапа е йывăç хуппипе хỹтĕленĕччĕ. Хăшпĕр хунавсем пĕтнĕ пулин те, чылайăшĕ аванах çĕкленнĕ. Николай Удинăн ырă пуçарăвне сỹнме парас марччĕ, кĕркуннепе çуркунне çĕнĕ йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварасчĕ. 

Шăмăршăри Космовский урамĕн икĕ енĕпе те илем кỹрсе çăка ешерет. Тăррине касса тикĕсленĕ хыççăн çак йывăç тата та хитреленчĕ. Шел, ватăлса çитнипе хăрнисем те пур, вĕсене каснă хыççăн çĕннине лартма васкамастпăр. Йывăç вĕт вăл эпир кĕтнĕ пек хăвăрт çитĕнмест, паянхи лаштра çăкасене хĕрĕх-аллă çул каялла лартнă пулнă. Çавăнпа та ваттисене çамрăк хунавсемпе çĕнетсех тăмалла, шăварса тăрса чĕртмелле, качакасенчен хỹтĕлемелле.

 Качакасем тенĕрен, халăхра çакăн пек каланине те илтрĕм: «Шăмăршăра икĕ нуша _ ĕçмелли шыв тата качакасем. Çак нушасенчен хăтăлсан эпир те çын пек пурăннă пулăттăмăр». 

Ĕçмелли таса шыв ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе пирĕн пуçлăхсем ĕçлеççĕ-ха, качакасем вара çав-çавах иртĕхме пăрахмаççĕ. Крылов юптаруçă каланă пек: «Миçе хутчен ăнлантарман-ши çынсене?» Тен, юриех, района сăтăр тăвас тесе хăйсен выльăхĕсене ирĕкре çỹретеççĕ? Урăхла мĕнле шутлăн-ха, енчен те çу каçипе вĕсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех пĕр урамран тепĕр урама кумаççĕ пулсан? Çĕнтерỹ паркĕнчи çамрăк йывăçсене те, Культура Керменĕ çумĕнчи лайăхах çĕкленнĕ илемлĕ хунав- сене те тапăнчĕç, нумайăшне кăшласа хăртрĕç. 

«Лартрĕ Ваççа вунă тĕп урама – качака кăшларĕ, кайрĕ харама», _ çапла такмаклать Космовский урамĕнчи Маюк аппа. Малалли йĕркисем те пур:

«Качака _ ыр выльăх,

Хуçи çеç _ сысна,

Илеме тĕп турĕ,

Ылханап ăна!»

Маюк аппан йĕркисене пысăк плакат пек çырса Шăмăршăри кашни урамах вырнаçтарма сĕнетĕп. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен вара çак такмака пăхмасăр калама пĕлмелле тесе шутлатăп. Качакисене ирĕкре çỹретсе çутçанталăка калама çук пысăк сăтăр тăвакансене çирĕп явап тыттарма вăхăт мар-и?

Эсир мĕнле шутлатăр, хисеплĕ вулакансем? Тен, ирĕкре çỹрекен выльăх- сем сирĕн ялта та пур, вĕсен хуçисене ятран асăнса хаçатра намăслантарма сĕнместĕр-и? Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр. Манăн ĕçри телефон: 2-33-52.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика