Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вуласан хаçат - чун ăшăнать», - çапла калаççĕ ял çыннисем

12 октября 2016 г.

КИВĔ ЧУКАЛТИ почта уйрăмне 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат çырăнма чăн малтан Александр Васильевич Чурбанов ĕç ветеранĕ пынă.

_ Эпĕ район хаçачĕпе утмăл çул ытла туслă, _ каласа парать ялти хисеплĕ ватă. _ Вулатăп та хаçат _ чун ăшăнать, пурăнма вăй-хал хушăнать.

Ялти Культура çуртĕнче ĕçлекен Николай Иванов Александр Васильевичран нумай çамрăк. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат хăйне килĕшни çинчен пĕлтерчĕ вăл. Уйрăмах мораль темипе çырнă статьясене кăмăллать иккен, калавсене юратса вулать. Район хаçатне Николай çитес çул валли те хапăл тусах çырăннă. 

Хальхи вăхăтра Кивĕ Чукала «Шăмăршă хыпарĕ» 80 экземпляр ытла килсе тăрать. Нумай теме çук-ха, çавăнпа та почта ĕçченĕсем çитес çул валли ытларах сарма тĕллев лартнă. Çырăнтару хакĕ йỹнелни те (ял çыннишĕн 80 тенкĕ те укçа!) хаçат кăçалхинчен нумайрах килсе тăрасса шанма май парать. 

Районти ытти почта уйрăмĕсенче те çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă. Шел те, çак ĕç тимĕр шапа хăвăртлăхĕпе çеç пырать тесен те юрать. «Çамрăксем _ Мускавран таврăнсан, ваттисем _ пенси укçи илсен çырăнаççĕ», _ теççĕ почта уйрăмĕсене ертсе пыракансем. Çырăнтару тапхăрĕ пуçланнăранпа Мускавра ĕçлесе килнисем те пулчĕç пуль, пенси укçине те валеçнĕ ĕнтĕ, анчах район хаçатне темиçешер экземпляр сарнипех çырлахнă.

 «Ĕлкĕретпĕр», _ тетпĕр те, ваттисем кая юлсан каю шăтасси пирки асăрхаттарса каланине манас марччĕ. 

Астăватăп-ха, темиçе çул каялла почтальонсем килĕрен çỹресе хаçат çырăнтаратчĕç, чăн малтан «Шăмăршă хыпарне» сарма тăрăшатчĕç. Район хаçачĕ ял пурнăçне тарăннăн çутатнипе, вырăнти хыпарсемпе анлăн паллаштарнипе ыттисенчен уйрăлса тăрать вĕт-ха. Çавăнпа та вăл кашни килĕрех пулмалла, кашни çемьенех эрнере икĕ хутчен савăнăç илсе килмелле. 

Унчченхи ырă йăлана _ кашни киле çитсе хаçат çырăнтарассине _ çĕнĕрен чĕртсе тăратар-и, почта ĕçченĕсем? «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн содержанийĕ лайăхлансах пынине, унта чуна хускатакан интереслĕ материалсем пичетленнине ăна халĕ çырăнса илменнисем те пĕлччĕр. «Çырăн «Шăмăршă хыпарĕ» _ ыррине кăна вăл парĕ!» _ çапла каласа хистер ял çыннисене. Район хаçачĕ çитес çул тата та интереслĕрех тухасси пирки пĕрре те иккĕленмелли çук: редакцире пысăк опытлă, халăх пурнăçне пĕлекен журналистсем ĕçлеççĕ, вĕсем ялтан яла çитсе лайăххине те, çитменлĕхсене те асăрхĕç.

 Çырăнтару тапхăрĕ вăй илтĕр тесен, ял тăрăхĕсен адмнистрацийĕсен те пуçарулăх кăтартмалла. Вулакан ял халăхĕпе е ним те вулама тăрăшман çынсемпе ĕçлеме аван? Хаçат вуласан, çын пурнăçпа тан пырĕ, мал ĕмĕтпе ĕçлĕ, ял аталанăвĕшĕн тăрăшĕ. 

Çапла мар-и, ентешĕмсем?

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика