07 октября 2016 г.
ÇАК историе мана Улмаллăри комплекслă бригада бригадирĕ Николай Солдатенков каласа панăччĕ.
«Ку ĕç çитмĕлмĕш çулсенче пулса иртрĕ, _ аса илетчĕ Николай Иванович. _ Çав çул пирĕн бригадăра тырă нихçанхинчен те вăйлă çитĕнчĕ, йĕтемре те, ун тулашĕнче те пысăк купасем выртатчĕç. Тырра Канашри тата Пăрăнтăкри элеваторсене турттарма «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнчен çичĕ автомашина килчĕç.
Çанталăк пăсăлас хăрушлăх пуррипе, комбайнсене кун тĕттĕмленичченех ĕçлеттереттĕмĕр. «Хир карапсем» патне те командировкăна килнисене çирĕплетрĕмĕр.
Пирĕн бригадăра тулăпа урпа кăначчĕ, урпине маларах çапса илтĕмĕр.
Ирпе ирех йĕтеме çитрĕм те... картишĕнчи тулă купи çине пăрçа пырса тăкнине асăрхарăм. Мĕн ку? Эпир пăрçа пачах та акман-çке? Тỹрех тĕпчеме пуçларăм, йĕтемре каçхи сменăра ĕçленĕ хĕрарăмсенчен ыйтса пĕлтĕм. _ «Сельхозтехника» шоферĕ _ «Афган» тесе чĕнекенскер _ килсе пушатрĕ, _ каласа пачĕç колхозниксем. _ Тĕттĕмччĕ те, эпир вăл мĕн тăкнине те пĕлеймерĕмĕр.
«Афгана» та шыраса тупрăм. Малтан вăл эпĕ мĕн ыйтнине ăнланмарĕ те. Унтан, тавçăрса илчĕ те, ахăлтатсах кулса ячĕ. Вăл каласа панине итлесе эпĕ те ăша тытсах култăм.
... «Афган» инçетри хирте ĕçлекен комбайн патне пынă та, бункер тулса çитнине пĕлтерекен сигнала асăрханă. Кузов çине пушатнă та тырра, хирти çулпа Улмаллă йĕтемĕ еннелле вĕçтернĕ.
_ Комбайнĕ сирĕн мар, Ульяновск облаçĕнчи Чĕлĕм колхозĕн пулнă иккен, _ кула-кула каларĕ «Афган». _ Комбайнерĕ камăн машинин кузовне пушатнине те пĕлмерĕ ĕнтĕ, эпĕ те, паллах, чикĕ урлă каçнине ăнкарса илеймерĕм.
Пăрçа пирки шавлакан пулмарĕ, тулăпа «авлантарнă» купана ферма валли фуражлăх кĕртрĕмĕр.
Николай Иванович Солдатенков та, «Афган» та темиçе çул каяллах пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Ырă кăмăллă та ĕçчен çынсемччĕ. Хăйсем пирĕн хушăра çук пулин те, пĕрле ĕçленисем вĕсене лайăхпа çеç аса илеççĕ.
АЛЕЕВПА МАЛЕЕВ
ÇИТМĔЛМĔШ çулсенче парти райкомĕн бюровĕ ятарласа йышăну кăларсах Патирекри «Искра» колхоза Кивĕ Чукалти «За коммунизм» колхозпа «çураçтарнăччĕ». Урăхла каласан, патирексем чукалсене шефа илчĕç. Пур енĕпе те малта пыракан «Искра» колхоз председателĕ Минзалтдин Алеев сводкăра чăн аялти йĕркери «За коммунизм» председателĕпе Олег Малеевпа алă тытсах килĕшỹ турĕç.
Ун чух хаçатра пичетленекен сводкăсен айне тишкерỹллĕ комментари çырмаллаччĕ. «Сĕт сăвассипе «Искра» колхоз малта пырать (председателĕ М.Алеев), «За коммунизм» колхоз юлса пырать (председателĕ О.Малеев) тесе çырнăччĕ эпĕ, анчах типографире саспаллисем пуçтаракан Маня ăнсăртран Алеевпа Малеевăн хушамачĕсене ылмаштарса лартнă. Йăнăша редакцире ĕçлекенсенчен пĕри те асăрхаман.
Хаçат тухса кайнă, вулакансем патне те çитнĕ. Кăнтăрла иртсен телефон хыттăн çăтăртатма пуçларĕ.
_ Сĕт сăвассипе эпир хăçан кайра пыма пуçланă? _ кăшкăрсах калаçать «Искра» колхоз председателĕ Алеев. _ Эпир талăкра пилĕк литр мар, вунпĕр литр суса илетпĕр!
Хаçата алла илтĕм те, йăнăш кайнине асăрхарăм. Минзалтдин Галявутдиновичран каçару ыйтрăм.
_ Алеевпа Малеев арпашăннă, _ тетĕп. _ Хушаматăрсем пĕр пекрех те. Минзатдин Галявутдинович шỹте ăнланакан çынччĕ.
_ Санран та, Малеевран та тухать! _ терĕ вăл кулса. _ Сирĕн хыççăн ман ферма ĕçченĕсене лăплантармалла вĕт, вĕсем Алеев пирĕн сĕте «За коммунизма» сутнă тесе ăнланнă авă.
Темиçе кунтан Олег Николаевичпа та тĕл пулса калаçрăм. Вăл та ахăлтатсах кулать:
_ Хаçатра «Искра» колхоз председателĕ О.Малеев» тесе çырнине куртăм та, кăмăл çĕкленсех кайрĕ. Корреспондентсем ятарласах шỹтлеççĕ пулĕ терĕм. Каярахпа парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Антонович Журавлев та шăнкăравларĕ, «Патирексен ятне ан яр, сĕт сăвассине икĕ хут ỹстер», _ тесе йĕкĕлтесе илчĕ. Мĕн тăвăн, ĕнесен рационне çĕнĕрен пăхса тухрăмăр, тырă фуражне ытларах уйăртă- мăр. Сĕт сăвасси, çĕршер-икçĕршер грамм пулин те, талăксерен ỹссе пырать. Те сире тав тумалла çакăншăн, те Алеева хăналамалла...
Ив.САЛАНДАЕВ.