Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке е … кĕреке?

12 октября 2016 г.

Кĕнеке е … кĕреке?

«Чун-чĕремри мĕнпур паха еншĕн эпĕ кĕнекене тав тума тивĕç».

А.М.Горький 

САККĂРТИ Марина тантăшĕ патне _ унăн менелникне паллă тумашкăн _ кайма хатĕрленет.

_ Мĕн парнелес-ши? _ пăшăр- ханать пĕчĕк хĕрача. Амăшĕ ăна икçĕр тенкĕ укçа панă иккен.

_ Кĕнеке парнеле, _ сĕнỹ пачĕ кукашшĕ. _ Кĕнеке _ чи лайăх парне.

Мăнукĕ ун çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ-тăчĕ те, ахăлтатсах кулса ячĕ:

_ Эсĕ мĕн, кукаçей, ухмаха тухрăн-им? Халĕ кĕнеке кам парнелет? Никам та вуламасть ăна, Интернетра пурте пур. 

Кукашшĕн мăнукне хирĕçлесе калас сăмахĕ те пурччĕ, анчах шарламарĕ. Кĕсйинчен виçĕ çĕршер тенкĕлĕххине кăларчĕ те, хĕр пĕрчине тыттарчĕ. Марина савăннипе кукашшĕне ыталаса чуптурĕ, унтан сиккелесех лавккана _ парне туянма _ тухса вĕçтерчĕ. 

Çакăн евĕрлĕ истори пĕр çемьере çеç мар, чылай çĕрте пулса иртнине лайăх пĕлнĕ май, кĕнекене хỹтĕлесе çырас терĕм. Хальхи ăру кĕнекене юратманни, Интернет серепине çакланни вăрттăнлăх мар. Юмах кĕнекисене те вуламаççĕ пулсан, çитĕнеспе Пушкинпа Лермонтова, Толстойпа Горькие, Есенинпа Блока, Хусанкайпа Илпеке, ытти чаплă çыравçăсене юратĕç-ши вĕсем? Çакă хăратать те мана.

 Эпир ача чухне библиотекăра кĕнеке нумаях марччĕ. Ача- пăча вĕсене çĕтĕлсе пĕтичченех вулатчĕ, урамра е шкулти тăхтав вăхăтĕнче пĕр-пĕрне пỹлсех вăл е ку калав содержанине каласа параттăмăр.

 Çитĕннисем те кĕнекепе туслă пулнă, çакна вунă-çирĕм çул каялла библиотекăра ĕçленисем тĕп-тĕрĕс çирĕплетме пултараççĕ. 

Студент чухне те нумай вуланă, ахаль те пĕчĕк стипендирен «катса» çĕнĕ кĕнеке туянма тăрăшнă. Эпĕ вĕсене пĕрне те кăларса пăрахман, халĕ те килти библиотекăра упранаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах аллăма Толстойăн «Война и мир», Шолоховăн «Тихий Дон», Илпекĕн «Хура çăкăр», Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака», Краснов-Аслин «Вутра» кĕнекисене е ытти авторсен произведенийĕсене тытатăп, Есенинпа Евтушенкон, Ухсайпа Сементерĕн сăввисене юратса вулатăп. 

Çак кĕнекесене эпĕ унччен те вуланă, пĕрре кăна та мар. Анчах юратнă писательпе поэт чи çывăх юлташ пекех вĕт-ха, вĕсенчен пĕрре те уйрăлас килмест. 

_ Паянхи çамрăксем кĕнеке вулама юратмаççĕ, _ ỹпкелешеççĕ библиотекăра ĕçлекенсем. Çапах та çакăншăн, ман шутпа, Интернет кăна айăплă мар пуль. Кĕнекене юратма шкул сакки çинченех вĕрентмелле. Учительсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăнлантару ĕçне пĕр тĕллевлĕн туса пымалла: ача уроксем хыççăн е канмалли кун, каникул вăхăтĕнче кĕнеке тытса ăс пухтăр, унăн юратнă писателĕпе поэчĕ пултăр, ачана библиотека хăй патне магнит пек турттăр.

 Кĕнеке вуламан çамрăксем ỹсе-киле чун ăшшиллĕ, тỹрĕ кăмăллă, çынна ырă тăвас шухăшлă пуласси те иккĕлентерет. Кĕнеке мар, кĕреке илĕртме пуçлать чылайăшне. Хамăр вара кайран тĕлĕнетпĕр: вос- питани ĕçĕнче ăçта тата хăçан йăнăшрăмăр-ши? Ача вунпĕр класс пĕтерсе библиотекăран вунпĕр кĕнеке те илсе вуламаннине, калавсемпе повеçсенчи, романсенчи геройсене пачах та пĕлменнине шута илместпĕр. 

Хальхи библиотекăра мĕнле кăна кĕнеке çук-ши? Ялсенчи библиотекăсенче пулатăп та, хăшпĕр кĕнеке вĕр-çĕнĕ упраннинчен тĕлĕнетĕп. Никам та илсе вуламан вĕсене, авторĕсем литература тĕнчинче паллă пулсан та ял çыннисем вĕсене пĕлмеççĕ. 

Кунта пропаганда ĕçĕ «ухсахланнине» те палăртмалла. Пытармалли çук: вулакансен конференцийĕсем чылай чухне питĕ сахал йышпа, хут çинчи «чавкашăн» çеç иртеççĕ, çĕнĕ кĕнекесене те «хурмăшăн» çеç сỹтсе яватпăр. 

Ĕлĕкрех апла марччĕ: ялти библиотекăран ватти те, çамрăкки те, вĕтти те тухма пĕлместчĕ, çĕнĕ кĕнекене пĕри вулама илсен ун хыççăн тепри черете тăратчĕ.

Библиотекарьсем йывăр чире пула урама тухса çỹрейменнисем патне килĕсене кайса çỹретчĕç. Пуянкассинчи Лидия Муромцева фермăра та, тех- ника паркĕнче те пĕчĕк библиотекăсем йĕркеленĕччĕ. Колхозниксем аллисене тап-таса çуса, чи хаклă пуянлăха тытнă пек тирпейлĕн кăна тытса кĕнеке вулатчĕç.

 Çапла марччĕ-и-ха, библиотека ĕçĕн ветеранĕсем? Эпĕ çырнипе килĕшетĕр пулсан, хăвăрăн шухăшăра çырса пĕлтерессе кĕтетĕп. Е эпĕ тĕрĕс мар калатăп пулсан, хирĕçлесе çырăр. Тавлашура чăнлăх çуралĕ, ачасемпе çамрăксене кĕнекене юратма вĕрентес ĕçре кăштах та пулин пулăшу парĕ. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика