Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн кỹленчĕкĕнчи шкул сумкки

18 октября 2016 г.

ĔÇ хыççăн киле таврăнсан телевизора ятăм та, чуна сехĕрлентерекен хыпар илтрĕм. Турцири Стамбул хулинче теракт пулнă. Пилĕк çын вилнĕ, çирĕмĕн йывăр аманнă... Террорист-вилĕмçĕ взрыв хатĕрне ĕçлеттерсе янă та, хăйне те татăкăн-татăкăн вакласа тăкнă.

 Тепĕр хыпарĕ те хăрушă: Афганистанри теракт вăхăтĕнче 30 ытла çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Çак шутра пиллĕкри-çиччĕри пĕчĕк ачасем те пур. Улттăри аппăшĕ пиллĕкри шăллĕне хăйĕн ỹт-пĕвĕпе хỹтĕленĕ те, иккĕшне те бомба ванчăкĕсем аркатса тăкнă. Арçын ача аллинчи вылямалли машина та _ юн кỹленчĕкĕнче...

Терроризм... Ĕлĕкрех эпир çак сăмаха илтмен те темелле. Юлашки çулсенче вара терроризм темине хаçатсенче те, радиопа тата телевиденипе те пĕлтерсех тăраççĕ, кашни хыпарĕ чуна çỹçентерет. «Террор _ вĕлерсе, хаяррăн пусахласа хăратма тăрăшни», _ тесе куçарнă 2002 çулта пичетленсе тухнă вырăсла-чăвашла словарьте.

Çынсене хăратас, пысăк сиен тăвас тĕлĕшпе пĕр-пĕр объекта сирпĕтеççĕ, вут тивертеççĕ, заложниксене тыткăна илеççĕ...

 Террористсем никама та _ çав шутра пĕчĕк ачасене те хĕрхенмеççĕ. 1999 çулхи сентябрь уйăхĕнче Мускавра, Буйнаксра, Волгодонскра пурăнмалли çуртсене сирпĕтнипе 300 çын, 2002 çулхи октябрьте Мускавра «Норд-Ост» мюзикл кăтартнă чух заложниксене пĕр шелсĕр персе пăрахнипе 130 çын, 2002 çулхи декабрьте Грозныйра взрыв пулнипе 60 çын, 2003 çулхи августра Моздокри взрывра 49 çын вилнĕ.

 2003 çулхи Пĕлỹ кунĕнче _ сентябрĕн 1-мĕшĕнче _ Çурçĕр Осетири Беслан хулинче террористсем шкул çуртне вăрă-хурахла йышăннă, ачасемпе учительсене заложнике илнĕ. Пĕчĕкскерсем куççульпе йăлăннине те, учительсем: «Тархасшăн, ачасене хĕрхенĕр, ан вĕлерĕр», _ тесе тархасланине те ирсĕр çынсем шута хуман. 335 çынна вĕлернĕ, 1000 ытла çынна амантнă. Çак тискерлĕхе фашистсен тискерлĕхĕпе çеç танлаштарма пулать.

«Урайĕнче выртаççĕ ачасем,

Вĕри юнпа пĕвеннĕ чечексем.

Юнпа вараланнă кĕнеке, тетрадь...

Çумрах учителĕн вилли выртать»_

çак йĕркесене куççуль витĕр çырнăччĕ эпĕ 12 çул каялла.

Пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2009 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче ятарлă Концепци йышăннă, ăна Раççей Конституцийĕпе никĕсленсе хатĕрленĕ. Унăн тĕп принципĕсем çаксем: гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлесси, саккунлăха çирĕп пăхăнасси, террорла хăрушлăх тухса тăрсан граждансене вилĕмрен çăласси, террорла ĕç тăвакансене çирĕп наказани кĕтнине ăнлантарса парасси, терроризм ан пултăр тесе информаципе пропаганда ĕçне анлăн туса пырасси. 

Террористсене нимĕнле каçару та пулма пултараймасть, вĕсене халăх та нихăçан каçармĕ.

 Федерацин çỹлерех асăннă саккунĕнче çамрăксемпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен те каланă. Интернетра е тĕрлĕ литература урлă терроризм идейисене пропагандăлакансенчен сыхланмалла, экстремизм палăрăмĕсене татăклăн сивлемелле. 

Тăван çĕршыв _ пĕрре, ăна пирĕн юратмалла, çĕршыва пуянлатассишĕн тăрăшмалла, оборона хăватне ỹстерсех пымалла. Тăшмансем тĕлĕрмеççĕ, террорла актсем туса е сиенлĕ сас-хура сарса халăха хăратма тăрăшаççĕ. Сăтăрла ĕçсем ан пулччăр тесен, пурин те сыхă тăмалла. 

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика