21 октября 2016 г.
ЧĂВАШ ЕН Раççейри шкул ачисен 2015-2016 вĕренỹ çулĕнче ирттернĕ олимпиадăсен кăтартăвĕсем тăрăх регионсем хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Раççей шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсен рейтингне Мускаври математика пĕлĕвĕн центрĕпе Олимпиада.ru. портал ирттернĕ. Тĕпчев тăвакансем, диплом хисепĕсĕр пуçне, регионсенче пурăнакан халăх шайлашăвне те шута илнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: çĕршыври 3 миллионран каярах халăх пурăнакан регионсен хушшинче Чăваш Ен олимпиада çитĕнĕвĕсем тăрăх 4-мĕш вырăнта. Çапла вара Чăваш Республикинчи шкул ачисем хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарнă. 2016 çулта Раççей шайĕнчи олимпиадăна хутшăннă 42 шкул ачи çĕнтерỹçĕ е призер дипломне тивĕçнĕ. Олимпиадăсенче уйрăмах Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Урмарти, Патăрьелĕнчи, Ельчĕкри, Тăвайри вăтам шкулсенче вĕренекен ачасем палăрнă. Вĕсен учителĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ преми парса хавхалантарнă. Халĕ районти шкулсенче тĕрлĕ предметпа олимпиадăсем иртеççĕ. Кăçал та вĕренỹре чи çивĕч ăслисем 23 предметпа тупăшăва хутшăнаççĕ. Унта палăрнисем хăйсен пĕлĕвне район шайĕнче тĕрĕслĕç. Çĕнтерỹçĕсем район чысне республикăра хỹтĕлĕç. Ăнăçу сире, олимпиадăна хутшăнакан хастарсем!