Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăхсене - пурăнмалли çурт-йĕр

18 октября 2016 г.

ОКТЯБРĔН 14-мĕшĕнче район администрацийĕнче тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕнчен уйăрнă ачасене ятарлă фондран хăтлă пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Петьков ертсе пынă. 

Ларура тăлăх ачасене пурăнмалли икĕ вырăн уйăрса панă. Çак хваттерсене ятарлă фондран черете çирĕп пăхăнса уйăраççĕ. Аса илтеретпĕр: 2015 çулта районти тăлăх ачасене пĕр хваттерпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, тепĕр 5 çултан пурăнмалли çурт-йĕр тăлăхсен харпăрлăхне ĕмĕрлĕхех куçать. Опекăпа попечительство органĕнче хальхи вăхăтра 23 тăлăх ача учетра тăрать. Черетпе килĕшỹллĕн, вĕсене пурне те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика